АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕлпук мучи «айăплă» çакăншăн...»

13 апреля 2011 г.

Çын çинчен япăх калаçнине илтмен эп унран. Ялан кăмăллă кулă пичĕ çинче. Çакă пулăшать те пулас пурнăç таппипе тан мар, кăшт маларах та утма. Турă ăна артист пулма пилленĕ тейĕн. Чылайăшĕшĕн «Кĕлпук мучи» вăл паян. Ираида Вдовина юрăç ятне хăшĕ-пĕри илтмен те пулĕ-ха, вăл вара унăн юррисене И.Вдовина сассипех юрлама пултарать. «Эх, – тетĕп вара хушăран, – пурте ун пек хастар пулсан-и...» Сăмахăм – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Виталий Иванович Сергеев çинчен. Чыслă-сумлă ятсем, пысăк наградăсемех çук-ха унăн. Хальлĕхе. Çитес вăхăтра чăваш халăхĕн чи юратнă артисчĕсенчен пĕри пуласса вара шансах тăратпăр.

– Виталий, эсĕ яланах кăмăллă, хаваслă. Чунра та пĕрмай çапла çутă-и санăн;

– Тĕлĕнсе каймалла çутă. Нихăçан та аптрамалла мар. Малалла та малалла утмалла, пĕр вырăнта тăма юрамасть. Тĕллевсем чылай, Наполеонăнни пекех.

– Чи çутă ĕмĕт пур-и; Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне экстерн майпа ыттисенчен чылай маларах пĕтертĕн. Пурте çапла пултараймаççĕ çав ĕнтĕ...

– Паллах пур. Çак пурнăçра çухалса каймасăр ырă çын пуласчĕ. Халăхшăн юрăхлă пуласчĕ. Чăн малтанах çакă вăл – хамăр ентешсене малалла туртасси. Канаш районĕнчи Анаткас Татмăшра çуралнă эпĕ. Шкул юбилейĕ тĕлне архива кайса документсемпе паллашрăм, материалсем тупрăм, хатĕрлесе патăм. Чăваш Енĕн ăслă-тăнлă, пултаруллă çыннисене хамăн ентешсем патне илсе килес, паллаштарас килет. Çапла вара паллакан ĕçтешсемпе çулталăкне пĕрре çула тухатпăр.

– Виталий, епле-ха санăн пуçунта çакăн пек ĕçлĕ шухăшсем çуралаççĕ; Э-э-эй, пурăнччăр ара теме те пулать вĕт...

– Пурнăç çавăн пек çаврăнса пырать. Хăй вăхăтĕнче мана та пĕр çын тапратса ячĕ, шухăшламан-туман çĕртенех. Хамăр тăрăхри Вăтакас Татмăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата çар ĕçĕн урокĕсене вĕрентекен Василий Александрович Григорьев. Çар хыççăнах Канашри МСОра каменщикра ĕçленĕ эпĕ. Пĕррехинче çапла ман пата пычĕ çак хастар çын, санăн вĕренме каймалла тет, пĕр сетка кĕнеке тыттарчĕ. Шухăшларăм та – мĕн çухататăп; Нимĕн те. Çитменнине ĕçре укçа памастчĕç. Çапла пуçланчĕ «мыскара».

– Экзаменра 11 балл кăна пуçтарнă тетĕн. Мĕнле илчĕç сана вĕренме; Темĕнле «блат» пурччĕ пулĕ; Е санăн талантна хакларĕç-и;

– Алла алă çăвасси мар кунта. Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче университетра кашни çулах профессорсемпе преподавательсен пĕрлехи пухăвĕ иртет. Унта хутшăнтарчĕç мана. Пултарулăха тĕрĕслерĕç. Çапла ырă çынсем пулăшнипе хушма списока эпĕ те лекрĕм.

– Факультетра, эпĕ астăвасса, икĕ Виталий Сергеевччĕ. «Хăшĕ;» – ыйтатчĕç тÿрех. «Кĕçĕнни, Кĕлпук мучи», – тетчĕç вара. Чылайăшĕшĕн Кĕлпук мучи çав ĕнтĕ эсĕ паян. Ефим Никитичпа пĕр-пĕрне пĕлнĕ пулĕ; Эсĕ те чăн-чăн артист ав халĕ...

– Кĕлпук мучиех «айăплă» эпĕ çак çулпа утнăшăн. Чăвашрадиопа «Куйкăрăш» кăларăм пыратчĕ. Тимлесе итлеттĕм. Хам та юрра-ташша юратакан çын та, Ухтер мучи, Кĕлпук мучи тесен – çăкăр ан çитер. Магнитофонпа çырса илтĕм Ефим Никитич çинчен хатĕрленĕ кăларăма. Ун пек сасăпа, дикципе вулама хăнăхрăм. 8-мĕш класра пулчĕ ку. Концертсене хутшăнаттăм. Шупашкара та килсе кайнă. Каярах Петросян, Задорнов, Жванецкий монологĕсемпе те тухрăм сцена çине.

– Ефим Никитичпа еплерех паллашрăр-ха тата;

– Шупашкарта мар, Вăрмарта тĕл пултăмăр, сĕтел-пукан фабрикинче. Концерт пырать. «Халĕ... сирĕн умăрта эсир пурте пĕлекен паллă артист... Ефим Никитин!» – терĕм, ун пĕр хайлавне вуларăм. Хăй те пурччĕ те, халăх ун çине, ман çине пăхать. Çапла лару-тăрура паллашрăмăр.

1-мĕш курс студенчĕсемпе тĕл пулу-урок ирттернĕччĕ вăл. Ятарласа кайса илтĕмĕр ăна. Патша пек. Тĕрĕссипе, чыс-хисепне чăннипех те тивĕçлĕ çынччĕ вăл...

– Ялан иккĕмĕш вырăнта пулас килет-и вара;

– Манăн «Виталий Сергеев» пулас килет. Виталий Сергеев профессора та хисеплетĕп, Ефим Никитинран та чылай вĕрентĕм. Малашне вара хама хам тупмалла тесе шухăшлатăп.

– Ман шутпа, Виталий Сергеев артиста та паян Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче паллаççĕ, кĕтеççĕ. Эсĕ ытти тантăшу пек мар, çакă та илĕртет-тĕр куракансене. Çак уйрăларах тăрассине ыттисем кураççĕ-ха, ху сисетĕн-и;

– Çынсем пек пурăнса пулмарĕ. Халĕ тата ыттисем пек пулас та килмест. Кашни çыннăн хăйĕн тĕнчи пулмалла тетĕп: вăрттăнлăхсем, шухăшсем...

– Çапла, санран кĕтме пулать çакна. Миçе çултине те пĕлтересшĕн мар, «туслăх», «юрату» ăнлавсем тавра та шавласшăнах мар эсĕ. Вулакансем ав пĕлесшĕн...

– Ялан 17-ре эпĕ (кулать)...

– Хăвăн чунри шухăшусене уçса пама пултаракан çын, юлташ пур-и санăн;

– Кирлех-ши вĕсене такама уçса пама;

– Сана хăйĕн тусĕ вырăнне хуракансем пур-и тата;

– Пĕлетĕп, пур.

– Ытла та лара-тăра пĕлмен çын-çке эсĕ, Виталий. Сана вырăнта тытма та çук...

– Чăн та чылай чух ир тухса каятăп та çĕрле таврăнатăп. Çĕр каçма киле çитеймесен те пултаратăп (кулать). Ĕçсем нумай, вăй-хал вĕрет, пĕр кĕтесре мĕн туса ларас;

– Каçар та, сан шÿтлĕ-йĕплĕ монологусене итлесе пĕрисем вар тытса ахăлтатаççĕ, теприсем кăштах аванмарланаççĕ те. Кам çырать вĕсене; Халĕ акă чăваш эстрадинче те илтĕнет сассу, юррусене кам хайлать;

– Хальлĕхе хамах. Шел, хатĕр текстсем çук. Пĕтĕмпех пурнăçран вĕсем.

– «Хĕрарăм» сăмаха вăл упăшкипе пурăнсан – пĕрле, уйрăм пулсан – уйрăм, хушăран кăна тĕл пулкаласан дефиспа çырмалла тетĕн. Кунта хальхи вăхăтри орфографие кулăш мелĕпе питлени те пур-тăр;

– Пăтрататпăр кăна çав чĕлхене. «Ун пек те, кун пек те, пĕрле те, уйрăм та çырма юрать» тени йĕркеллĕ-и вара; Чĕлхерен кулатпăр...

– Хăçан та пулсан тĕп хуламăрта «Виталий Сергеев театрĕ» пуласса шанас килет манăн. Санăн вара;

– Ĕмĕтленме юрать паллах. Виçине пĕлсе. Театр уçасси, тытса тăрасси çăмăл мар вĕт. Паянхи саманара уйрăмах. Сатирăпа юмор жанрĕсемпе ĕçлекенсем те республикăра 2-3 çын кăна... Анчах çакă сăмсана усмаллине пĕлтермест. Вăйăм-халăм сатур – пĕтĕмпех пулĕ манăн.

Л.Ригель калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика