АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш тĕррине пĕтме памастпăр»

13 апреля 2011 г.

«Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» республика конкурсне хутшăннă тĕрĕçĕсене курсан пуçра «Нарспи» поэма йĕркисем аса килчĕç:

Е тĕрлеме ларать те

Тĕрри шăрçа пек пулать.

Сÿс хÿреллĕ хурçă йыт

Пĕр кĕрет те пĕр тухать...

Нарспи пекех илемлĕ, тирпейлĕ тĕрлеççĕ вĕсем. Сăн-пичĕпе те, çи-пуçĕпе те унран пĕрре те кая мар. Хăшĕ-пĕри вара конкурса хăй тĕрленĕ кĕпепе килнĕ.

Чăваш Енре «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» конкурс иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта республикăри 13 районпа 4 хуларан 28 ăстаçă пуçтарăннă. Иртнĕ çул асăннă конкурса шкул ачисем хутшăннă пулсан, кăçал вара – ача-пăча студийĕсен, лабораторийĕсен, кружокĕсен, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенчи пултарулăх коллективĕсен ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литература тата технологи вĕрентекенĕсем. Ятарлă ĕç пурнăçланă вĕсем: кĕпе ум кăлармалли тĕрре тĕрлесе тупăшнă. Унсăр пуçне килте хатĕрленĕ ĕçсене те илсе килнĕ. Вĕсене тĕп хулари Халăх пултарулăх çурчĕн «6х7» галерейинче курава тăратнă.

Тĕрĕçĕсен пĕтĕмĕшле ĕçĕсене хакласа жюри çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ял библиотекин ĕçченĕ В.Филиппова тухрĕ.

Вероника Михайловна ачасене те тĕрлеме вĕрентет. Вăл ертсе пыракан «Илем» кружока 1-9 класра вĕренекенсем çÿреççĕ. «Çакнашкал конкурссем питĕ кирлĕ, – тет вăл.– Пĕлмен çĕвĕ те чылай. Çавна май пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр. Акă эпĕ паян «кĕтес» тĕрлеме хăнăхрăм».

Конкурса хутшăннисен чăваш тĕррипе эрешленĕ кĕпе хатĕрлемелле пулнă иккен. «Ăна пурте пурнăçлайман, – паллаштарать тĕрĕçĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе жюри председателĕ Е.Жачева ăстаçă. – Çапах та кашнийĕ курава тĕрлĕ ĕç тăратнă».

Евгения Николаевна палăртнă тăрăх чăваш тĕррине тĕрлеме пĕлекенсем питех нумай мар. Çавăнпа та çак ĕçе учительсенчен, тĕрлĕ кружок ертÿçисенчен пуçламалла. Вĕсем вара çамрăк ăрăва вĕрентĕç. Чăн та, хăш-пĕр тăрăхра ку енĕпе тăрăшса ĕçлени палăрать. Сăмахран, иртнĕ çул Канашри ăстаçăсен пуçарăвĕпе вырăнта семинар иртнĕ. Тĕрĕ вăрттăнлăхĕпе паллаштарма вара Е.Жачевăна чĕннĕ. Семинара асăннă тăрăхран çеç мар, кÿршĕ районсенчен те пуçтарăннă. Икĕ кунра чылай çĕвве вĕреннĕ вĕсем.

«Чăваш тĕррине шкул программине кĕртесчĕ, – пăшăрханăвне палăртрĕ Канашри 5-мĕш вăтам шкулти технологи вĕрентекенĕ Г.Тимофеева. – Пирĕн шкул этнопроект-па ĕçленĕ май, паллах, ку тĕлĕшпе кăштах сехетсем уйăркалатпăр. Анчах та урок шучĕ çулсерен чакса пырать. Чăваш тĕррипе кăсăкланакан ачасем пурри çеç чуна савăнтарать. Хут касса лариччен алла йĕппе çип тытни усăллăрах».

Л.Козлова вара Комсомольски районĕнчен килнĕ. Вăл – Йÿç Шăхалĕнчи культура çурчĕн ертÿçи. Унсăр пуçне «Чăваш тĕрри» тата тухья-хушпу ăсталас енĕпе кружоксем ертсе пырать. «Çемйи-çемйипе çÿреççĕ вĕсене, – тет вăл. – Ачасем те, аслисем те пур. Арçынсем те пыраççĕ. Асаннесен ĕçĕ таврăнни савăнтарать».

Жюри палăртнă тăрăх иккĕмĕш вырăна Р.Захаровăпа «Канаш хули» С.Прохорова «Елчĕк районĕ» пайларĕç. Виççĕмĕш степеньлĕ диплома вара Н.Федорова «Шупашкар районĕ», В.Вастулова «Елчĕк районĕ» тата Н.Николаева «Шупашкар хули» тивĕçрĕç.

ЧР культура министрĕн çумĕпе Т.Казаковăпа та тĕл пулчĕç конкурса хутшăннисем. Ăна тĕп хулара чăваш тĕррин музейне йĕркелесси пирки сĕнÿ пачĕç. Паллах, ку шухăш тĕрĕçĕсен маларах çуралнă. Çавна май М.Симакова ăстаçă кун пирки ЧР Президентне М.Игнатьева та пĕлтерме май тупнă. «Йăхран йăха куçакан чăваш тĕррине пĕтме памастпăр», – тенĕ Михаил Васильевич. Ырă шухăш-ĕмĕт пурнăçлансан тем пекехчĕ. Тĕрĕ енĕпе чăвашăн ытти халăха паллаштармалли, кăтартмалли пурах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика