АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлар!»

13 апреля 2011 г.

Ĕнер Космонавтика кунне тата çын тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалласа Шупашкарта Ю.Гагарин палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ. Унта ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хутшăнчĕ. Шăпах 35 çул каярах, 1976 çулхи апрель уйăхĕн-че, Ю.Гагарина халалласа «Космос пионерĕ» скульптура композицине чыслă лару-тăрура уçнине аса илтерчĕ республика ертÿçи. Çитес çул август уйăхĕнче вара пирĕн ентеш, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт, тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 50 çул çитессине те палăртрĕ вăл. «Эпир Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров космонавтсен ячĕсем Чăваш Енпе тÿрремĕнех çыхăннипе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Пирĕн завод ĕçченĕсем те космос техники валли ятарлă детальсем хатĕрлени савăнтарать паллах. Çак отрасле аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ вĕсем. Апла пулсан çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлар!» – терĕ президент. Çавăн пекех вăл Хĕвел системине кĕрекен пĕчĕк планетăсенчен пĕрне Чăваш Ен ятне панине пĕлтерчĕ.

Михаил Васильевич çамрăк космонавтсемпе курнăçнă май вĕсене вĕренÿре çитĕнÿсем сунчĕ. «Эсир малашне тĕнче уçлăхне парăнтарасса шанатăп», – терĕ.

ЧР Президенчĕ ертсе пыракан делегаци Шуршăл ялĕнче пулчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ А.Николаев летчик-космонавт вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕ, пуç тайрĕ. Республика ертÿçи ял-йышпа, çамрăк ăрупа тĕл пулса калаçрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика