АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй хапха патне çитиччен

13 апреля 2011 г.

Ăшă та хĕвеллĕ çанталăк, шăнкăртатса юхакан шыв уй-хирте юр сарăлса выртнине пăхмасăрах çуркунне çитнине систерет. Çĕр çыннишĕн яваплă тапхăр çывхарать. Йывăр çулталăк хыççăн çур акине тивĕçлĕ шайра ирттерме вăй çитерĕпĕр-ши; Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов Муркаш тăрăхне çитрĕ.

Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра механизаторсем шанса панă техникăна хĕрсех юсаççĕ. Сеялкăсем, çĕр ĕç агрегачĕсем, тракторсем хатĕрпе пĕрех. «Паян-ыран вĕçлетпĕр», – теççĕ вĕсем. Игорь Захаров ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх хĕрÿ тапхăра хутшăнакансене ĕç условийĕсемпе паллаштарнă. Тăрăшса ĕçлекенсем, плана тултаракансем кунне икĕ хут тÿлевсĕр апатланаççĕ. Шалу та пĕчĕк мар, икĕ-виçĕ эрнере çирĕм пин тенке яхăн ÿкет. Унсăр пуçне тырă, улăм параççĕ, хушма хуçалăхри пахчисене сухалама пулăшаççĕ. Кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 370 гектар çинче акса хăвармалла. Ăна валли вăрлăх çителĕклех, сортсене çĕнетнĕ. Çĕр улми вара сахалрах, çавна май ун лаптăкне 15 гектар çеç хăварасшăн «2010 çулта – 65 гектар». Механизаци паркĕнче ытларах кивĕ техника. Хăшĕ-пĕрин усă курмалли вăхăчĕ тахçанах тухнă. Çĕннине туянас – укçа çителĕксĕр. Анчах кивви те кĕсьене самай пушатать. Специалистсем каланă тăрăх виçĕ çулта саппас пайсем туянсах хăватлă трактор илмелĕх тăкакланнă. Вăй çитнĕ таран парка çĕнетме тăрăшаççĕ-ха, çапах ура çине тин çĕкленекен хуçалăхшăн йывăр çĕклем вăл.

Ĕç алли çитменни кунта та сисĕнет. Коллективра ытларах пенси çулне çывхарнисем. Юлашки çулсенче икĕ каччă кăна механизатора вырнаçнă. Инна Захарова агроном та çамрăк-ха, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕскер пĕлĕвне аслă шкулта малалла тăсать.

– Мана ялта пурăнма килĕшет, – пытармасть вăл. – Йĕркеллĕ ĕçлесен шалу тĕлĕшпе те кÿрентермеççĕ. Пире çĕнĕ технологипе, техникăпа ĕçлеме пултаракан çамрăксем кирлĕ. Шел, вĕсем çĕр ĕçĕнчен пăрăнма, вăхăта эрех ĕçсе ирттерме кăмăллаççĕ. Лавкка умĕнче ирĕн-каçăн «сабантуй» тăваççĕ. Аякка ĕçлеме çÿрекенсем те пайтах. Пысăк укçана хăнăхнăскерсене вырăнти шалу тивĕçтермест. Пĕри те тепри алă сулсан хуçалăха кам çĕклĕ;

Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра та çур акине хатĕр темелле. Техникăна юсаса çĕнетнĕ, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх хатĕрленĕ. Çурхи культурăсем 600 гектар чухлĕ йышăнмалла. Ĕçченсем ака-сухана икĕ эрнерех вĕçлеме палăртаççĕ. «Çанталăк кăна ура ан хутăр», – теççĕ вĕсем.

Ильич ячĕллĕ хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе, техникипе паллашнă хыççăн ертÿçĕсемпе специалистсем Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрне семинар-канашлăва пуçтарăнчĕç.

Муркаш район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Калинин пухăннисене вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх районта 2010 çулта кĕрхи культурăсене 6610 гектар акса хăварнă, çĕртме 8,5 пин гектар çинче тунă. Çурхи культурăсем 9,8 пин гектар йышăнмалла. Районта усă курман çĕр пĕр пин гектар ытла. Кăçал ăна йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн, апла ĕç калăпăшĕ татах ÿсет. Хуçалăхсенче акма вăрлăх çителĕклех, çав шутра 85 проценчĕ кондициллĕ. Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен элита вăрлăхне – 70, нумай çул ÿсекен курăксенне 2 тонна туяннă. Техникăн 84-87 проценчĕ уй-хире тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе удобрени вара çурри таран кăна.

Хĕрÿ ĕççине тухиччен машина-трактора техосмотр тăвасси те çивĕч тăрать. Муркаш енчи хуçалăхсен техникин 12 проценчĕ кăна тĕрĕслев витĕр тухнă. «Герой», Ильич ячĕллĕ тата «Восток» предприятисен кăтартăвĕ 62-66 процент.

Ял хуçалăх министрĕ пухăннисене республикăра çур акине хатĕрленесси мĕнле пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ГСМ кирлин çуррине çеç хатĕрленĕ. Хăш-пĕрисем ăна упрама вырăн çуккипе сутуçăсем патĕнчех тытаççĕ, пĕтнĕ май турттарса килеççĕ. Йывăр тапхăрта кĕске вăхăтлăх кредит илни те пулăшать. Хальхи вăхăтра çурхи ĕçсем ирттерме хуçалăхсем 280 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ. Юлашки тапхăрта çĕнĕ йышши хăватлă техника туянакансен йышĕ те ÿсет. Ĕлĕкхи мелпе ĕçленипе аталанаймăн. Хĕрÿ ĕçе кăçал студентсене те явăçтарасшăн. Çуркунне вăраха кайни уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттерме хистет. Туй хапха патне çитиччен ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесчĕ. Унсăрăн пушă пÿлмене мĕнпе тултарăпăр; Çурхи кун вара çулталăк тăрантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика