АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тума васкăр

08 апреля 2011 г.

 Ыр кăмăллăх марафонне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнче çак ятпа «Ачалăх вăй-хăвачĕ» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ача-пăча пултарулăхне палăртасси, шухăшлава аталантарасси, туслăха çирĕплетесси, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшасси.

Паллах, конкурс теми çамрăк ÿнерçĕсемшĕн çăмăлах мар, çапах та вĕсем ăна уçса пама тăрăшнă. Районти тĕрлĕ шкултан 30 яхăн вĕренекен хутшăннă унта. Конкурс йĕркелÿçисем ачасен ĕçĕсене художество ăсталăхĕ тата хăйне евĕрлĕ шухăш тĕлĕшпе хакланă. Пултаруллă та маттур вĕренекенсене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.

Тĕп хулари пĕрремĕш клиника больницин ĕçченĕсем вара ача çурчĕсенчи, интернат шкулĕсенчи, сахал тупăшлă çемьесенчи тата сусăр ачасене пулăшас тĕллевпе «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона хутшăнса 20 035 тенкĕ укçа пухнă.

Ыр кăмăллăх марафонĕ Чăваш Енре 2004 çултанпа иртет. Унта хутшăнакансен йышĕ кашни çулах ÿсет. Çавна май унăн пухмачĕ те çулсерен пуянланать.

Çын нушине ăнланни, унăн хуйхи-суйхине пĕрле пайлани паха. Çавăнпа та ырă ĕç тума васкамалла. Хамăр кун-çулта пархатар кÿрĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика