АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел имлет те, сусăрлать те

08 апреля 2011 г.

 Кăçал Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне микроба хирĕç кĕрешекен препаратсене халалланă. «Паян мерăсем йышăнмасан ыран эмелсĕр юлма пултаратпăр» текен девиз та ытахальтен мар. Ку таранччен чирлĕ çынсене питĕ тухăçлă сипленĕ чылай эмел паян хăйĕн вăйне çухатнă. Пĕлсех ĕçетпĕр-и-ха эпир вăл е ку эмеле; Çакăн пирки Республикăри клиника больницин фармакологĕпе - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп эксперчĕпе Максим Юрьевич Зайцевпа калаçатпăр.

- Микробсемшĕн нимĕнле эмел те хăрушă мар тени мĕне пĕлтерет тата çакă пирĕн сывлăхшăн сиенлĕ-и?

- Сăмах бактерисене хирĕç кĕрешекен препаратсем тĕрлĕ микроорганизма çĕнейми пулни çинчен пырать. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче кăна-ха тĕрлĕ инфекци чирĕпе питĕ нумай çын вилнĕ. Дифтери, холера йышши чирсем çĕршер пин çын пурнăçне татнă.

1940-мĕш çулсенче пенициллин шухăшласа кăларни медицинăшăн питĕ пысăк çитĕнÿ пулнă. Çакăн хыççăн инфекци чирĕсемпе вилесси сахалланнă. Антибиотиксем миллионшар çын пурнăçне çăлса хăварнă.

Анчах та çут çанталăка улталаймăн. Ĕнер кăна пенициллинпа çĕнтернĕ микробсене паян парăнтарма çук. Микробсем хăйсене хирĕç кĕрешекен препаратсене питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ. Пÿрлĕ чирсем пуçаракан стафилококк ав 10 çул хушшинче пенициллина тĕппипех хăнăхса «хăрами» пулнă. 1950-1970 çулсене «стафилококк чуми» тапхăрĕ тесе хаклаççĕ. Ун чухне çак инфекципе питĕ нумайăн вилнĕ, нимпе сиплеме пĕлмен. Çĕнĕ антибиотик шухăшласа кăларсан çеç çак чире çĕнтерме пултарнă. Унтанпа çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ эпир микробсене хăваласа «чупатпăр». Юлашки вăхăтра вара выляса яма пуçларăмăр курăнать. Иртнĕ çул Индире хальхи вăхăтри мĕн пур вăйлă антибиотик та çĕнеймен микробсене тупнă. Европăра хальхи саманара антибиотиксем çĕнтереймен инфекцисене пула кашни çул 140 пин çын вилет. Çакăншăн чи малтанах хамăр айăплă.

- Тухтăрсем час-часах антибиотиксем çырса панăран-и?

- Вăл та пур. Чылай чухне тухтăрсем чир тарăна каясран сыхланса та, пациент хĕтĕртнипе те антибиотик çырса параççĕ. Пациентсем хăйсем те, тухтăрпа канашламасăрах, килте антибиотикпа усă кураççĕ. Тепĕр чухне тухтăр патне килнĕ пациент хăех антибиотик çырса пама ыйтать. Уйрăмах ачине сиплеме. Паллах, ун пек самантра тухтăра хăйне те психологи тĕлĕшĕнчен çакнашкал рецепт çырса пама çăмăл: калаçса ларса, пациента ун пек тума кирлĕ маррине ăнлантарса вăхăчĕ иртмест-çке.

Шел пулин те, Раççейри лару-тăру Европăринчен нихăш енĕпе те уйрăлса тăмасть. Юраман çĕртенех аптекăсенче антибиотиксене рецептсăрах панă. Тĕрĕссипе халĕ те, чару хыççăн, вĕсене тупса илесси ним те мар. Çавăнпах пирĕн çĕршывра анлă сарăлнă инфекци микробĕсем бисептол, гентамицин, тетрациклин йышши препаратсене те парăнтараççĕ. Пенициллин, амоксициллин, ципрофлоксацин, азитромицин та хăратмасть вĕсене. Асăннă препаратсене тухтăрпа канашламасăрах ĕçни чире тата тарăна яма пултарать.

- Апла антибиотиксене мĕнле ĕçмелле-ха?

- Антибиотик вируса витĕм кÿреймест, çавăнпа та ăна бактери пуçарнă инфекци пур чухне кăна тухтăр çырса парсан ĕçмелле. Тĕслĕхрен грипп, ОРВИ таврашне килте врачпа канашламасăрах антибиотикпа сиплени усăсăр кăна мар, сиенлĕ те. Мĕншĕн тесен çыншăн пачах та сиенсĕр препарат çук. Уйрăмах ăна ачасене «чыхни» шухăшлаттарать. Шкул çулне çитмен ачасен сывлав çулне çулталăкне 6-8 хутчен инфекци çулăхни - йĕркеллĕ пулăм. Ку вăл - вирус чирĕ, ăна сиплеме антибиотик кирлĕ мар. Вăраха кайман ринит «сунас», бронхит «тип пыр шыççи» чухне те антибиотик кирлĕ мар. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ бронхит пневмоние «ÿпке шыççине» куçасран хăрать. Паллах, кунашкалли те пулма пултарать, анчах та çакă антибиотик ĕçнипе е ĕçменнипе çыхăнман. ОРВИ тарăна кайма пуçланин паллисене асăрхасанах «температура ÿсме пăрахмасть, ÿслĕк вăйланать, сывлăш пÿлĕнет» тухтăра чĕнмелле. Врач антибиотик памаллипе памалла маррине хăех калать. Ачасен сывлав çулне вирус инфекцийĕ ерсен сив чир тапхăрĕ 3-7 куна тăсăлма пултарать. Çак вăхăтра ача сывлăхĕ япăхланмасан, çав вăхăтрах ытлашши лайăхланмасан та антибиотик пама сăлтав çук. Анчах та ашшĕ-амăшĕн шăпах çав тапхăрта чăтăмĕ пĕтет, «сыхлăх ятне» антибиотик пама пуçлать. Ÿт температури чылайччен 37,0-37,5 градус пулнин сăлтавĕ те тĕрлĕ пулма пултарать. Ун пек чухне температурăна антибиотикпа йĕркене кĕртес тени тĕрĕс мар. Çакна та асра тытмалла: антибиотик ÿслĕкпе кĕрешмест. Ÿслĕк вăл организма хÿтĕленме пулăшать, чир паллисенчен чи кайран çухалать. Енчен те ача 3-4 эрне ÿсĕрет пулсан, сăлтавне шырамалла. Çак сĕнÿсенех çитĕннисене те парăттăм.

- Хаçат вулаканĕсене юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр?

- Тепĕр хут çакна палăртасшăн: инфекци чирĕсене сиплемелли пĕртен-пĕр тухăçлă меслет вăл - бактерисене хирĕç кĕрешекен препаратсем. Анчах та эпир вĕсемпе пĕлсе усă курманни, микробсене антибиотиксене хăнăхтарни вĕсен уссине пĕтерет. Çавăнпа та бактерисене хирĕç кĕрешекен çĕнĕ препаратсем шухăшласа кăларнипе пĕрлех тухтăрсен те, пациентсен те вăл е ку эмеле çырса париччен е ĕçиччен лайăх шухăшламалла. Ку вăл хамăршăн, хамăр ачасемпе мăнуксен пуласлăхĕшĕн тăрăшниех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика