АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулез никама та шеллемест

08 апреля 2011 г.

 Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх çĕр çинчи 1,5 миллиард ытла çын туберкулез инфекцийĕпе çÿрет. 20 миллионĕ чирлет. Кашни çул туберкулеза пула 3 миллион ытла çын вилет. Юлашки çулсенче Чăваш Енре те ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхах мар.

Туберкулез - сикекен чир. Ăна пуçараканĕ Кох палочки. Этемĕн пĕр органне те шеллемест. Чылай чухне вăл ÿпкене вырнаçать. Сĕлтĕрен те, спиртран та, кислотасенчен те, шартлама сивĕрен те хăрамасть. Тусан ăшĕнче 3 уйăх таран упранать, çĕр ăшĕнче, шывра, нÿрĕ пÿлĕмре - çулталăкчен. 25 градус сивĕре те 7 çул пурăнма пултарать. Çапах та Кох палочки кăшт вĕретсе илнине те чăтаймасть. Хĕвел ăна 2 сехет хушшинче вĕлерме пултарать.

Туберкулезпа чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле чир пуçаракан микробсене кунне 15-20 млн таран ирĕке кăларса яма пултарать. Ÿсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метр таран сирпĕнеççĕ, апчхулатнă чухне - 9 метра. Çитĕннĕ чирлĕ çын çулталăкра 20 ытла çынна чир ертме пултарать.

Уйрăмах 3 çула çитмен ачасем шар курма пултараççĕ. Ачасен пĕчĕк те сарлака сăмса шăтăкĕсем микобактерисемшĕн питĕ меллĕ. Туберкулезпа чирлĕ ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен те чирлеме пулать. Çавăн пекех чирлĕ çынпа чуп туни, ют пирус тĕпĕсене çăвара чикни...

Ача садĕнче, шкулта ачасене Мантупа рентгенологи тишкерĕвĕ туни чире вăхăтра асăрхама, ăнăçлă сиплеме май парать.

Ача чухне туберкулезпа чирлесе ирттернĕ е инфекци лекнĕ пулсан çитĕнсен те çак чирпе чирлес хăрушлăх пур.

Аталанакан тата вăраха кайнă туберкулеза сиплесси тин çеç тупса палăртнинчен самай йывăртарах. Çавăнпа та фтизиатр ачана учета илсен хăраса ÿкме кирлĕ мар. Туберкулеза пĕтерекен препаратсене ачасене чи пĕчĕк дозăпа параççĕ, çавăнпа та вăл сывлăха сиен кÿмест. Туберкулез пуçланас хăрушлăха çеç пĕтерет.

Н. Ястребова, Шупашкар хулин штатра тăман тĕп фтизиопедиатрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика