АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсем пур пĕр ытларах

08 апреля 2011 г.

 2010 çулти октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртрĕ. Чăвашстат çырава малтанлăха пĕтĕмлетсе республикăри хуласемпе районсенче тата хула тăрăхĕсенче миçе çын, çав шутра мĕн чухлĕ арçынпа хĕрарăм пурăннине палăртнă.

Иртнĕ çулхи çырава РФ Правительствин «2010 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне пĕтĕмлетесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «2010 çулти ноябрĕн 12-мĕшĕ, 896№» икĕ тапхăрпа пĕтĕмлетĕç: 2012 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен - халăх йышне, пурăнакан вырăнне, ÿсĕмне, çемьелĕхне, пĕлĕвне, нацилĕхне, чĕлхене пĕлнине, гражданлăхне, пурăнма кирлĕ тупăш çăл куçне, экономикăри хастарлăхне, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен шутне палăртĕç;

2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен - халăх тĕрлĕ çĕре пурăнма куçнине, çынсен пурăнмалли условийĕсене, ача çуралассине, уйрăм тĕрлĕ нацисен демографи тата социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвне уçса парĕç. Çырав кăтартăвĕсене бюллетеньсемпе ятарлă кĕнекесенче пичетлесе кăларĕç. Чăвашстат сайтĕнче те вĕсемпе ирĕклĕнех паллашма пулĕ.

2010 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ Чăваш Енре мĕн кăтартнă-ха; Малтанлăха палăртнă тăрăх çыравра республикăра ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. 2002 çулти халăх çыравĕпе танлаштарсан Чăваш Енре пурăнакансен хисепĕ 62,2 пин çын «4,7 процент» чакнă. Ун чухне çыравра 1313,8 пин çынна шута илнĕ. Халăх йышĕ чакни çынсем ытти региона пурăнма куçса кайнипе тата вилекенсем çуралакансенчен ытларах пулнипе çыхăннă.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче 588,5 пин çын пурăнать е республикăри халăхăн 47 проценчĕ «2002 çулта - 44 процент». Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче пурăнакансен шучĕ 2,6 тата 7,1 процент ÿснĕ пулсан ытти хуласемпе районсенче кăтарту пĕчĕкленнĕ. Улатăр «20,3 процент», Хĕрлĕ Чутай «19,8», Пăрачкав «19,2», Çĕмĕрле «19 процент» тăрăхĕсенче халăх йышĕ уйрăмах сахалланса юлнă. Пĕлтĕр республикăра пурăнакансен 58,8 проценчĕ хулара тĕпленни палăрнă «2002 çулта 60,6 процент». Хула çыннисен шутне хăй хальлĕн чакса пыни тата администраципе территори тытăмне улăштарни те витĕм кÿнĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре саккунпа килĕшÿллĕн хула пĕлтерĕшлĕ сакăр поселока «Улатăр районĕнчи Киря, Вăрнар, Вăрмар, Йĕпреç енчи Буинск, Йĕпреç, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç, Шупашкар администрацине пăхăннă Çĕнĕ Лапсар, Сосновка» ял пункчĕсен шутне кĕртнĕ. 2002 çулти халăх çыравĕнче вĕсенче пурăнакансене хула çыннисем тесе йышăннă.

Хĕрарăмсем арçынсенчен 87,2 пин çын ытларах пулни паллă. Çыравра 582,2 пин арçынна «46,5 процент» тата 669,4 пин хĕрарăма «53,5 процент» шута илнĕ «2002 çулта - 46,3 тата 53,7 процент».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика