АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар сиен кÿресрен

06 апреля 2011 г.

 Апрелĕн 1-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Зубков «Вăрмансенчи пушарсенчен сыхланасси çинчен» ыйтупа йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă. Çĕршывра 2010 çулта 32 пин ытла пушара шута илнĕ, çакă Раççей экономикине калама çук пысăк сиен кÿнĕ. «Пирĕн лару-тăру çивĕчленесрен, инкек-синкек пысăк сиен кÿресрен асăрханмалла. Ăçта та пулин пушар тухрĕ тĕк ăна хăвăрт сÿнтермелле. Субъектсен ертÿçисем хăйсен регионĕсен территорийĕнчи лару-тăрушăн пайăррăн яваплă», - тенĕ вице-премьер. Вăл палăртнă тăрăх вăрмансенчи пушарсенчен сыхланмалли мероприятисем валли уйăракан укçа виçине 4 хут пысăклатнă. Техника туянма укçа уйăрнă, ведомствăсен пĕрлехи ĕç ушкăнне туса хунă, çĕршывăн 37 регионĕнче пушарсемпе кĕрешекен диспетчер пункчĕсем ĕçлеççĕ, пушар сÿнтермелли плансем хатĕрленĕ, вăрмансенче маршрутсем тăрăх патрульсем çÿрессине йĕркеленĕ.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи лару-тăрупа паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх 2010 çулта республика территорийĕнчи вăрмансенче 10421 гектар çинче 145 пушар пулнă. Вĕсенче 6 пин гектар çинчи йывăçсем çуннă е сиенленнĕ. Вăрмансенчи пушарсем кÿнĕ сиен 144 млн яхăн тенкĕлĕх, çав шутра вут-çулăма сÿнтерме кайнă тăкаксем - 37 млн яхăн тенкĕ. «Чи кирли - çынсем вилменни, ял-хуласем те сиенленмен», - тенĕ вăл. Халĕ вăрмансенчи пушарсене сÿнтермелли пĕрлехи план хатĕрленĕ, ăна çывăх вăхăтрах Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствинче çирĕплетмелле. Çавăн пекех республикăн тĕллевлĕ «Вăрмансене пушартан хÿтĕлесси» программине йышăннă.

2011-2013 çулсенче пушарсем сиенленĕ вăрмансене чĕртмелли мероприятисен планне федерацин асăннă агентстви ырланă, ун валли федераци бюджетĕнчен хушма укçа уйăраççĕ. Кăçал 1,4 пин гектар çинче вăрман чĕртмелле. 7,2 млн штук йывăç хунавĕ хатĕрлесе хунă, унсăр пуçне 10 тонна йĕкелĕн шăтаслăхне тĕрĕслеççĕ, çав йĕкеле 19 гектар çинче лартса хăвармалла.

Республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçланă тапхăрта ятарлă пушар техники туянма Чăваш Ен бюджетĕнчен 132 млн тенкĕ укçа уйăрма палăртнă.

В.Зубков М.Игнатьева пушар хăрушлăхĕн тапхăрне хатĕрленес енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлеме, çак ыйтăва тĕрĕслесех тăма суннă. Видеоконференцире çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн ертÿçисем вăрмансенчи пушарсенчен сыхланас ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика