АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ ĕççине хатĕр-и?

06 апреля 2011 г.

 Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăра çур акине хатĕрленсе ирттернĕ республикăри семинар-канашлăва ЧР ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕсен, предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Малтанах пурте ял хуçалăх техникипе паллашрĕç. Хамăр тата ют çĕршывсенче туса кăларнă машина-трактора кăмăл тăвакансем çавăнтах туянма, заказ пама пултарчĕç. Вырăнти агрофирмăн паркĕ те пуян, техника тахçанах ĕçе тытăнма хатĕр. Хуçалăх ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх кĕрхи ĕçсем вĕçленсенех çур акине хатĕрленме пуçланă. Çĕнĕ çулччен мĕнпур техникăна юсаса çĕнетнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, вăрлăх, удобрени çителĕклех хатĕрленĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев пухăннисене çур аки умĕнхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кăçал çуркунне 7-10 кун кая юлса килни паллă. Пĕр енчен лайăх темелле, мĕншĕн тесен çĕрте нÿрĕк çителĕклех пулать. Анчах специалистсем юр нумай тытăнса тăрсан калча çĕрме пуçласса асăрхаттараççĕ. Тепĕр йывăрлăх _ выльăх-чĕрлĕх ешĕл курăк çине кая юлса тухни тăкака каллех ÿстерет.

Иртнĕ çул хуçалăхсенче кĕрхисем 119,3 пин гектар акса хăварнă. Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх хальлĕхе кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă. Акнă лаптăксен 10-15 процентне тепĕр хут шуратса хăварма тивĕ. Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк нумай çул ÿсекен курăксене самай сиен кÿнĕ. Çавăнпа вĕсене те тепĕр хут акмаллах, ун валли вăрлăх çителĕклĕ. Кăçал республикăра 597,5 пин гектар акса-лартса хăвармалла «2010 çулхин 105 проценчĕ». Çакна валли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ кирлин 95,3 проценчĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Тĕрĕсленĕ пĕтĕм вăрлăхран 78 проценчĕ кондициллĕ. Канаш, Куславкка, Шăмăршă тăрăхĕсенче кăтарту унран пĕчĕкрех. Улатăр, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче çур тыррисен вăрлăхĕ çителĕксĕр.

Çĕр улми вăрлăхне кирлин 89,6 процентне янтăланă. Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Шупашкар районĕсенче вăл уйрăмах сахал. Хушма хуçалăхсенче те вăрлăх çителĕксĕрри сисĕнет. Çавна май республикăри апат-çимĕç фончĕ, Чăвашпотребсоюзăн районсенчи организацийĕсем халăхран заявкăсем йышăнаççĕ.

Элита вăрлăхсен хакĕ ÿснипе кăçал вĕсене туянма каякан тăкаксене саплаштарасси те ÿснĕ. Республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди виçи 30 процентпа танлашнă. Федерацирен тÿлекен субсиди те улшăннă. Тĕш тырă культурисемпе куккурус вăрлăхĕсене туяннăшăн та субсидилеççĕ.Çапла вара пĕр тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăшăн мĕн пур шайри бюджетсенчен - 8900, çĕр улмишĕн 13380 тенкĕ тÿлеççĕ.

Кĕрхисене тата нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарасси те тĕп вырăнта пулмалла. Кăçал 16,5 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулать. Апрель тĕлне кирлин 62,5 проценчĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ. Çĕмĕрле «18,4 процент», Канаш «24,6» районĕсенче вăл çурри те çук. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме республикăри хуçалăхсенче дизтопливо - 59,7, бензин 51,7 процент янтăланă. Элĕк, Куславкка, Етĕрне тăрăхĕсенче лару-тăру уйрăмах çивĕч. РФ правительстви çунтармалли-сĕрмелли материалсене АПКна йÿнĕрехпе сутасси пирки пĕлтернĕччĕ. Шел, çăмăллăх çĕр ĕçченĕсем патне çитмен-ха. Ыйтăва çывăх вăхăтра татса парасси пулĕ-ши;

Укçа енчен хĕсĕккине пăхмасăр республикăра машинăпа трактор паркне çĕнетсех пыраççĕ. Кăçалхи йывăр лару-тăрăва шута илсе «Росагролизинг» уçă пĕрлешÿ регионсенче упранакан техникăна 50 процент йÿнетсе сутать. Хуçалăхсем 187 техника туянма заявка тăратнă ĕнтĕ. Уй-хире тухма тракторсен, çĕр ĕçĕн тата акмалли техникăн сакăр вунă проценчĕ ытла хатĕр.

Пĕлтĕрхи типĕ çанталăк уй-хире шăварас ыйтăва тепĕр хут çĕклерĕ. Хуçалăхсенче шăвармалли оборудовани туянма тытăнчĕç. Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма кăна 4,5 млн тенкĕ тăкакланă. «Батыревский» плодопитомник «Патăрьел», «Санары» «Вăрнар районĕ», «Куснар» «Куславкка районĕ» тата ыттисем те хăйсен е кредит укçипе усă курса шăвармалли техника туянаççĕ. Сăмах май Тюмень облаçĕнче çĕр улмипе пахча çимĕçĕн 2500 гектарне шăварса тăраççĕ.

Пĕлтĕр 19,2 пин гектар çĕре «палăртнин 54 проценчĕ» пусă çаврăнăшне кĕртме май килнĕ. Хальхи вăхăтра тата 42 пин гектар çĕр усă курмасăр выртать. Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче пайтах ун пекки.

Çурхи ака-сухана хатĕрленсе ирттерме ЧР ял хуçалăх министерстви çумĕнче ятарлă штаб йĕркеленĕ. Яваплă специалистсем ĕççинче республика уй-хирĕсене çитĕç, çивĕч ыйтусене татса пама пулăшĕç.

Семинарта энерги ресурсне перекетлекен технологипе усă курассине сарас, ял хуçалăх культурисене страхлас ыйтусене те хускатрĕç. Çур аки кунран кун çывхарать, вăл мĕнле иртесси кашнинчен, яваплăха туйса ĕçленинчен килет. Çурхи кун çулталăк тăрантать тенĕ. Кăçал çĕр çыннишĕн ĕççи йĕркеллĕ иртессе, пÿлмесене пысăк тухăçпа тултарма пулăшасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика