АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре саккун хÿтĕлет

06 апреля 2011 г.

 Çĕр - пирĕн пуянлăх. Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Саккунпа килĕшÿллĕн çак лаптăксене вараласран, çÿп-çаппа тултарасран тата ытти усал пулăмсенчен сыхлаççĕ. Çĕрĕн çиелти сийĕ пулăхлă пулнипе ял хуçалăх культурисем аталанса ÿсеççĕ. РФ Çĕр кодексĕнче çĕре халăха пурăнма тата ĕçлеме кирлине кура упрасси пирки каланă. Çĕр пулăхне упрас, лайăхлатас тесе тăрăшмалла. Пулăхсăр лаптăкра ял хуçалăх культурин тухăçĕ, продукци пахалăхĕ чакать. Çĕрпе тухăçлă усă курманнин тата çĕр саккунне пăснин паллисем çаксем: ял хуçалăх культурин тухăçĕ пĕчĕк пулни, уй-хир çум курăкĕпе хупланни, агротехникăн шайĕ япăххи, тăпра пулăхĕ чакни.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «2006 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕ, 689;» Росреестр, Россельхознадзор тата Росприроднадзор çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăракан патшалăх органĕсем. Кашни органăн хăйĕн полномочийĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Россельхознадзор çĕрĕн пулăхлă сийне сиен кÿресрен сыхлать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курнă чухне саккуна пăхăннине тĕрĕслет. Саккун çĕрĕн пулăхлă сийне урăх çĕре куçарма чарать. 2010 çулта хăйсен ирĕкĕпе çĕрĕн пулăхлă сийĕпе хуçаланнă должноçри 9 çынна тата 7 гражданина административлă явап тыттарнă.

Россельхознадзор управленийĕн ятарлă уйрăмĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çÿп-çап тултарассине хирĕç кĕрешет. 2010 çулта специалистсем ăптăр-каптăр купи вырнаçнă лаптăкри çĕрĕн пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. Россельхознадзорăн Чулхулари центрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ял тăрăхĕн, Шупашкар, Тăвай районĕсен территорийĕсенчи çĕр хура тăхланпа тата цинкпа вараланнине палăртнă. Шупашкарти чăх-чĕп фабрики те 29,4 гектар çинче чăх каяшне купаласа пынă. Çакă тăпрари цинк шайне икĕ хут ÿстерсе янă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре юрăхсăра кăларнишĕн пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕ 3 предприятие, должноçри 33 çынна тата 11 гражданина штрафланă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем çум курăкпа тата тĕмсемпе хупланасран та асăрхаса тăраççĕ. Кун пек уйсене кайран пусă çаврăнăшне кĕртме йывăр, хими препарачĕсемпе усă курма тивет. Çакă вара тăпра пулăхне япăхлатать. Типнĕ çум курăкĕ те, тĕмĕсем те пушар енчен те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Специалистсем прокуратурăпа пĕрле час-часах тĕрĕслеве тухаççĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсене палăртаççĕ.

Н.Воронова,

Россельхознадзорăн Чăваш Енри

управленийĕн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика