АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлăн эсĕ асра, фестиваль!

30 марта 2011 г.

 Çамрăк юрăçсен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсĕ кăçалхипе вун иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта хамăр республикăри яшсемпе хĕрсемсĕр пуçне Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Мурманск, Саратов, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи çамрăксем те хутшăнчĕç. Кĕмĕл саслă пикесемпе каччăсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçессишĕн хĕрÿ тупăшрĕç.

Чăн та, фестиваль шайĕ çулсерен ÿсни савăнтарать. Анчах та çитмен-лĕхсем те куç тĕлне пулаççĕ. Çамрăксемпе хореограф е ятарлă специалист ĕçлеменни курăнать. Унсăр пуçне юрă теми те ансăр. Ытларах юрату, уйрăлу çинчен юрлаççĕ çамрăксем. Çав вăхăтрах юрă авторĕсем те çук тейĕн. Вĕсен ятне-шывне никам та аса илмест. Çĕнтерÿçĕ-юррăн авторĕ Валентина Тарават пулнине çеç ăнланчĕç куракансем. Ыттисем камсен юррисене шăрантарчĕç-ши;

Конкурса хутшăнакансен тумĕсем вара пуян. Кашнийĕн çийĕнче - чăваш тĕррипе эрешленĕ кĕпе. Хĕрсенчен чылайăшĕ тухья та тăхăннă.

«Кĕмĕл сасă» конкурсăн пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне А.Думилин «Патăрьел районĕ», иккĕмĕшне - В.Михайловпа «Пушкăртстан» И.Морозкина «Тутарстан», виççĕмĕшне - А.Яковлева «Шупашкар хули», Т. Тябукова «Елчĕк районĕ», О.Ласточкина «Комсомольски районĕ» илчĕç. Гран-прине вара Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ А.Чаукова тивĕçрĕ. Унсăр пуçне ытти тĕрлĕ номинацире те палăрчĕç юрăçсем: «Чи илемлĕ чăваш хĕрĕн тумĕ», «Чи илемлĕ чăваш каччин тумĕ», «Чи илемлĕ чăваш юрри», «Куракан чи килĕштернĕ юрăç», «Чи лайăх композитор». Чăваш наци конгресĕн ятарлă премийĕсемпе вара В.Панкратовăна «Елчĕк районĕ» тата А.Яковлевăна «Шупашкар хули» чысларĕç. Малашне юрă çыртарма «Аксар» студи хăш-пĕр çамрăка сертификат пачĕ. Ку чыса В.Тимофеевпа «Çĕмĕрле районĕ» О.Храмова «Патăрьел районĕ» тивĕçрĕç. Çамрăк юрăçсен пĕрлĕхĕн ертÿçи А.Федорова та яшсемпе хĕрсене сцена çине тухма пулăшас тĕллевпе А.Думилинпа О.Ласточкинăна сертификат парса саламларĕ. Çакнашкал ырă пуçару «Кĕмĕл сасса» хутшăнакансемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл малашлăха çул уçать.

Хастар та ăста тепĕр çамрăкпа паллаштарас килет вулакана. Екатеринбург хулинчен килнĕ А.Тельцов - Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕ - куракана пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Кĕвве-çемме тĕрлĕ инструментпа калать Андрей. Ахальтен мар вăл чăваш ятне тĕнче шайĕнчи конкурссенче хÿтĕленĕ.

Чăваш Енĕн паллă çыннисем фестиваль-конкурса еплерех хакланипе паллашар-ха:

Г. Архипов, ЧНК президенчĕ:

- «Кĕмĕл сасса» маларах хутшăннă юрăçсем пысăк сцена çине тухма пултарни кăмăла çĕклет. Хăшĕ-пĕри вĕсенчен паян концертсене хутшăнса куракана пултарулăхĕпе савăнтарать. Кирлĕ-и халăха çĕнĕ юрăçсем; Кирлех. Вăл вĕсене хăй суйлать.

М. Краснов, ЧР культура министерствин пай пуçлăхĕ:

- Фестиваль шайĕ çулсерен ÿсет. Çĕнĕ юрăçсем хутшăнни паха. Костюмсем те пуян. Кĕвĕ илемлĕхĕ те лайăх енне улшăнни палăрать.

В.Оринов, «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсăн жюри председателĕ:

- Конкурса кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Вăл çамрăк юрăçсене пĕрлештерме, туслаштарма пулăшать. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пурах. Паллах, хăть хăш конкурсра та телейлисемпе çĕнтерме май килменнисене палăртаççĕ. Манăн шăпах иккĕмĕшсене ăнăçу сунас килет. Малашлăх сирĕн аллăрта! Апла пулсан тĕллев лартăр, çĕнтерĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика