АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăк пур-ха чĕрере

30 марта 2011 г.

 «Йăла-йĕркене халăх манăçа кăларманни савăнтарать, - тет Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси культурăпа кану центрĕн директорĕ С.Крупинова. - Каччăсене салтака ăсатасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Малтанах ял тăрăх çÿреççĕ вĕсем, салтак юрри юрлаççĕ, тăванĕ-пĕтенĕ патĕнче сăйланаççĕ. Каярахпа вара каччăсен ячĕпе клубра мероприяти ирттеретпĕр, вĕсене хисеплесе ал шăлли çакатпăр».

Çакна ашшĕ-амăш ыйтнипе мар, чун хистевĕпе ирттереççĕ культура ĕçченĕсем. «Ара, хамăр ачасем-çке. Тăван çĕршыва, пире сыхлама каяççĕ. Каччăсене салтака чыслăн ăсатасси вара - пирĕн тивĕç», - теççĕ вĕсем.

Сăмах культурăпа кану центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ çине куçрĕ. Тĕрлĕ кружок ĕçлет кунта. Шкул ачисем те, аслисем те çÿреççĕ вĕсене. Ертÿçисем вара - виççĕн: С.Крупинова, И.Иванова тата Е.Филиппова.

«Шанăç» театр кружокĕ 2006 çултанпа ĕçлет. «Арçынсем пачах çук пирĕн, _-тет Ирина Григорьевна. - Çавăнпах пур роле те хĕрарăмсен выляма тивет. Юрать, вĕсем маттур. Кружока кăмăлласах çÿреççĕ. Çулталăкне икĕ спектакль хатĕрлесе лартатпăрах».

Çак кунсенче ялти артистсем «Пурнăç - вăйă мар» спектакльпе куракан умне тухма хатĕрленеççĕ. Шел пулин те, унта-кунта тухса çÿреме транспорт çукки чăрмав кÿрет. Çавна май хăйсен пултарулăхне ял халăхне кăтартнипех çырлахаççĕ. Тепĕр чух районти конкурссене те хутшăнаççĕ. Куракан хапăлласа йышăнни савăнтарать вĕсене. «Театр мана хавхалантарать, пурăнма вăй-хăват парать», - тет В.Пудова пенсионерка. Ватлăха пăхмасăр Валентина Михайловна та «Шанăçа» çÿрет, куракана хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.

Ача-пăча занятийĕсене Е.Филиппова ертсе пырать. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме, чечек ÿстерме, пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама вĕрентет вăл çамрăк ăрăва. «Çуркунне пÿлĕмре калчасем ÿстеретпĕр, - кăмăллăн сăмахлать Елена Валерьевна. - Каярахпа вĕсене культурăпа кану центрĕ умне куçарса лартатпăр. Чечек çитĕнтересси те ачасем çинех тиенет».

Ахальтен мар ĕнтĕ пÿлĕмре 8-9 çул ÿсекен лимон çеçке çурнă. Часах вăл çимĕçĕпе савăнтарĕ. Уроксем хыççăн ачасем шкул автобусĕпе килĕсене васкани культура ĕçченĕсене пăшăрхантарать. Çавна май кружоксем кирлĕ шайра иртеймеççĕ. Вырăнта пурăнакансем çеç çÿреме пултараççĕ унта. Çамрăксемпе çыхăннă тепĕр ыйту та канăç памасть. 18 çул тултарман яшсемпе хĕрсен каçхине урамра вунă сехетчен çеç çÿреме юрать. Лешсем вара килĕсене кĕме васкамаççĕ. «Пирĕн те кĕртме юрамасть вĕсене, - тет культурăпа кану центрĕн директорĕ. - Клубра пурте - куç умĕнче. Кунта вĕсем преступлени тăваймаççĕ. Урамра вара хăйсем тĕллĕн çÿреççĕ. Çамрăксен пуçне темĕн те пырса кĕме пултарать».

Яш-кĕрĕм уявсене, концерт-спектакле пачах хутшăнманни те пăшăрхантарать вĕсене. «Ялта купăс калама пĕлекен те çук хальхи вăхăтра, - тет И.Иванова. - Çавăнпа илемлĕх ертÿçисĕр ĕçлетпĕр. Фольклор ушкăнĕ йĕркелес шухăш та пур, анчах халăх юррисене купăссăр юрлаймăн». Хореограф çукки те ĕçре чылай чăрмав кÿнине палăртрĕç.

«Хамăр йыша пĕр каччăна явăçтарма пултарнишĕн те савăнатпăр, - тет С.Крупинова. - Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен А.Сысоев тĕрлĕ концерта хутшăнать. Чи кирли - каччăн юрлас кăмăлĕ пурри. Сасси те уçă унăн». Нумаях пулмасть Андрей автортан «Çук юрату» юрра туяннине пĕлтерчĕç. Юррăн «ашшĕ-амăшĕ» кам пулнине калаймарĕç пулин те мал ĕмĕтлĕ, сăпайлă, пултаруллă яшсем пурришĕн савăнтăм. Эппин, шанчăк пĕтĕмпех пĕтмен-ха Тавăшкассисен. Андрей пултарулăхне кура, тен, ыттисем те культура енне туртăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика