АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççее шыв пуйтарĕ

30 марта 2011 г.

 ООН кăтартăвĕсем тăрăх паян çĕр çинче миллиард ытла çын тăтăшах шыв çитменнипе аптрать. 2035 çул тĕлне шывсăр шар куракансен хисепĕ 3,5 миллиарда çитмелле.

Шыв дефицичĕ çынсене урăх вырăна куçма хистет. ХХI ĕмĕрĕн юлашки чĕрĕкĕнче мигрантсен шучĕ çулталăкне 300 миллиона çитме пултарать.

Этемлĕх пĕр çулта кăна пилĕк триллион тонна шыв пĕтерет. Ăшă паракан миллион киловатлă электростанцин пĕр блокнех илер, çулталăкне вăл кубла километр таран шыв пĕтерет. Вăл калăпăшран пĕрре виççĕмĕш пайĕ яланлăхах çухалать. Атом станцине тата ытларах шыв кирлĕ - миллион киловатт пуçне 1,6 кубла километр. Ленинградри атом электростанцийĕнче çакнашкал тăватă блок, Смоленскра -виççĕ. Шыва пĕр вырăнтан тепĕр çĕршыва транспортпа куçарасси çинчен калаçма та кирлĕ мар. Çакна валли энерги те, пăрăх та, цистерна та, ытти транспорт хатĕрĕ те çитес çук. Шыв продукцине вара куçарма пулать. Калăпăр енчен те шыв вырăнне пĕр тонна синтетика тĕртĕмĕ куçарма пултарсан мĕншĕн тăватă пин тонна шыв турттармалла; Мĕн вăл шыв продукцийĕ; Ку вăл углеродпа усă курса тунă мĕн пур электроэнерги, целлюлоза, хут, нефтеоргсинтез продукцийĕ, металлурги, ял хуçалăхĕ «сăмах май, пĕр тонна тырă туса илме вăтамран пин тонна шыв пĕтет». Апат-çимĕçĕн 70 процентне шăпах шăваракан çĕрсенче туса илеççĕ.

Шыв ресурсĕ чакса пыни çын хăйне питĕ латсăр тытнипе те çыхăннă: вăрмансене касаççĕ, пысăк сăртсем тăваççĕ, вĕсене пула вара темиçе çĕр километрлăх усăсăр шăтăксем пулса юлаççĕ. Этемĕн сĕмсĕр ĕçĕ çĕр çинчи шыв талккăшĕпе çут çанталăкри çаврăнăшне пăсать.

Çĕр чăмăрĕ çинче шыв ресурсĕ чакса пынă май Раççей хăйĕн экономикине нефтьпе газсăр пуçне шыв продукцийĕ кăларнипе те çирĕплетме пултарать. Раççейĕн шыв нумай, тĕнчери çĕршывсем хушшинче эпир шыв ресурсĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Унсăр пуçне Раççейĕн шыв отраслĕсене аталантарма мĕн пур май пур. Ку вăл - нефть, газ, вăрман, хура тата тĕслĕ металсен тăпри.

Тĕнче рынокĕнче информаци технологийĕсемпе пуç пулса тăракан Япони, Германи çĕршывĕсен ытлашши шыв çук. Шăпах ку тĕлĕшпе Раççейĕн хăйшĕн тупăшлă ĕçлеме май пур. Шыв продукцийĕпе суту-илÿ тусан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика