АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене саккун пулăшĕ

30 марта 2011 г.

 ЧР Президенчĕ М.Игнатьев «Нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.

Проект тăрăх çĕр лаптăкне виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем тивĕçеççĕ. Ку шута ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнакан, 18 çул тултарман тăван тĕпренчĕкĕсем те, усрав ачасем те кĕреççĕ. Çемьери кашни çын Раççей гражданинĕ пулмалла, Чăваш Енре пурăнмалла.

Çĕр лаптăкне пĕр хутчен çеç параççĕ. Ăна пайлă харпăрлăх мелĕпе кил-йышри кашни çынна пайласа параççĕ. Енчен те çурт хăпартас тесен çемьери пĕр çын «вăл çула çитнĕскер пулмалла» пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе черетре тăни кирлĕ «çемьери виççĕмĕш ача кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă е ăна усрама илнĕ пулсан ку йĕрке пурнăçланмасть».

ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕ тăрăх çак саккун витĕмĕпе республикăра 8147 çемье усă курма пултарать. Унсăр пуçне кăçал икĕ пине яхăн çемьене виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем хушăнĕç. Нумай ачаллă çемьесем ытларах Шупашкар хулинче, Патăрьел, Вăрнар, Канаш районĕсенче пурăнаççĕ. Çулталăк вĕçлениччен 3100 çемьене çĕрпе тивĕçтерме пултарĕç. Вĕсене 186 гектар кирлĕ пулĕ.

Саккун тăрăх хула çывăхĕнчи тăрăхсенче çурт-йĕр, дача тума 6-шар сотăй, хушма хуçалăха йĕркелеме 12 сотăй çĕр уйăрĕç. Тĕрлĕ район тăрăхĕсенче вара - çурт хăпартма 12 сотăй, дача тума - 10, хушма хуçалăх йĕркелеме - 20 сотăй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика