АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - пурнăç çеçкисем

30 марта 2011 г.

 Март пуçламăшĕнче Чĕмпĕрте «Пуласлăх амăшĕсен аллинче!» ятпа пĕтĕм Раççейри амăшĕсен тăваттăмĕш форумĕ иртнĕ. Унта 30 ытла регион представителĕсем пухăннă. Чăваш Енрен вара Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе пурăнакан Марина Медведева хутшăннă.

Чĕмпĕрпе Чулхула облаçĕсенчи ырă тĕслĕхсем

Амăшĕн ятне çÿле çĕклесси, ăна сывлăх, социаллă пурнăç тата ĕç прависем тĕлĕшпе хÿтĕлесси пирки калаçнă форумра. Çавăн пекех нумай ачаллă амăшĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси пирки те пынă сăмах. Хăш-пĕр сĕнĕве резолюцие кĕртме йышăннă.

Форум пынă вăхăтра йĕркеленĕ «çавра сĕтелсенче» «Амăшĕ - ĕçлĕ хĕрарăм», «Çамрăклăх тата мăшăрлану: хальхи çивĕч ыйтусемпе çул-йĕрсем», «Пирĕн çĕршывра ют ачасем пулмалла мар», «Ачасене воспитани парас ĕçре хĕрарăмăн тивĕçĕ» темăсемпе калаçусем ирттернĕ.

- Эпĕ «Амăшĕ - ĕçлĕ хĕрарăм» «çавра сĕтеле» хутшăнтăм, - тет Марина Викентьевна. - Тĕрлĕ ыйту хускатрĕç унта. Акă Чĕмпĕр хĕрарăмĕ ĕçе пула ачисем пирки маннине пĕлтерчĕ. Тепри вара çемье бизнесне йĕркелесе яма çул-йĕр шырать. Пушкăртстанран килнĕ амăшĕ сусăр ачасемпе ĕçлекен общество организацине ертсе пырать. Ăна инвалид ачасен амăшĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех «çавра сĕтелте» «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» ордена тивĕçекен çемьесен шутне ÿстермеллине çирĕплетнĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕршыв шайĕнче кăна мар, регионсенче те пулăшнине палăртнă форумра. Сăмахран, Чĕмпĕрте «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп кĕнекине йĕркеленĕ. Унта хальччен 221 хĕрарăм кĕнĕ. 2007 çулта вара виçĕ степеньлĕ «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине çирĕплетнĕ. Ăна пилĕк е ытларах ача çуратса çитĕнтерекен амăшĕсене параççĕ. Çак чыса тивĕçнисем пенсие тухнă май «Чĕмпĕр облаçĕн Ĕç ветеранĕ» ята илеççĕ. Çавна май вырăнти тĕрлĕ çăмăллăхпа усă кураççĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма «Çемье» ят капиталĕ те ĕçлет кунта. Иккĕмĕш ачашăн 50 пин тенкĕ, виççĕмĕшĕшĕн 100 пин, тăваттăмĕшĕшĕн - 150 пин, пиллĕкмĕшĕшĕн - 200 пин, улттăмĕшĕшĕн - 250 пин тенкĕ илет çемье. Унсăр пуçне Раççей Федерацийĕ уйăракан «Амăшĕн капиталне» те. Ят капиталĕпе çурт-йĕр çавăрнă е юсанă чухне усă курма юрать. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕнчи хăть хăш медицина учрежденийĕнче те «Çемье» укçи-тенкипе ачана сиплеме ирĕк пур. Нумай ачаллă амăшĕсене çеç мар, ашшĕсене те чысласси йăлана кĕнĕ кунта. 2008 çулта «Ашшĕн мухтавĕ» хисеп паллине çирĕплетнĕ. Ăна хальччен йышлă ачаллă çичĕ ашшĕ тивĕçнĕ. Кăçалтан вара ытти регионти пекех Чĕмпĕр облаçĕнче те виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене дача, çурт лартма çĕр лаптăкĕ уйăрса парассине йĕркелеççĕ. Кил-çурт лартакансене вара газ, электричество кĕртмешкĕн пулăшма шантарать вырăнти власть.

Чулхула облаçĕнчи Кулебакски районĕнче те йышлă ачаллă амăшĕсене хавхалантарас тĕллевпе диплом парассине çирĕплетнĕ. Кашни çулах çак конкурса 5-15 хĕрарăм хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсене вара икĕ степеньлĕ дипломсемпе чыслаççĕ. Унсăр пуçне пĕр хутчен паракан пособипе тивĕçтереççĕ. Пилĕк е ытларах ачаллă хĕрарăмсене 7 пин, виçĕ е тăватă пепкеллисене 5 пин тенкĕпе хавхалантараççĕ.

Район шайĕнче çакнашкал пысăк пуçару туни, паллах, çав тери сумлă. Пирĕн вара Чĕмпĕр тăрăхĕпе Кулебакски районĕнчи хĕрарăмсене ăмсанмалли çеç юлать.

Демографи ыйтăвне лайăхлатма

Резолюцие кĕртнĕ хăш-пĕр сĕнÿпе вулакана та паллаштарас килет. Форума хутшăннисем федераци шайĕнче çапла йышăннă:

1. çемьере виççĕмĕш ача çуралсан ашшĕ-амăшĕн тупăш налукне 50 процент таран чакармалла, тăваттăмĕш пепке тĕнчене килсен асăннă налукран пачах хăтармалла, ĕç укçине налук шайĕ чухлĕ ÿстермелле.

2. «Ача-пăчаллă граждансене патшалăх пособийĕ тÿлесси çинчен» калакан саккуна улшăнусем кĕртмелле. 1,5 çултан пуçласа 3 çул таран ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособин виçине чи пĕчĕк ĕç укçипе танлаштармалла.

3. «Çурт-йĕр» федерацин ятарлă программи çумне нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе «Уйрăм категорири граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх тивĕçĕсене пурнăçласси» хушма программа кĕртмелле.

4. Ача-пăчана çемьере пусахланăшăн айăплав майĕсене хытармалла. Çавăн пекех ачасене тата çула çитмен çамрăксене мăшкăлланăшăн та. Сăра-эрехпе иртĕхекен ашшĕ-амăшне ирĕксĕр сипленме ямалла.

5. Аборт тăвассине саккун тăрăх хирĕçлемелле.

6. Нумай ачаллă амăшĕсене пепкине 8 çулччен пăхнăшăн чи пĕчĕк ĕç укçипе тивĕçтермеллине саккунсем кăларнă чухне шута илмелле.

7. 2012 çула Раççей Федерацийĕнче Амăшĕн çулталăкĕ тесе палăртмалла.

Атăлçи федераци округĕн шайĕнче:

1. Хĕрарăмсен консультаци пÿлĕмĕ е перинаталь центрĕсен çумĕнче пулас ача амăшĕсен кризис центрне уçмалла. Унта хĕрарăмсене психологсем, тĕн çыннисем сĕнÿ-канаш пама пултарччăр.

2. Шкул программине çемье пурнăçĕн этики енĕпе уроксем кĕртмелле.

3. Аслă шкулта кăнтăрлахи уйрăмра вĕренекен çемьеллĕ студентсемшĕн ача сачĕсенче çăмăллăх черечĕсем йĕркелемелле. Çак йышах пепкине пĕччен çитĕнтерекен студентка-амăшĕ те кĕрет.

Резолюцие кĕнĕ кашни сĕнÿ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пурнăçлансан халăх кун-çулĕ те улшăнĕччĕ, çĕршыври демографи ыйтăвĕ те лайăх енне сулăнĕччĕ.

Туслă çемье

Халĕ сăмахăмăра Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе пурăнакан Медведевсен çемйи енне пăрар. Марина Викентьевнăпа Гаврил Федорович икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ Катя Самарта хореографа вĕренет, Настя тĕп хулари управлени академийĕнче ăс пухать. Икĕ ывăлĕ хальлĕхе ашшĕпе амăшĕ çумĕнчех. Анчах Саша та кăçалтан «йăваран» вĕçсе тухса каять. 11 класра вĕренет вăл, Витя вара - виççĕмĕшĕнче.

Медведевсен ачисем пурте ташлама юратаççĕ. Ахальтен мар Марина Викентьевна вырăнти вăтам шкулта «Ассорти» ташă ушкăнне чылай çул ертсе пырать. Вăлах - шкул директорĕ те. Кил хуçи вара - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

«Ачаранах ташласа çитĕннĕ эпĕ, - тет М. Медведева. - Çавна май унсăрăн пурăнма пултараймастăп. Ачасене те пĕчĕкренех ташлама вĕрентнĕ».

Ташлама çеç мар, спорт енĕпе те ăста Медведевсен çемйи. Сăмах май, Марина Викентьевнăпа Гаврил Федорович хăй вăхăтĕнче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физкультура уйрăмне пĕтернĕ. Унтанпа вун-вун ачана спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Хăйсен тĕпренчĕкĕсем те район, республика чемпионĕсен, тĕрлĕ ăмăрту призерĕсем. Сăмахран, Саша кăçал республика олимпиадинче 2-мĕш вырăна тухнă. Унăн юлташĕ Валерий Фролов - пĕрремĕш. Кĕçех вĕсем Раççей шайĕпе иртекен олимпиадăра Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç. Иккĕшĕ те - ЧР Президенчĕн стипендиачĕсем.

Ĕçре те, спортра та маттур пулнишĕн, ачисене воспитани парас тата çемьери ырă йăласене çирĕплетес тĕлĕшпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Марина Викентьевнăна 2009 çулта РФ Президенчĕ «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланă. Çак чыса вăл Чăваш Енре пĕрремĕш тивĕçнĕ. «Манпа пĕрешкел хушаматлă çынсем орден илнишĕн савăнатăп», - терĕ ун чухне Дмитрий Анатольевич, - аса илет иртнине М. Медведева. - Каярахпа вара президент пирĕн çемьепе сăн ÿкерĕнме килĕшрĕ».

Тулли кăмăлпа, савăк туйăмпа таврăннă Мускавран ентешсем. Малашне те ÿсĕмсемпе ăнăçусем кĕтĕç вĕсене. Мĕншĕн тесен туслăх вăй парать, çитĕнÿ тума хавхалантарать.

Медведевсем халĕ çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Икĕ хутлă керменте ырă курма пĕтĕм услови пур. «Шел те, пурăна киле ачасем «йăваран» вĕçсе тухса саланаççĕ, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ пăшăрханса. Мăшăрăмпа иксĕмĕр çеç юлатпăр. Çавна май малашне каникул вăхăтĕнче те пулин ача çуртĕнчен темиçе шăпăрлана хăнана илсе килес шухăшпа пурăнатăп».

Унра амăш туйăмĕ, чун-чĕре ăшши тапса тăрать. Тĕпренчĕкĕсем валли çеç мар, ют ачасем валли те çитет вăл. Ахальтен мар Марина Викентьевна ача-пăчана пурнăç çеçкисемпе танлаштарать. Чăн та, вĕсемсĕр кун-çул та илемсĕр, çын ĕмĕрĕ те пĕлтерĕшсĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика