АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха мĕн канăçсăрлантарать

30 марта 2011 г.

 «Единая Россия» политика партийĕн председателĕн В.В.Путинăн Чăваш Республикинчи халăха йышăнмалли пÿлĕме çынсем хăйсене канăçсăрлантаракан самантсене уçăмлатма килеççĕ. 2010 çулта унта 1700 çын ыйтăвне пăхса тухнă, кăçал - 345. Мартăн 25-мĕшĕнче çак пÿлĕме пулăшу ыйтма килнисене ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев йышăнчĕ. Республика ертÿçи пурне те тимлĕ итлерĕ, кашнинех тивĕçлĕ хурав пачĕ.

Акă Шупашкарта пурăнакан А.Николаевăн «вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, II ушкăн инваличĕ» икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕнче пĕлтĕр пушар тухнă. Шупашкар хула администрацийĕн резерв фончĕн шучĕпе унта штукатурпа маляр тата юсав ĕçĕсем ирттернĕ - 9 пин тенкĕлĕх. Халĕ тата коридорта, кухньăра, туалетпа ванна пÿлĕмне тирпей-илем кĕртмелле. М.Игнатьев майăн 9-мĕшĕччен çак ыйтăва татса пама шантарчĕ.

Шупашкар районĕнчен килнĕ М.Иванова та пушара пула ашшĕ-амăшĕ хăпартнă çуртсăр тăрса юлнă. Упăшки вилнĕрен тăватă ачине пĕчченех çитĕнтерекенскер, Чăваш Енĕн тĕп хулинче пĕр пÿлĕмре пурăнать, çуллахи тапхăрта çемйипех яла килет. Çунса кайнă çурт вырăнне ял тăрăхĕ тата райадминистраци пулăшнипе 3х4 метр лаптăклине çеç хăпартма май килнĕ. Михаил Васильевич хĕрарăма çĕр лаптăкне хăйĕн çине куçармаллине, унтан тин пысăк çурт лартма пуçламаллине аса илтерчĕ. Çурта вара страхлама тăрăшмалла - инкек куçа курăнса килмест.

Раççейри пенсионерсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи В.Сапожников ялта пурăнакан пенсионерсемпе ветерансене çĕр улми вăрлăхĕпе йÿнĕрех хакпа тивĕçтерме май килмест-ши тесе кăсăкланчĕ. Республика ертÿçи ун пек май пуррине пĕлтерчĕ. Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕ Кострома, Тверь тата Тюмень облаçĕсенчен вăрлăхлăх çĕр улми туянма, ăна ял тăрăхĕсене çитерме палăртса хунă. Ял халăхĕн фонда ыйту çырмалла.

Аслă çултисемпе пĕрлех çамрăксем те пулăшу ыйтаççĕ. Шупашкар районĕнчи Мускаринкасси ялĕнчи Çамрăксен канашĕн председателĕ А.Воробьев хĕрсемпе каччăсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсене асăнса стела вырнаçтарма ĕмĕтленни çинчен каласа кăтартрĕ. Материалне туянмашкăн укçа кирлĕ. М.Игнатьев çамрăксене пулăшма шантарчĕ, палăка Çĕнтерÿ кунĕччен уçсан аван пулассине систерчĕ.

«Çамрăксен технологийĕсем» общество пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ А.Ефимов «Муниципалитет - территори аталанăвĕ» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн тата регионсен хушшинчи «МолГород» вĕренÿ форумне ирттермешкĕн пулăшма ыйтрĕ. Çакă хĕр упраçпа яш-кĕрĕме районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене, политика тата кадр лару-тăрăвне тĕрĕс хак пама хăнăхтарĕ. «МолГород» форум ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла» Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парĕ.

Чăваш Ен ертÿçи партин йышăну пÿлĕмне килекенсемпе кварталта пĕрре курнăçĕ. Унсăр пуçне çынсен хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки Президентăн интерактив кун кĕнекине çырма май пур. «Эпĕ районсемпе хуласенче, предприятисенче час-часах пулатăп. Апла тăк халăх хăйне мĕн канăçсăрлантарнине мана вырăнта та пĕлтерме пултарать», - терĕ Михаил Васильевич.

Сăмах май.

ЧР Президенчĕ 2010 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче ирттернĕ йышăну хыççăн тĕрлĕ ыйтăва татса пама май килнĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан В.Лаврентьева Советская урамĕнчи 49-мĕш çуртра лифт ĕçлеменни çинчен пĕлтернĕччĕ. Халĕ лифта юсанă ĕнтĕ.

Шупашкарти В.Васильева Бичурин урамĕнчи 8-мĕш çурт таврашне йĕркене кĕртме ыйтнăччĕ. Кунта куçсăррисемпе япăх куракансем пурăнаççĕ. Калинин район администрацийĕ кăçалхи çулла юсав ĕçĕсене ирттерме шантарнă.

Шупашкар районĕнчи В.Грачев Хурамакассинчи икĕ урама электричествăпа тивĕçтерес ыйтăва çĕкленĕччĕ. Кунта та ĕçсем пуçланнă.

В.Елисеев Чăваш Енри КВН командине федераци шайне çĕклеме пулăшу ыйтнине те тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика