АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцие хутшăнса

30 марта 2011 г.

 Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пуçланчĕ. Çавна май Канаш районĕнчи Сухайкасси ял тăрăхĕ çумĕнчи çамрăксен канашĕ табак сиенĕ çинчен халăхпа калаçу ирттернĕ. Яшсемпе хĕрсем ятарлă плакатсемпе урама тухнă, пирус туртакансемпе курса калаçнă, çак сиенлĕ йăлана пăрахăçлама сĕннĕ. Чăн та, хăш-пĕр иртен-çÿрен пирус туртма пăрахасса шантарнă. Çамрăксем акци вăхăтĕнче сигарет валли çулталăка мĕн чухлĕ нухрат тăкакланнине шута илнĕ. Чылайăшĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче 150 пин ытла укçа-тенке тĕтĕме çавăрать. Унсăр пуçне пирус туртса сывлăхне 15-20 çул кĕскетет. Çавăнпа та яшсемпе хĕрсем акци вăхăтĕнче ку темăпа малаллах ĕçлеме палăртнă. Вăл çамрăксене çеç мар, аслă ăрăва та кăсăклантарнă.

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа спорт мероприятийĕсем ирттересси те йăлана кĕчĕ. Акă Вăрнар районĕнчи çамрăк шахматистсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче иртнĕ «Сурский край - шахматный рай» фестивале хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Вĕсем Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тĕп парнине - кубока - илме пултарнă. Пурĕ 68 арçын ачапа 30 хĕр ача тупăшнă. Шупашкарти Мускав районĕнче вара «Супер биатлон - 2011» çарпа спорт эстафети пĕрремĕш хут иртнĕ.

Акцие кĕçĕн класра вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулăн 4 «б» класра вĕренекенĕсем «Я здоровье берегу, сам себе я помогу» ятпа класс сехечĕ ирттернĕ. Ачасем тĕрлĕ конкурса хутшăннă май юрланă, ташланă, сăвă каланă. Юлашкинчен çамрăк ÿнерçĕсен ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика