АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей космонавтикине халалланă

30 марта 2011 г.

 Çак кунсенче Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти педагогика колледжĕнче вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, вĕсене патриотла воспитани парас тĕллевпе «Студентсен çуркунни - 2011» иртет. Ăна Раççей космонавтики çулне тата Ю.Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалланă.

Хореографи, театр, музыка жанрĕсенче студентсем хăйсен пурнăçне сăнлĕç, çын тĕнче уçлăхне парăнтарнă тапхăра аса илĕç.

*** 

Нумаях пулмасть «Ачасем вырăс тĕнчине ÿкереççĕ» пĕтĕм тĕнчери ача-пăча ÿкерчĕкĕсен виççĕмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми - «Тĕнче уçлăхне парăнтарни». Конкурса вун сакăр çул тултарман çамрăксем хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Екатерина Семейкина та пур. Унăн ÿкерчĕкĕ финала тухма пултарнă. Çавна май вăл диплома тивĕçнĕ.

Конкурса йĕркелеме пĕтĕм тĕнчери Космос ĕçĕ-хĕлĕн ассоциацийĕн участникĕсем, РОСКОСМОС, Космонавтика музейĕсен ассоциацийĕсем, Совет Союзĕн Геройĕ В.Джанибеков летчик-космонавт, «Созвездие» фонд, Космонавтикăн виртуаллă музейĕ пулăшнă.

Йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх ача-пăча конкурсне 30 ытла çĕршывран 10 пине яхăн ÿкерчĕк тăратнă. Вĕсенчен пĕр пинне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ, Космонавтикăн виртуаллă сайтне вырнаçтарнă. Çак чыса пирĕн ентеш те тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика