АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăрăва ăнланса

30 марта 2011 г.

 Пĕлтĕрхи йывăр çанталăк условийĕсене пула çурма пушаннă пÿлмесем апат-çимĕç хакĕсене палăрмаллах ÿстерсе ячĕç. Çавăнпа çывхаракан çур аки самай пăшăрхантарать. Мĕнле иртĕ вăл, умри тĕллевсене пурнăçлама май килĕ-ши; Раççей ял хуçалăх банкĕ хĕрÿ тапхăр умĕн уй-хир ĕçĕсене ирттерме паракан кредитсен процент ставкине чакарнă. Ака-сухара çĕр ĕçченĕсем банкран мĕнле пулăшу илме пултарассипе тĕплĕнрех Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Н.Письменская паллаштарать.

_ Ирина Николаевна, массăллă информаци хатĕрĕсем Раççей ял хуçалăх банкĕнче кредит учрежденийĕшĕн çĕнĕ тытăм _ çур акине финанслассипе штаб йĕркеленине пĕлтерчĕç. Мĕн тума кирлĕ вăл;

_ Штаба хальхи лару-тăрура çĕршывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене çийĕнчех татса пама туса хунă. 2010 çулхи шăрăх та типĕ çанталăка пула шар курни çурхи ака-сухана вăхăтра, пахалăхлă ирттересси влаçăн мĕн пур шайри органĕсене - президентпа правительствăран пуçласа район администрацийĕпе ял тăрăхĕсем таранах шухăшлаттарать. АПК-на яланах пулăшса пыракан Раççей ял хуçалăх банкĕ те кăткăс тапхăрта айккинче тăрса юлмĕ. Хĕрÿ тапхăрта ытти регионпа ĕçлĕ çыхăну тытма, лару-тăрăва кура кредит условийĕсене çийĕнчех улшăнусем кĕртме тата çурхи ака-сухана финанслассине йĕркелеме туса хунă та штаба.

- Хальхи вăхăтра ял çыннин çĕрĕ те, техники те пур темелле. Аграрисене тепĕр ыйту канăç памасть: Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕ мĕнлерех пулĕ-ши?

- Аграрисен лару-тăрăвне пĕлетпĕр, ăнланатпăр. Пĕлтĕрхи тухăçсăр çул пÿлмене пушатса хăварчĕ. Çавăнпа банксемпе кредит кооперативĕсен пулăшăвĕсĕр çурхи ĕçсене ирттерме йывăр пулĕ. Кивçен илнĕ укçа вăрлăх, саппас пайсем, техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕсем туянма кайĕ. Çак тапхăрта çĕршыври заемщиксене 70 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ. Заявкăсем тăратнă май банк кредит парассине ÿстерĕ. Кăçал Раççей ял хуçалăх банкĕ çак тĕллевпе 105 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă, унăн ставки те пĕчĕк. Çĕршыври банксем юлашки çулсенче пуçласа пысăк укçа уйăраççĕ. Чăваш Енри АПК-на 196 млн тенкĕ панă ĕнтĕ. Тата 73 млн тенкĕлĕх заявкăсем пур. Малтанласа палăртнă тăрăх Раççей ял хуçалăх банкĕ уй-хир ĕçĕсене ирттерме 290 млн тенкĕ уйăрмалла. Ку республикăри ытти кредит организацийĕсем уйăракан хисепĕн 75 проценчĕ.

- Ака-суха ирттерме паракан кредитсен проценчĕ мĕнлерех-ши?

- Раççей ял хуçалăх банкĕ экономика кризисĕн тапхăрĕнче те процентсене ытлашши ÿстермен. 2010 çулта АПК-на паракан кредит ставкине ултă хут чакарнă. Типĕ çанталăка, пушарсене пула тухăçсăр юлнă аграрисен кредит тÿлевĕн вăхăтне виçĕ çуллăха тăснă. Банк пурĕ 16 млрд тенкĕлĕх илнĕ кредитăн тÿлев вăхăтне тăсса çĕршыври çĕр çыннисене йывăр тапхăрта сывлăш çавăрса яма пулăшнă. Чăваш Енре çак хисеп 204 млн тенкĕпе танлашнă. Çакăншăн нимĕнле комисси те, штраф та илмен.

Кăçал та Раççей ял хуçалăх банкĕ аграрисене паракан процент ставкине палăрмаллах чакарнă. Кредита мĕн чухлĕ вăхăта илнине кура вăл çулталăкне 7,75 процентран пуçласа 10 таран юлнă. Çапла вара çур çулта пирĕн кредит ставки 4,5 процент пĕчĕкленнĕ. Банкран сезонлăх илекен кредита федераци, регион бюджечĕсенчен субсидиленĕ май вăл тата йÿнĕрех кайса ларать.

Ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх фермисене тăвассипе инвестици проекчĕсене хута яма, ялта пурăнмалли çурт-йĕре çĕклеме паракан вăрах вăхăтлăх кредитсен ставкине 13 процент «çулталăкне» хăварнă. Потребитель кооперативĕсем те çăмăллатнă йĕркепе кредит илме пултараççĕ.

- Ирина Николаевна, аграрисем çăмăллăх кредитне мĕнле тĕллевпе илме пултараççĕ?

- Ял хуçалăх таварне туса илекенсен икĕ тĕрлĕ кредит суйласа илме май пур: кулленхи тата инвестици тĕллевĕсем валли. Пĕрремĕшне 1-1,5 çуллăха параççĕ. Тепĕр майлă ăна «сезон» укçи темелле. Хуçалăхсем унпа удобрени, вăрлăх, выльăх апачĕ, ГСМ, саппас пайсем тата ытти те туянаççĕ. Çавăн пекех çĕре арендăна илнĕшĕн тÿлеме те пулать. Иккĕмĕшпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме усă кураççĕ. «Вăрăм» укçана мĕнле тĕллевпе кредитланине кура вунă çулччен параççĕ. Тата малтанхи пайне илсенех тĕп парăмăн тÿлев вăхăтне виçĕ çуллăха тăсса параççĕ. Ку кредита ял хуçалăх производствин объекчĕсене юсаса çĕнетме, çĕклеме, çĕнĕ технологи хута яма, техника, оборудовани туянма уйăраççĕ.

- Хальхи вăхăтра «сезон» укçине мĕнле условисемпе параççĕ?

- Хĕрÿ ĕççи умĕн банк хуçалăхăн пулас тухăçне салука илсе кредит пама йышăнчĕ. Салука рынокри хальхи хаксене шута илсе палăртнă.

- Кредитпа тивĕçтерес ыйтăва татса парасса нумай кĕтмелле-и?

- Кредит илесси палăрмаллах çăмăлланнă, заявкăсене пăхса тухас вăхăт та кĕскелнĕ. Кирлĕ документсене банка тăратнă хыççăн ыйтăва 4 кунра пăхса тухса татса парĕç. Сăмах май, документсен списокĕ те чакнă. Банкпа унчченех çыхăну тытнă, парăмпа вăхăтра татăлса пынă заемщиксем кредит папкинче çитмен документсене çеç тăратĕç. Çакна валли вĕсене 30 кун параççĕ.

- Пĕчĕк агробизнеса кредитлассипе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?

- Кăçалтан Раççей ял хуçалăх банкĕ пĕчĕк хуçалăхсене 15 млн тенкĕ таран кредит çăмăллатнă йĕркепе парать. Хушма хуçалăх тата сĕт-çу ферми тытакан çемьесем валли малашне те çăмăллăх кредичĕ уйăрĕç. 2010 çулхи октябрьтен хушма хуçалăх тытакансемшĕн тата банк умĕнчи парăмпа вăхăтра татăлса пыракансемшĕн «Ăнăçлă партнер» кредит линийĕ хута кĕчĕ. Вĕсемшĕн çулталăкри процент ставки субсидиленипе пĕрле 5,75 процент кăна. Хальхи вăхăтра банк фермерсене 1 млн тенкĕ таран кредит салуксăрах пама палăртнă.

Пирĕн банк пулăшăвĕпе ял хуçалăх ĕçченĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, пахалăхлă срокра ирттерессе шанса тăратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика