АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сăнавĕ

25 марта 2011 г.

ХХI ĕмĕр - компьютер ĕмĕрĕ. Хутпа кăранташ тытса çыриччен ытларах клавиатура тÿммисене шаклаттарса ларатпăр. Ĕçленĕшĕн тÿлекен укçана банкоматсенчен илетпĕр. Пĕр енчен - ансат, тепĕр енчен - меллĕ. Пенсионерсене пенси çитерсе парас ĕçе те тĕпрен улăштарса çĕнетесшĕн. Тĕрĕсрех каласан карточка çине куçарасшăн. Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçипе Роза Кондратьевăпа Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров иртнĕ эрнере пенсие банк филиалĕ урлă валеçмелли йĕрке тата документсене электроника мелĕпе улăштарса илесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.

Пенси фончĕпе Перекет банкĕ 2008 çултанпах электроника мелĕпе çыхăну тытаççĕ. Уйăхсерен банк пенси куçарса памалли пенсионерсен списокне йышăнать. Çĕнĕ килĕшÿ вара мĕнпур ĕçлĕ хута çак мелпе йĕркелемеллине палăртать. Маларах пенсионерсем куçарнă укçан пĕтĕмĕшле виçине кăна курнă пулсан, малашне унта мĕнле тÿлевсем кĕнине те пĕлĕç: виçи, тĕсĕ, хушма тÿлевсем мĕн чухли, хăш тапхăршăн куçарни. Вĕсем йăлтах банкомат паракан квитанцире пулаççĕ. Укçана кассăран илекенсене вара хăйсем ыйтсан çеç çак кăтартусене хут çине пичетлесе параççĕ.

Паян республикăра 339 пин пенсионер. 25,2 пин пенсионер пенсие тĕрлĕ кредит организацийĕн банк карточкипе илет. Вăл шутран 24,4 пинĕшĕ - Перекет банкĕнчен.

Пенси карточка çине куçманнисен пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна пенсионер хăй килĕштернĕ пек çитерсе парĕç. Почтăпа меллĕ пулсан - почтăпах. Çапах та çĕнĕлĕхрен те шикленмелле мар, Пенси фончĕн тата Перекет банкĕн сотрудникĕсем кашнинех карточкăпа усă курма вĕрентĕç. Муркаш, Етĕрне, Патăрьел районĕсенчи хăш-пĕр пысăк яла банкомат вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Тĕпрен илсен - лавккасенче. Хальхи вăхăтра республикăра пенсионерсен 55 проценчĕ укçана почта урлă илет, 42 проценчĕ - тĕрлĕ банк урлă, 3 проценчĕ - альтернативлă майпа «Шупашкар районĕнче».

Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ çитес вăхăтра республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе те çакнашкал килĕшÿ тума хатĕрленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика