АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Удобрени вырăнне - йывăç кĕлĕ

25 марта 2011 г.

 Йÿçек е çурма йÿçек çĕршĕн йывăç кĕлĕ сапни калипе фосфор удобренийĕпе апатлантарнă пекех. Фосфорпа калисĕр пуçне унта ÿсен-тăран çăмăллăнах йышăнакан кальци, магни, тимĕр, кÿкĕрт, цинк, çавăн пекех ытти микроэлемент нумай.

Кĕлре хлор çук, çавăнпа та ăна хлор юратман ÿсен-тăрансен айне сапни питех те вырăнлă: хурăн çырли, хăмла çырли, хурлăхан, çĕр улми. Кĕл сапни купăстана хура тунаран тата çăпанран «кила» упрать. Хăяр, кабачок, патиссон таврашĕ те кĕлпе апатлантарнине кăмăллать. Калча куçарса лартнă чух кашни лакăма 1-2 кашăк е кашни тăваткăл метр пуçне пĕр стакан кĕл хывни те çителĕклĕ.Тутлă пăрăç, баклажан, помидор калчине куçарса лартнă чухне кашни лакăма 3 кашăк кĕл хурса çĕрпе хутăштараççĕ.

• Чиепе слива йывăçĕсем тавра кĕл хывни те аван. 3-4 çулта пĕр хутчен те пулин апатлантармалла. Çакна тума тĕм йĕри-тавра 10-15 см тарăнăш канав чаваççĕ, унта кĕл сапаççĕ е кĕл шывĕ яраççĕ «1 витре шыва 2 стакан кĕл». Канавне тÿрех çĕрпе хуплаççĕ. Ÿссе çитнĕ йывăç валли 2 кг майлă кĕл кирлĕ.

• Хура хурлăхан тĕмĕ айне 3-шер стакан кĕл хывса тÿрех çĕрпе хупламалла. Шĕвĕ удобрени хатĕрлеме 1 витре шыв пуçне 100-150 г кĕл илмелле. Ăна тăтăшах пăтратса тăрса тĕме шăвараççĕ те çĕрпе витеççĕ.

• Помидор, хăяр, купăста тĕмĕсене апатлантарма çуршар литр кĕл шывĕ кирлĕ.

• Йывăç кĕлне ÿсен-тăрана сиенлĕ хурт-кăпшанкă ересрен те сапма усă кураççĕ. Ăна ир-ирех, сывлăм типиччен сапсан аван. Унашкал май килмесен йывăçне малтан таса шывпа пĕрĕхтермелле, унтан кĕл сапмалла. Сирпĕтмелли кĕл шывне вара çапла тăваççĕ: алланă 300 г кĕл çине вĕри шыв ярса 20-30 минут вĕретеççĕ. Тăрăлтараççĕ, сăрăхтараççĕ, 10 л шывпа хутăштараççĕ, 40-50 г теркăпа хырнă кĕпе-йĕм çумалли супăнь хушаççĕ. Ÿсен-тăрана типĕ çанталăкра каç кÿлĕм сапаççĕ. Лăймака хуртсемпе улиткăсене хăратма вĕсем юратакан ÿсен-тăран çывăхне типĕ кĕл сапалаççĕ.

Çăмăл та хăйăрлă çĕр çине кĕле çуркунне кăна сапаççĕ. 1 тăваткăл метр çĕр пуçне 100-200 г. Кĕл çĕре апатлантарнипе пĕрлех ăна сĕлтĕлет, микроорганизмсене ĕрчеме лайăх май туса парать. Çавăнпа ÿсен-тăран та куçарса лартнă çĕре хăвăрт хăнăхать, сахалтарах чирлет. Кĕле çĕре хывнă хыççăн унăн витĕмĕ 2-4 çулччен пырать.

1 кашăкра 6 г кĕл, 1 стаканра - 100 г, çур литрлă банкăра _ 250 г, литрлинче - 500 г. Пухса пынă кĕле типĕ вырăнта упрамалла, мĕншĕн тесен нÿрĕке пула калипе микроэлементсем пĕтеççĕ.

Кĕле сĕлтĕллĕ çĕре хывмаççĕ. Çавăн пекех ăна азот удобренийĕпе «чĕрĕ навус, аммони сульфачĕ, аммиак селитри, мочевина» пĕрле сапмаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика