АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - тÿлевсĕр çĕр

25 марта 2011 г.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕ иртнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Сессире республикăшăн, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту пăхса тухнă.

Депутатсем Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев сĕннĕ «Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕ парасси çинчен» саккуна икĕ вулавпа йышăнчĕç. Унччен саккун проекчĕ тавлашу, ăнланманлăх çуратнăччĕ. Уйрăмах ялта тата хулара пурăнакансене тивекен çĕр лаптăкĕн виçи пирки чылай сăмах-юмах пулчĕ. Правительство ларăвĕнче проекта сÿтсе явнă хыççăн улшăнусем кĕртнĕ.

Йышăннă саккун тăрăх хула çывăхĕнчи тăрăхсенче уйрăм çурт-йĕр тата дача çĕклеме 6 сотăй çĕр параççĕ, хушма хуçалăха аталантарма - 12 сотăй. Районсенче çурт-йĕр çавăрма - 12, дача тума - 10, хушма хуçалăх валли 20 сотăй. Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнче тăракан çĕрсене уйăрнă чухне унăн чи пысăк виçине вырăнти влаçсем палăртĕç.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕрех уйăрса пама палăртнă. Республика хыснине вăл тăват çĕр миллион тенке кайса ларĕ. Кунта участоксене туянма, вĕсене инженери инфраструктурипе «шыв, газ, канализаци, çул» тивĕçтерме каякан тăкаксене те кĕртнĕ.

Çавăн пекех депутатсем Вăрмар районĕнчи Тикеш ял тăрăхĕнчи ĕçтешĕсен ыйтăвне те çĕклерĕç. Ялăн документра çыракан чăвашла ячĕ архиврипе тÿр килмест-мĕн. Тĕрĕссипе Тикаш тесе çырмалла.

37-мĕш сесси хăшĕ-пĕриншĕн юлашки пулчĕ. Коммунистсен партийĕн регионти уйрăмĕнчен суйланнă Т.Романова çак кун мандатсăр юлчĕ. Вăл партирен тухнă май унăн полномочине вăхăт çитмесĕрех чарса лартрĕç. Депутатсем çавăн пекех ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес йĕркепе çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика