АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулни вăй парать

23 марта 2011 г.

 Иртнĕ çул «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕнче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» указ тухнăччĕ. Шăмăршă районĕнчи ял тăрăхĕсем ăна пурнăçлама хастар хутшăннă. Сăмахран, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ проекта хутшăнса 5 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.

Хастар та маттур çамрăксем

Çак укçа-тенкĕпе иртнĕ çул культура çуртне, шкула юсанă вĕсем. Çавăн пекех фельдшерпа акушер пунктне çĕнетнĕ. Кунта процедура кабинечĕ, чирлĕ çынна пăхмалли, прививка тумалли пÿлĕмсем пулĕç. Çывăх вăхăтра ăна уçма палăртаççĕ Карапай Шăмăршăсем. Хальлĕхе унта специалистсем çитменни çеç чăрмав кÿрет.

Ял тăрăхĕн сăн-сăпатне, ĕçне кура халăх пурнăçне хаклама пулать. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта халĕ 1583 çын пурăнать. Вĕсенчен 300-шĕ - çамрăксем.

«Яш-кĕрĕм аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн яла таврăнни савăнтарать», - тет Çамрăксен канашĕн ертÿçи А.Шомполова. Çапла, ял тăрăхĕ çумĕнче çакнашкал канаш йĕркеленнĕ. 2005 çултанпа ĕçлет. Пĕлтĕр вăл республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Алевтина Геннадьевна пуçарнипех ялта хоккей площадки тунă. И.Сабаев физкультура учителĕ ăна ачасемпе пĕрле кашни çулах йĕркелесе тăрать, юртан тасатать. Хĕллехи спорт сезонне те çулленех кунта уçаççĕ. Унсăр пуçне ялта икĕ стадион, икĕ волейбол площадки, шкулта спортзал пур. Ахальтен мар «Темп» футбол команди пирки таврара пурте пĕлеççĕ. Виçĕ çул район кубокне хăйсен аллинчен ямаççĕ Карапай Шăмăршăсем.

«Манăн çемье» çамрăксен клубĕ те ĕçлет ял тăрăхĕнче. А.Алексеева ертсе пырать ăна. Кунта 15 çемье кĕрет. Чи хастар кил-йыш _ Лаврентьевсем _ иртнĕ çулсенче республика конкурсĕн номинацийĕнче палăрнă.

Кĕтÿçне кура _ кĕтĕвĕ

Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча çимĕç çитĕнтерсе пурнăçа саплаштарать. «Икшер-виçшер ĕне тытакан çемьесем вунна яхăн, - тет А.Шомполова. - Нумаях пулмасть выльăх-чĕрлĕх йышне килсерен шута илтĕмĕр. Ял халăхĕ йывăр вăхăтра та выльăх пуçне чакарманни савăнтарать. Хăшĕ-пĕри ÿстерчĕ те».

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, ун валли апат туянма е карта-хуралтă çавăрма ял-йыш патшалăх паракан çăмăллăх кредичĕпе усă курать. Ăна 83 хуçалăх 50 млн тенкĕлĕх илнĕ. «Çак кăтарту пĕчĕк мар, - пĕлтерет ял тăрăхĕн ертÿçи В.Денисов. - Кивçене каялла вăхăтра тавăрмаллине манмасть ял-йыш. Çавăнпа та пуç çĕклемесĕр ĕçлет вăл. Ĕçсе, çапкаланса çÿреме вăхăт çук унăн».

«Кĕтÿçне кура - кĕтĕвĕ» тенешкел Владимир Васильевич виçĕм çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх республикăри тупăшура малти вырăна йышăннă. Иртнĕ çул вара район шайĕнче «Чи лайăх ял тăрăхĕн ертÿçи» ята тивĕçнĕ. Çак ĕçре вăл 1998 çултанпа тăрăшать. Апла пулсан ял халăхĕ шанать ăна.

«Кăçалхи хĕл çав тери юрлă килчĕ, - тет Владимир Васильевич. - Çавна май урамсене тасатса ĕлкĕрейместпĕр. Юрать-ха, ку ĕçре фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем пулăшаççĕ. Манăн ытларах В.Тенишева, А.Денисова, Н.Лаврентьева тав тăвас килет». Çапла, иртнĕ çу та ял халăхĕшĕн çăмăл пулмарĕ. Шăрăх çанталăка пула пусăсем типрĕç. Карапай Шăмăршăсемпе Çĕнĕ Тăрăнсем кар тăрса пусăсене тасатнă. Усăллă ĕç тунишĕн паянхи кун та савăнать халăх. Мĕншĕн тесен тăрă та сивĕ çăл куç çулла та, хĕлле те тапса çеç тăрать. Ырă ĕçшĕн ял-йыша тав тăвать тейĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика