АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр вăл - Раççей»

23 марта 2011 г.

 Нумаях пулмасть Раççейри хресчен «фермер» хуçалăхĕсен ассоциацийĕн XXII съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Раççей Правительствин тата «Единая Россия» партин председателĕ В.Путин хутшăннă.

Агропромышленность комплексне аталантарассипе йышăннă наци проекчĕпе патшалăх программи хута кайнăранпа ял хуçалăхне 440 млрд тенкĕ хывнă. Пĕтĕмĕшле шутласан ял хуçалăхне пулăшма 700 млрд тенкĕ тăкакланнă. «Хывнă укçа-тенкĕ таврăнма тытăнчĕ те ĕнтĕ», - пĕлтернĕ В.Путин.

АПКра пĕчĕк предпринимательлĕх те вăй илни сисĕнет. Хальхи вăхăтра Раççейре 200 пин ытла хресчен «фермер» хуçалăхĕ шутланать, уйрăм пайтаçăсем çĕр пин ытла. Фермерсемпе хушма хуçалăхсем ял хуçалăх продукцин çуррине яхăн туса илеççĕ. Путин ялти пĕчĕк бизнеса патшалăх енчен пулăшмаллине палăртнă. Кăçал акă ял хуçалăх таварне туса илекенсем çунтармалли-сĕрмелли материалсене йÿнĕрехпе туянĕç. Çавна май хресчен хуçалăхĕсем 10 млрд тенкĕ перекетлĕç. Пĕлтĕр фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем 177 пин кредит «50 млрд тенкĕлĕх» илнĕ. Патшалăх процент ставкине субсидилет. Çак тĕллевпе уйăракан укçа пилĕк çулта 2,5 хут ÿснĕ «6,1 млрд тенкĕ таран». Кăçал Раççей ял хуçалăх банкĕ пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кредит 15 млн тенкĕ таран памалла тунă. «Единая Россия» парти депутачĕсем вырăнти бюджета йышăннă чухне фермерсене, ялти пĕчĕк бизнеса пулăшма майсем тупасса шанса тăрать Владимир Владимирович.

Пĕлтĕр, çулталăк вĕçĕнче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне явăçтарас шутпа саккуна тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Çавна май çĕр пайĕсен чиккине палăртасси ансатланнă. Муниципалитетсенче граждансене харпăрлăх правин удостоверенине парассине хăвăртлатма сĕннĕ. Шел, хальхи вăхăтра çĕр участокĕсен чиккин 20 процентне кăна йĕркеленĕ-ха. Çĕршыври 3 млн çыннăн харпăрлăх правине çирĕплетмелле. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пайламан çĕрсем 24 млн гектар. Вĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртсе çынсене валеçсе памалла. Çак лаптăксенче ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем ăна харпăрлăха аукциона хутшăнмасăрах куçарма пултарĕç. Туянас хакĕ те 20 процентран 15-е çити чакнă.

Парти ертÿçи регионсемпе муниципалитет влаçĕсене ирĕклĕ çĕре агропромышленность производствине аталантаракансене çăмăллăх йĕркипе пама сĕннĕ: «Çĕре унпа ĕçлекенĕн илмелле, ял хуçалăхĕшĕн вăл _ тупăш çăл куçĕ тата пурнăç йĕрки».

Суту-илÿ кооперацийĕн вăй-хăватне пĕрлештерес ыйтăва та хускатнă съездра. Продукци туса илессине, тирпейлессине тата сутассине аталантарасси те тĕп вырăнта пулĕ. Регионсен тата муниципалитетсен ертÿçисем ял хуçалăх продукцин ярмăрккине йĕркелени тавара виçесĕр хакланса каясран хăтарĕ.

Раççейри ялсенче 40 миллиона яхăн çын пурăнать. «Пирĕн тĕллев - ялти пурнăçа лайăхлатасси, çамрăксемшĕн, бизнесшăн илĕртÿллĕ тăвасси, унта нумай ачаллă çемьесене чăмăртанса çирĕпленме условисем пулччăр», - тенĕ ертÿçĕ. «Яла социаллă аталантарасси» ятлă патшалăх программине 2013 çулччен тăсни ял инфраструктурине аталанма пулăшĕ.

Сăмахне вĕçленĕ май В.Путин пухăннисене П.Столыпин реформаторăн паллă каларăшне аса илтернĕ: «Çĕр - пирĕн вăй никĕсĕ, çĕр вăл - Раççей».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика