АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ейÿрен сыхланар

23 марта 2011 г.

 Юрлă хĕл, сывлăш температури вылянса тăни çуркунне шыв-шурлă пуласса систерет. Чăваш Енри тавралăх гидрометеорологипе мониторинг центрĕ сăнанă тăрăх иртнĕ çул хĕл вăхăтра ларнă. Хĕл пуçламăшĕнчех юр ÿкме тытăнни кĕрхи культурăсене шартлама сивĕрен хÿтĕлерĕ-ха. Çапах шурă мамăк чарăнма пĕлмесĕр çуни тепĕр енчен пырса çапрĕ. Декабрь çурринчех республика территорийĕнче юр хулăнăшĕ 30-50 мм çитрĕ, ку вăл нормăпа пăхнин 140-320 проценчĕ. Январьте вара вăл 50-100 миллиметрпа танлашрĕ.

Юр шывĕ 210 процент чухлĕ. Сăр, Çавал юхан шывĕсенче те шыв саппасĕ çителĕклех «210-310 процент». Кăçал çĕр ытлашши шăнман. Шăннă çĕр сийĕ 30-80 см кăна. Канаш, Çĕрпÿ районĕсенче унтан та сахалрах, 13-14 см. Шупашкарти юхан шыв хранилищинче тата Çавалта пăр хулăнăшĕ 40-50 см е нормăран 5-20 см ытларах. Сăр шывĕнче вара нормăран 5-10 см сахалтарах.

Çурхи тапхăрта шыв-шур айлăмра вырнаçнă ялсене, çул-йĕре, уй-хире сиен кÿме пултарать. Март вĕçĕнче тата апрель пуçламăшĕнче Çавалта пăр капланнă май юхан шыв çырантан тухса сарăлма пултарĕ.

Республикăри хуласемпе районсенче ейĕве хатĕрленсе кĕтсе илме, инкек-синкеке сирсе яма ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Ĕç тăвакан власть, хăй тытăмлăх органĕсен яваплă тапхăрта уйрăмах сыхă пулмалла. Шыв илме пултаракан лаптăксене, уйсене, ялсене, социаллă объектсене, çул-йĕре, кĕперсене, электричество тата çыхăну линийĕсене палăртмалла. Вĕсене хÿтĕлемелли ĕçсене тумалла. Юхан шывсенче капланнă пăр çулне уçса яни те пулăшĕ. Паллах, пĕвесене, дамбăсене, каналсене тата ытти гидротехника сооруженийĕсене асăрхасах тăма тивĕ.

Инкек сиксе тухсан çынсем «01» тата «112» телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме, пулăшу ыйтма пултараççĕ. Предприяти-организацисенче те çурхи шыв-шура хатĕрленеççĕ.

Энергетиксем те ейÿ тапхăрĕнче энергосистема чăрмавсăр ĕçлеме мерăсем йышăнаççĕ. Шыв илекен вырăнсенчи çутă юписем, электролинисем хăрушлăх кăларса тăратнă май вĕсене сăнаса тăрассине вăйлатнă. Авариллĕ лару-тăруран сыхланма техника, материалсем хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра «Чувашэнерго» ĕçченĕсем пысăк вольтлă линисен юписене тĕрĕслеççĕ, пăртан хÿтĕлекен конструкцисене юсаса çирĕплетеççĕ.

Март çурри тĕлне çул-йĕрçĕсем 83 шыв пăрăхне юртан-пăртан тасатнă. Организацисем инкекрен сыхланса хăйăр, вак чул çителĕклех хатĕрленĕ. Кашни предприятирех авари бригадисем пур, 237 çул-йĕр техники ĕçе тытăнма хатĕр. Елчĕк районĕнче акă çĕр 20-30 см çеç шăннă, юр вара пилĕкрен те иртет. Çĕрте нÿрĕк сахал, юрта вара нормăран та ирттерет. Апла çуркунне шыв шарласа юхасса кĕтсех тăр. Вăхăтра тунă йышăнусем, шыв çулне тасатса уçса пани инкекрен сыхланма пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика