АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев - çынсемшĕн тăрăшасси

23 марта 2011 г.

 Ĕнер Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 37-мĕш сессийĕ иртрĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев тухса калаçрĕ. Вăл пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулти ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пĕлтĕр республика экономикишĕн йывăр тапхăр пулнă. Çапах чăрмавсене пăхмасăр производствăна çĕклеме, çĕнĕ проектсем хута яма, ял хуçалăхне пулăшма, вăрман пушарĕсене сÿнтерме, çын пурнăçне, çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварма вăй çитернĕ.

2010 çулта Чăваш Ен правительстви республика экономикине малалла аталантарас, çынсен пурнăç шайне çĕклес, патшалăха тытса пырас тытăма лайăхлатас тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă. Çак тапхăрта промышленность производстви ÿснĕ «114,8 процент». Президент «Химпром», «Чувашкабель», «Электроавтомат», «Электроприбор», «Лента», «Акконд» тата ытти предприятисене ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав турĕ. Шел, кризис тапхăрĕнче панкрута тухнă организацисем те самай ««Волжская текстильная компания», «Волгастроймонтаж», «Волгодорстрой» тата ыт. те». Сăлтавĕ - вĕсен ĕçне-хĕлне йĕркелеме пĕлменни.

Пĕлтĕр малашлăхлă проектсене пурнăçа кĕртессипе те малалла ĕçленĕ. РОСНАНО патшалăх корпорацийĕпе ĕçлĕ çыхăну çирĕпленсе çĕнĕ шая çĕкленнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра хута яма çичĕ проект пăхса тухаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ - 3 млрд тенкĕ. Раççейри монохуласен йышне Çĕнĕ Шупашкар кĕни пĕлтерĕшлĕ. Ăна аталантарма федераци бюджетĕнчен 889 млн тенкĕ уйăрнă. Улатăрăн та унта лекме май пур. Çакă республика экономикишĕн хушма инвестици. М.Игнатьев спирт завочĕсен ыйтăвне татса парассипе ĕçленине те каларĕ. Çывăх вăхăтра Шупашкарти спирт завочĕ хута каймалла. Пĕлтĕр пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанса вăй илни сисĕннĕ. Вĕсенчен патшалăх пулăшăвне илнĕ 82 проценчĕ кăтартăва лайăхлатсах пырать.

Ял хуçалăх производствин индексĕ 74,2 процентпа танлашнă. Иртнĕ çул 4,8 млрд тенкĕлĕх тухăç илсе çитереймен. Чăваш Енри АПК йывăр тапхăрта 2,2 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. 2010 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчи харпăрлăх тупăшĕ 21,7 процент ÿснĕ. Республика 2010 çулта çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе Атăлçи тăрăхĕнче пĕрремĕш вырăнта. Çапах черетре тăракансен йышĕ чакмасть-ха. Президент сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре пулса иртекен улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем, экологи лару-тăрăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ.

- Пирĕн тĕллев - çынсене пурăнма йĕркеллĕ условисем туса парасси, вĕсем ырана шанса тăччăр, пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн ан хăраччăр, экономикăри, политикăри ырă улшăнусене туйччăр, çемье, патшалăх тата общество тăнăçлăхĕшĕн тăрăшчăр, - терĕ вăл.

Сессире депутатсем ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ пулма сĕннĕ Олег Макаров кандидатурине пăхса тухрĕç. Олег Витальевич 36-ра кăна-ха, анчах яваплă вырăнсенче ĕçлесе ăсталăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕскер республикăри лару-тăрăва аван пĕлет. Малашлăхлă ертÿçĕ çĕнĕ вырăнта та çухалса каймĕ.

Депутатсем çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене çĕр парасси, ветеринари, физкультурăпа спорт, суту-илÿ рынокĕ çинчен йышăннă саккун проекчĕсене улшăнусем кĕртессине тата ытти ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсемпе сире çитес кăларăмсенче паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика