АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха ирттерме

23 марта 2011 г.

 «Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕнче республикăри фермерсемпе канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов хутшăнчĕ.

Канашлăва уçнă май Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директорĕ И.Письменская республикăри фермер хуçалăхĕсем вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Юлашки çулсенче 370 млн тенкĕлĕх 250 кредит панă. Ялта ĕçлесе пурăнакансене финанс енчен пулăшасси аталансах пырать. Кăçалхи виçĕ уйăхра кăна 41 млн тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çак хисеп 3-4 хут ÿсессе шанса тăраççĕ.

Çак тапхăрта банк унччен панă кредитсен процент ставкине пачах та ÿстермен. Пĕлтĕрхи йывăр лару-тăрăва шута илсе фермерсем ыйтнипе 31 кредитăн «63 млн тенкĕлĕх» тÿлев вăхăтне тăснă.

С.Павлов министр пĕлтер-нĕ тăрăх хальхи вăхăтра Чăваш Енре 1653 хресчен «фермер» хуçалăхĕ шутланать. Иртнĕ çул вĕсем 68,3 пин гектар çинче акса-лартса хăварнă «республикăра акакан лаптăкăн 11,7 проценчĕ». Фермерсене федераципе республика бюджечĕсенчен ял хуçалăх организацийĕсемпе танах пулăшаççĕ, çăмăллăх кредичĕсемпе тивĕçтереççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа Чăваш Енри банксенчен вĕсем пĕтĕмĕшле 570,9 млн тенкĕлĕх 641 кредит илнĕ.

Иртнĕ çул фермерсен ял хуçалăх производствин калă-пăшĕ палăрмаллах чакнă. Йывăр çанталăк условийĕсем акса-лартса хăварнă лаптăксене çуррине ытла тĕп тунă. Пĕтĕмĕшле тăкак 1411,6 млн тенкĕпе танлашнă. Шăрăх, типĕ çанталăка пăхмасăр хăш-пĕр фермер хуçалăхĕ пысăк тухăç илме пултарчĕ. В.Семенов акă «Куславкка районĕ» гектартан 290 центнер купăста пухса кĕртнĕ. Г.Ямуковăн та «Вăрмар» çĕр улми ăнса çитĕннĕ, гектар пуçне 540 центнер тухнă. Мĕнре вăрттăнлăхĕ; Ертÿçĕсем лаптăксене çăвĕпех шăварнă. Кăçал та çак ĕçе малалла тăсасшăн.

Çурхи ака-суха ирттерме «саппас пайсем, ГСМ, химикатсем, удобрени, вăрлăх туянма, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме» 3,5 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Çакă пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çулталăк пуçланнăранпа хуçалăхсем кĕске вăхăтлăх кредит 44,5 млн тенкĕлĕх илнĕ.

Раççей ял хуçалăх банкĕ кредит илессине ансатлатнă, заявкăсене пăхса тухас вăхăт та кĕскелнĕ. Çакă хĕрÿ тапхăра вăхăтра хатĕрленме май парать. Элĕк районĕнчи В.Журавлев фермер палăртнă тăрăх ялта ĕç нумай, хуçалăха аталантарассине кая хăварма юрамасть. Хăвăртрах çĕкленмелле, Раççей ял хуçалăх банкĕн кредичĕсĕр аталанма йывăр.

- Эпир, Раççей ял хуçалăх банкĕнче вăй хуракансем, фермерсен, ял бизнесменĕсен йышĕ ÿсессе кĕтетпĕр. Ялти пĕчĕк бизнеса пулăшасси - патшалăх банкĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри, -терĕ И.Письменская.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика