АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ ĕççи çывхарать

23 марта 2011 г.

 Кунран кун çĕр ĕçченĕсемшĕн яваплă тапхăр - çур аки çывхарать. Пĕлтĕр республикăри хуçалăхсем кĕрхи культурăсене 119,3 пин гектар çинче акса хăварнă. Кăçал та ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене - 165,8 пин, çĕр улми 54,0 пин гектар акмалла-лартмалла. Паллах, вăрлăх та самай кирлĕ пулать. Пĕлтĕрхи йывăр çулталăка шута илсен çителĕклех хатĕрлеме вăй çитертĕмĕр-ши;

Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 45,1 пин тонна е 95,1 процент чухлĕ пур. Ыттине республика тулашĕнчен кÿрсе килме палăртнă. Улатăр, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче вăрлăхăн 62,7-75 проценчĕ кăна. Канаш, Куславкка, Тăвай тăрăхĕсенче вара кондициллĕ вăрлăх сахал «55-64 процент».

Çур аки ирттерме республикăна çунтармалли-сĕрмелли материалсем 32 пин тонна кирлĕ, çав шутра дизтопливо - 26 пин, автобензин 6 пин тонна. Мартăн çурри тĕлне ял хуçалăх таварне туса илекенсем топливăна кирлĕ шайран - 47,8, бензина 40,7 процентне янтăланă.

Кăçал çĕр ĕçченĕсене ГСМ йÿнĕрех хакпа сутма палăртнă. Çакă тăкаксене чакарма пулăшмалла.

Ака-суха ĕçĕсене ирттерме минерал удобренийĕсем 16,5 пин тоннăран кая мар кирлĕ. Хальхи вăхăтра кирлин 49,6 проценчĕ кăна пур. Улатăр «7,2 процент», Çĕмĕрле «9,6», Етĕрне «15,2» районĕсенче вăл уйрăмах сахал. Çав хушăрах Вăрнар енче - 114 процент.

Хуçалăхсенче техникăна уй-хире тухма юсаса хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен тракторсен - 78, ытти техникăн 83 проценчĕ хатĕр.

Акмалли-лартмалли материалсем хакланнă май ÿсен-тăран отрасльне пулăшма субсиди ставкине пысăклатнă. Пысăк тухăç паракан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тата çĕр улми вăрлăхне туянма республика бюджетĕнчен паракан субсиди виçи 30 процент ÿснĕ. Федераци бюджетĕн-чен уйăракан субсиди те улшăннă. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсемпе куккурус вăрлăхне туяннăшăн та субсидилеççĕ. Çавăн пекех субсиди ставки те хăпарнă.

Ял хуçалăх организацийĕсене акмалли-лартмалли материалсемпе тивĕçтерме Чăваш Енри апат-çимĕç фончĕ те пулăшать. Республикăна 900 тонна паха вăрлăх кÿрсе килнĕ. Тата 1500 тонна туянма килĕшÿ тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика