АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курăмлă тÿпе

18 марта 2011 г.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачĕ кунсерен пуянланать. Çак сăваплă ĕçе республикăри предприяти-организаци, тĕрлĕ учреждени коллективĕсем хутшăннисĕр пуçне уйрăм çынсем те хăйсен тÿпине хывма пуçлани савăнтарать. Ыр кăмăллă ентешсем ытларах Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă тăрăхĕсенче пурăнни курăнать. Акă, сăмахран, Н.Полякова «Шăмăршă ялĕ» марафон счечĕ çине 12900 тенкĕ, Л.Гафурова «Патăрьел ялĕ» - 6550, И.Мальцева «Елчĕк ялĕ» - 4440, М.Горшкова «Елчĕк ялĕ» - 6590, С.Измуков «Патăрьел ялĕ» 4150 тенкĕ куçарнă. Халăх паттăрĕсен списокне татах та тăсма пулать. Ача-пăчана пулăшма васкакансем ытти тăрăхра та пур, паллах. Етĕрнери С.Бандуринпа Улатăрти А.Чебаксина пирки те ырăпа асăнас килет. Вĕсем иккĕшĕ те марафон пухмачне 7-8 пин тенкĕпе пуянлатнă.

Укçа-тенкĕ пухнисĕр пуçне ентешсем ача-пăчана тĕрлĕ çимĕçпе сăйласси, хатĕр-хĕтĕр туянса парасси йăлана кĕчĕ. Акă Чăваш патшалăх кинодокументаципе электронлă архив ĕçченĕсем Шупашкарти Ленин районĕнчи социаллă реабилитаци центрĕнчи çул çитмен ачасем валли кино кăтартассине йĕркеленĕ. Сăваплă ĕçрен пăрăнма пултарайман вĕсем. Çавăн пекех архив ĕçченĕсем пухнă укçа-тенкĕпе ачасем валли парнесем туяннă. Киносеанс хыççăн вĕсене çамрăк ăрăва парнеленĕ.

Çĕнĕ Лапсарта вара ача-пăча учрежденийĕсем валли кĕнеке пухас енĕпе акци йĕркеленĕ. Паллах, чылайăшĕн килĕсенче вĕренÿ материалĕсем, ача-пăча литератури, спорт, искусство çинчен çырнă кĕнекесем, словарьсемпе энциклопедисем пурах ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсемпе усă та курмасть. Чăннипе вара ăс-хакăл çăл куçĕ çамрăк ăрăва тĕрĕс çитĕнтерме, ăс-тăна çирĕплетме пулăшатех. Акци пирки тĕплĕнрех 50-60-56 телефонпа е Çĕнĕ Лапсар поселокĕ, 4-мĕш çурт адреспа ыйтса пĕлме пултаратăр.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика