АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл каçнă хыççăн

18 марта 2011 г.

Чи малтанах çырла тĕмĕсемпе улмуççин çамрăк турачĕсене хуçăласран çăлса хăвармалла. Туратсене кĕреçе аврипе пăр пек хытса ларнă юртан асăрханса тасатмалла. Ĕçе çăмăллатас тесен юр çине йывăç кĕлĕ сапмалла, ун пек чухне юр хăех питĕ хăвăрт ирĕлет. Çак мелпех пахчари пĕр-пĕр лаптăка - пирвайхи салат е редис ÿстерме - хатĕрлеме юрать. Çĕр юртан тасалсанах ун çийĕн пленка сармалла, вăл вара темиçе кун хушшинчех ăшăнса çитет. Ун чухне ăна чавса кăпкалатасси çеç юлать. Унтан йăрансене салат, редис вăрри акса татах пленкăпа е пусма мар материалпа хупламалла, икĕ сийĕпе те хупласан тата лайăхрах, хушшине сывлăш сийĕ пулма пластик пĕкĕ кăна хурса хăвармалла. Ун пек чухне апрельтех ешĕл çимĕç çиетĕн!

Çакна та шута илмелле: юр шывĕ çĕршĕн питĕ усăллă. Çĕр ăна пĕтĕмпех сăхса йывăçсемпе тĕмсен тымарĕсене тивĕçтерни аван. Енчен те юр шывне тытмасан вăл хăйпе пĕрле çĕр çийĕнчи мĕнпур тутлăхлă веществосене юхтарса каять. Çапла ан пултăр тесен юр ирĕлнĕ вăхăтра сĕвек вырăнсенче урлă канав чавмалла, шыв пахчари йывăçсемпе тĕмсем еннелле юхтăр. Йывăç çывăхĕнчи юра чавни ăна çĕре лайăхрах сăрхăнма пулăшать.

Март уйăхĕн варринчен «сывлăш температури 5 градусран ăшăрах пулсан» улмуççи, груша, ытти çимĕç йывăçĕсемпе тĕмсен турачĕсен вĕçĕсене касма пуçлаççĕ. Йывăç папкисем кÿпчесе кайиччен çак ĕçе вĕçлемелле.

Пĕр-пĕрне лексе тăракан хăрнă туратсене, çавăн пекех çĕр çине тĕршĕннĕ чи аялти туратсене пăчкăпах касмалла. Йывăç вуллинчен шĕвĕр кĕтес туса тухнă туратсене те иртмелле _ кирек епле «мăйрака» та вăхăт иртнĕçемĕн йывăçа çурса антарма пултарать. Йывăç çинче нимĕнле тунката та ан хăварăр. Каснă вырăнсене замазкăпа сĕрмелле, унсăрăн чир-чĕр çакланать.

Март вĕçĕнче - апрель пуçламăшĕнче сĕткен куçма пуçлас умĕн хĕл каçнă тата вăрансах çитеймен хурт-кăпшанкăсене пĕтерме пахчана мочевина шĕвекĕпе «пĕр витре ăшă шывра 700 г гранула ирĕлтермелле» сирпĕтмелле. Иккĕмĕш хут папкасем кÿпченĕ вăхăтра пĕрĕхтермелле.

Улмуççисемпе груша вуллисене ку таранччен шуратса ĕлкĕреймен пулсан çакна халĕ те пулин тумалла. «ФАС» йышши хатĕрпе шуратмалла. Вăл çумăрпа та, юрпа та каймасть, чылай вăхăта çитет, çавăн пекех сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене те хăратать. Мартра кăнтăрлахипе каçхи температура уйрăмлăхĕ тепĕр чух 30 градуса та çитет. Кăнтăрла хĕвел йывăç вуллине кăнтăр енчен 18 градус таран хĕртет, каçпа вара 15 градус таран сивĕ те пулать. Температура çакăн пек улшăнса тăнипе йывăçĕ те, вулли те çурăлать. Çакă ватă йывăçсемпе кăна пулать, мĕншĕн тесен çамрăккисем хĕрмеççĕ.

Ултă çултан аслăрах улмуççисемпе грушăсен мĕнпур вуллипе тĕп турачĕсене шуратмалла. Йĕри-тавра шуратма кирлех те мар, кăнтăр енчен шуратни те çителĕклĕ, çакă ĕçе те çăмăллатать, сăрра та перекетлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика