АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир - пĕр тымартан

18 марта 2011 г.

Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Тутарстан Республикинче пулнă. Икĕ республика ертÿçисем - Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов - суту-илÿ тата экономика, культура енĕпе тачă çыхăну тытса килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

«Пирĕн халăхсен авалхи тымарĕсем пĕр. Пĕр истори, çывăх чĕлхесем, пире авалхи туслăх тата кÿршĕллĕ хутшăнусем пĕрлештерсе тăраççĕ. Культурăпа çыхăннă йăла-йĕрке, икĕ республикăра пурăнакан халăхсен пуян еткерĕ - çакна упраса хăвармалла, ăруран ăрăва парса пымалла, вĕсем çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ.

Тăванлă икĕ халăхăн истори опычĕ культурăра сăнарланнă. Паян Тутарстанри чăваш диаспори икĕ республика аталанăвне курăмлă тÿпе хывать. Тутарстан Президенчĕ çапла палăртнă: «Сирĕн патра тутарсем шучĕпе виççĕмĕш наци, пирĕн патра та чăвашсем шутпа виççĕмĕш. Ку вара - пирĕн культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварма условисем йĕркелемеллине пĕлтерет. Эпир Чăваш Енпе Тутарстан малашне те пĕрле ĕçлесси, сирĕн пата опытпа паллашма пырасси çинчен калаçса татăлтăмăр».

М.Игнатьев Тутарстан пуçлăхне чăваш делегацине тарават йышăннăшăн тав тунă: «Пĕрлехи ĕçĕмĕре малалла тăсмалла, пирĕн пĕр-пĕрне пулăшса пымалла. Алă пуснă килĕшÿ çыхăнусене анлăлатас енĕпе шанчăк кÿрет. Истори, культура, пуян йăла-йĕрке, çамрăксене воспитани парасси - çакă çÿллĕ шайра пулмалла». «Пире, çĕнĕ ертÿçĕсене, экономика, вĕренÿ тата культура сферисенче алла-аллăн ĕçлессине анлăлатма çакнашкал импульссем кирлĕ. Эпир ку енĕпе чăннипех ĕçтешсем. Чăваш Ен - пысăк мар республика, анчах унăн нумай проекта, çав шутра строительствăра, вĕренÿре, ытти сферăра, пурнăçламалли лайăх опыт пур. Пирĕн вара - çĕнĕ технологисем, технопарксем, инноваци проекчĕсем. Эпир икĕ республикăна та тупăш кÿрес тĕллевпе пĕр-пĕрин опычĕпе усă курăпăр», - тенĕ Р.Минниханов.

Чăваш Енпе Тутарстанăн экономика хутшăнăвĕсене çирĕплетес ĕçе пысăк предприятисем хутшăнаççĕ. Кÿршĕ республикăна продукци ăсатаканнисен шутĕнче - «Химпром», «ЧЭАЗ», «Автофургонсен комбиначĕ», «Четра-КЗЧ», «Перкарбонат», «Элара», «Сварка», «Улатăрти хут фабрики», «Шупашкарти автоюсав завочĕ», «Техмашхолдинг», «Энергозапчасть», «КААЗ», «Электроприбор», «СКБ СПА», «ЧЭМЗ» тата ыттисем. Пирĕн строительство комплексĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем те Тутарстанпа тачă çыхăну тытаççĕ. Кÿршĕ республикăран Чăваш Ене облицовка силикат кирпĕчĕ, металл, арматура, газосиликат блокĕсем, технологи тĕллевлĕ материалсемпе изделисем кÿреççĕ.

Культура тата нацисен хутшăнăвĕсен сферинчи тĕллевлĕ ĕçе те палăртмалла. Тутарстанри Чăваш Енĕн театр-концерт учрежденийĕсен гастролĕсем, халăх пултарулăхĕн коллективĕсен концерчĕсем иртеççĕ, тĕрлĕ тĕл пулу, литература каçĕсем... Тутарстанри талантсем вара çулленех Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивале, Пĕтĕм Раççейри ал ăстисен «Ăстасен Руçĕ» конкурсне, республика шайĕнче иртекен Сабантуя килеççĕ. Калаçăва вĕçленĕ май Р.Минниханов Тутарстан наци уявĕ Сабантуй кăçал Чăваш Енре иртесси çинчен пĕлтернĕ, унта Тутарстан делегацийĕ те пулĕ. Тутар эстрада юрăçисен Чăваш Республикинче çуллен йĕркелекен «Урмай моны» фестивалĕ тутар диаспорин ĕç-хĕлне вăйлатма тата йăла-йĕркене упрама уйрăмах пысăк пулăшу кÿрет. Чăваш Енри мăсăльмансемшĕн Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра пысăк мечĕт уçни 2010 çулхи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулчĕ.

Юлашкинчен М.Игнатьев Р.Минниханова тата Тутарстан делегацине кăçалхи июнь уйăхĕнче Республика кунне уявланă тапхăрта Чăваш Ене официаллă визитпа килме йыхравланă.

• 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх Тутарстанра 126, 5 пин ытла чăваш пурăнать. Раççей Федерацийĕнчи субъектсен хушшинче Тутарстанра чăваш диаспори чи пысăк вырăн йышăнать.

• Чăваш делегацийĕ «Тепличный комбинат «Майский» пĕрлешÿре пулса курнă. Çулсерен комбинатăн теплицисенче пĕр тăваткăл метртан вăтамран 54, 7 кг пахча çимĕç пухса илеççĕ. Çĕннисенче вара - 110, 4 кг. Вĕсенче 1, 5 пине яхăн çын ĕçлет.

• «Химград» Технополисăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 131 гектар. Ăна тума ют çĕршывсен, уйрăмах Германин, опычĕпе усă курнă. Пĕрлехи çак комплексра темиçе предприяти харăсах ĕçлет. Унта малашне 10 пин ытла ĕç вырăнĕ пуласса шанаççĕ.

• Тутарстанри 21 районта тата темиçе хулара Чăваш наци пĕрлĕхĕсем йĕркеленнĕ. Вĕсем чăваш культурине аталантарассипе, йăла-йĕркене сыхласа хăварассипе ĕçлеççĕ. Республикăри 118 шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика