АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăка çухатмалла мар

16 марта 2011 г.

Хресчен реформи пуçланнăранпа 150 çул çитнĕ май

Историре 19-мĕш ĕмĕрĕн 1861 çулчченхи тапхăрне (1801–1861 ç.ç.) «реформăчченхи» çулсем теççĕ. 1861 çул хыççăнхи тапхăра вара «реформа хыççăнхи çулсем» теме йышăннă. Ку вăл, паллах, 2-мĕш Александр патша крепостла правăна пăрахăçлани çинчен калакан Положенипе Манифеста алă пусса çирĕплетнипе çыхăннă. Çак самантранпа кăçалхи мартăн 3-мĕшĕнче (кивĕ стильпе февралĕн 19-мĕшĕнче) 150 çул çитрĕ.

Паллă ĕнтĕ, 2-мĕш Александр патшара ларнă вăхăтра (1855–1881 ç.ç.) палăрăмлă ытти либераллă реформăсем те пулнă. Çапах та реформăсенчен чи пĕлтерĕшли – хресченсене ирĕке кăларса граждан прависемпе тивĕçтерни. Ахальтен мар 2-мĕш Александр халăх асĕнче «Ирĕке кăларакан» («Освободитель») ятпа юлнă.

Вăл вăхăтра çĕршывăн тĕп отраслĕ ял хуçалăх производстви шутланнă. Раççей империйĕнчи халăхсен йышĕ 40-е яхăн çул хушшинче 74 миллионран (1858 ç.) 126,4 миллиона çитнĕ пулсан, 16,7 миллионĕ кăна хула халăхĕ пулнă. Уес хулисенче вара кунта пурăнакансен 30–60 проценчĕ таран çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх-чĕрлĕх тытнă.

Чăваш Республикин хальхи территорийĕнче крепостла правăна пăрахăçланă вăхăталла 323 пине яхăн çын (71,6 проц.) патшалăх хресченĕ шутланнă, 90 пин ытларах (20,1 проц.) – удел хресченĕ. Вăл шутра ытларахăшĕ – чăвашсем. Помещик аллинчи хресченсен шучĕ вара 37 пин çын ытларах (8,3 проц.) пулнă. Кусем пурте тенĕ пекех вырăссем (Етĕрне, Çĕрпÿ, Улатăр, Шупашкар уесĕсенчен). Çапла майпа 2-мĕш Александр 1861 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ хресченсем çинчен калакан Положенипе Манифест çав вăхăтра пирĕн тăрăхри 8 процент ытларах хресчене çеç тÿрремĕн пырса тивнĕ. Вĕсене текех «хуçисем» сутса е картла выляса яма, ирĕксĕр авлантарма е качча пама, хĕнеме, хăйсем тĕллĕн суд тума пултарайман.

Кĕскен калас пулсан, çак реформа вăл çĕр пайĕсем (наделĕсем) хресчен аллине куçса вĕсен харпăрлăхĕ пулса тăмалли йĕрке пулнă. Çакă пурнăçланасси 49 çул таран тăсăлма пултарнă. Патшалăх хресченĕсемшĕн – 44 çул таран. Анчах хресченсен ытларах пайĕ çĕршĕн тÿлемелли парăма çак йĕркене пăрахăçличчен те (1907 ç.) парса татайман. Парăмри хресченсен пурнăçĕ вара реформăчченхи йĕркесенчен нумаях уйрăлса тăман. Нумайăшĕ йывăрлăхсене чăтаймасăр хăйсен пай çĕрĕсене пăрахса хулана пурăнма туха-туха кайнă. Анчах ун пек тума 1861 çул хыççăн 9 çул иртсен кăна юранă. Ĕç-пуçа ялпа (община йĕркипе) татса памалла пулнă. Çапах та 1861 çулта пуçланнă хресчен реформи çĕршывăн малашнехи аталанăвĕшĕн питех те кирлĕ утăм шутланать.

Пирĕн тăрăхри хресченсем ку реформăпа килĕшÿллĕн ят çĕр пуçне вăтамран 5,4 гектар акмалли çĕр хуçисем пулса тăнă. Хресченсем «чухăннисем», «вăтаммисем» тата «пуяннисем» çине пайланса каясси те (тепĕр майлă ялти капитализмла хутшăнусем) çак реформăранах пуçланнă.

20-мĕш ĕмĕр пуçламăшнелле Раççей экономики тĕнчере малти вырăнсене тухни çак реформăсемсĕр пулайман пулĕччĕ. Çапах та ÿсĕм хăй тĕллĕн килмен, паллах. Апла пулсан патша чинов-никĕсем, земство пухăвĕсемпе управисем алă усса ларнă теме çук. Ун чухне Раççейре политика партийĕсем пулман пулин те.

Вăл вăхăтри мал курăмлă çынсем хушшинче çак пулăмсемпе çитменлĕхсене ăнланакансем пулман мар. Сăмахран, пирĕн ентеше, чăвашсен пĕрремĕш профессорне Н.В. Никольские илес пулсан, вăл çĕр ĕç культурипе питĕ интересленнĕ, сад ăсти пулнă, вĕллесем тытнă. Унăн иккĕмĕш аслă пĕлĕвĕ шăпах экономика тата управлени пĕлĕвĕсемпе çыхăннă пулнă, ку енĕпе те вăл питĕ нумай ĕçленĕ.

И.Я. Яковлевăн пĕрремĕш специальноçĕ вара çĕр виçекен (землемер) ĕçĕ пулнă. Çав вăхăтра вăл 18 çулта кăна пулнă. 21 çула кайсан вара Иван Яковлевич хăйĕн шкулне уçать (1868 ç., октябрь). Ун чухне вăл хăй те вĕреннĕ кăна-ха.

Çапла тума ăна шăпах ĕнтĕ 2-мĕш Александр реформисенчен пĕри – Вĕрентÿ реформи – май парать. Паллах, ăна пулăшакансем те пулман мар. Сăмахран, унăн аслă юлташĕ тата учителĕ вырăс çынни Н.И. Ильминский. Ахальтен мар ăна И.Я. Яковлев хăйĕн чăваш халăхĕ валли хăварнă Халалĕнче те (1921 ç.) ырăпа асăнать.

Чăвашсен çĕнĕ алфавичĕпе букварĕн авторĕ, çур ĕмĕр ытла учительсем хатĕрлес ĕçе тÿрремĕнех хутшăнса йĕркелесе пынă Аслă вĕрентекен хресченсем çинчен те шухăшламан мар, паллах. Ахальтен-и Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен учитель пулса тухакансене вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн ал ĕçĕсене, çĕр ĕçне, хурт-хăмăр пăхассине, хăмла туса илессине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те вĕрентнĕ. Çавна валли шкулăн 300 гектар çĕр, ферма, мастерскойсем, тимĕрçĕ лаççи пулнă. Хушма тупăш панипе пĕрлех çакă пулас учительсене хресчен ĕçне лайăхрах ăнланма, хаклама, çĕр-аннене юратма вĕрентнĕ. Çавăнпа пĕрлех ял хуçалăхĕнчи çĕнĕ технологисене алла илме, çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхса пыма хистенĕ.

Паллă ĕнтĕ, ялти учительсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсене тытса пырас ĕçре (вăл шутра сад, пахча, хурт-хăмăр ĕçĕсенче те) ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă. Нумайăшĕ вĕсенчен вĕренсе пынă. Çапла пурнăçа кĕрсе пынă Иван Яковлевичăн мал курăмлă ĕмĕчĕ. Унăн ĕмĕчĕсем яш чухнех аталанса вăй илнĕ. И.Я. Яковлев, йывăрлăхсене нумай чăтса ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕчĕсене ĕмĕр тăршшĕпех ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пынă. Хăйĕн чăваш халăхĕ валли хăварнă Халалĕнче вăл вĕренсе çутта тухнă чăвашсене уйрăммăн чĕнсе калать: «Сирĕн тăван халăха «лăпкă та мирлĕ ĕçпе» пурăнма условисем туса парас ĕçе хăвăр çине илмелле, уншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Халăхра наука пĕлĕвĕсене сармалла, гражданлăх ăнлавне аталантармалла, саккунлăхпа правăна вĕрентмелле», – тет. Шанчăка çухатмалла марри çинчен, вырăс тата ытти халăхпа килĕштерсе пурăнмалли çинчен аса илтерет.

Сăмах май, «хресчен» сăмах «христианин», «крещеный», «новокрещен» сăмахсенчен пулса кайни паллă. Çĕр ĕçченĕн çулталăк тăршшĕпех çут çанталăк пулăмĕсене шута илсе, унăн паллисене асăрхаса тата асра тытса ĕçлемелле. Халĕ те çаплах. Ку ĕçре хресчене христианство тĕнĕн календарĕ те пулăшса пынă. Сăмахран, çурхи Якури уявĕччен (майăн 6-мĕшĕ) улăхсем таптанасран выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларма юраман, Пукравччен (октябрĕн 14-мĕшĕ) пĕтĕм тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртмелле пулнă т. ыт. те.

Ытти халăхăнни пекех, чăвашсен христианствăпа çыхăнман çĕр ĕç уявĕсем пур. Анлăрах сарăлнисенчен пĕри – Акатуй. Ăна çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттереççĕ.

Атеизм хуçаланнă вăхăтра та («большевикла хăвăртлăхпа» колхозсем йĕркеленĕ тапхăрта, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи тата ун хыççăнхи çулсенче) çĕр ĕçченĕ хресчен пулма пăрахман. Çут çанталăка пăхăнса пурăнмалла пулнă май, çĕршер çул пухăнса пынă ырă та усăллă йăла-йĕркене тытса пынă, çав шутра Христос тĕнĕн йăли-йĕркине те.

Çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Муркашсен паллă колхоз председателĕпе Е.А. Андреевпа пĕрле ĕçленĕ çынсенчен Евтихий Андреевич мĕнле те пулин пысăк ĕçе пуçличчен яланах хĕвел тухăçнелле тăрса сăхсăхни çинчен пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Пĕр шутласан, Евтихий Андреевич коммунист, наука хушнă пек ĕçлессине тĕп вырăна хураканскер, çапла хăтланнине курнăçланни теме те пăхĕ хăшĕ-пĕри. Анчах та кунта этем психологийĕпе, унăн воспитанийĕпе çыхăннă самантсем пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ тесен йăнăш пулмасть пулĕ. Çакна тĕрĕс пуçланă ĕç ăнăçлă пуласса шанса, ăна чун-чĕререн ĕненсе, парăнса, юратса, пĕлсе ĕçлекен çыннăн палли теме те юрать. Евтихий Андреевич ертсе пынă хуçалăхăн вара ăнăçусем пулман мар. Аслăрах ăрурисем вĕсене астăваççĕ, ырăпа аса илеççĕ.

Глобализаци, урбанизаци, модернизаци процесĕсем тĕнче шайĕнче тахçанах пуçланнă, шав малалла пыраççĕ. Вĕсенчен экологи, тĕрлĕрен чир-чĕр, апат-çимĕç çитменни, терроризм тата ытти проблемăсем юлмаççĕ. Аграрлă Чăваш Республикинче те паянхи кун халăхăн 60 проценчĕ хуласенче пурăнать. Цивилизаци тĕлĕшĕнчен малта пыракан çĕршывсен стандарчĕсене пăхсан, патшалăха ял хуçалăх апат-çимĕçĕпе тивĕçтерме халăхăн 10–12 проценчĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлени те çителĕклĕ иккен. Анчах та вĕсен чи çĕнĕ технологипе, техникăпа усă курса ĕçлемелле, чи пахалăхлă вăрлăхсемпе усă курмалла, ĕçе чăн-чăнах пĕлсе, чуна парса пурнăçламалла. Урăхла çул çук тесе палăртаççĕ наука çыннисем. Паллах, кун пек ĕçлекен çĕр ĕçченĕн пурнăç шайĕ те тĕнче шайĕнчен кая пулмалла мар.

Çĕршыва шăпах çак çул çине кăларас текенсем Раççейре те, республикăра та, пĕрре пăхсан, сахал мар: ял хуçалăх министерствипе ведомствăсем, саккун йышăнакан органсем, Раççей ял хуçалăх банкĕ, ял хуçалăх академийĕпе университетсем, техникумсем, ятарлă тĕпчев институчĕсем... «Хресчен сасси», «Сельская жизнь» хаçатсене, «Сельская новь» журнала тата ытти ятарлă хаçат-журнала та, радиопа телевидени передачисене те çав шутах кĕртмелле. Информацие алла илме кăна ан ÿркен, çав шутра Интернетпа та усă курмалла.

Политика партийĕсем те аграри ыйтăвĕсемпе чылай чухне пĕр шухăшлă. Сăмахран, ял хуçалăхне аталантармалли программăнах илер. Колхоз-совхозсем арканма пуçланă хыççăн тепĕр хут «ирĕке тухнă» хресчене ытлашши никам та васкатмасть паян. Фермер хуçалăхĕ уçатăн-и эсĕ, килти хушма хуçалăх ĕçĕпе пурăнатăн-и е урăх çул суйласа илетĕн – чару çук. Акă пай çĕрĕсене харпăрлăха илмелли вăхăта та патшалăх каллех тăсса панă. Ку хутĕнче 2012 çулхи июльччен. Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленет-ха тесе кĕтсе тăмалли çук.

«Ĕçлес текен мелсем шырать, юлхав-кахал сăлтав шырать». Çакăн йышши халăх каларăшĕсемпе хăй ĕçĕнче пĕрмаях усă куратчĕ районти темиçе хуçалăха нумай çул хушши ертсе пынă паллă председатель Александр Михайлович Михайлов. Кун пек каларăшсем паянхи кун та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. «Выртан чул айне шыв юхмасть» тенине те манса каймалла мар. «Кая юлсан каю шăтать» тени те тĕрĕсех.

Нумай специалист фермерсемпе хушма хуçалăхсем пирĕн тăрăхра коопераци çулĕпе кайсан меллĕрех пулмаллине çирĕплетет. Анчах та хальлĕхе лавĕ вырăнтан тапранасшăн мар-ха. Чылайăшне «ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăх» туйăмĕсем (тен, мăн кăмăллăхпа çынна шанманлăх та) чăрмантараççĕ ахăртнех. Нуша кулач çитерни çинчен манса каяс марччĕ. Нуша килсен кăна тытăнсан кая юлмăпăр-и; Хамăр çĕрсем çинче хамăрăнах, Иван Яковлевич Яковлев Халалĕнче каланă пек, «лăпкă та мирлĕ ĕçпе» пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасчĕ.

В. ФЕДОРОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика