АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача амăшĕ тата капитал

16 марта 2011 г.

Çĕршыври хĕрарăмсем ача çуратма тата укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарччăр тесе патшалăх тăрăшмасть мар. Çакăн пирки РФ Президенчĕ Д.Медведев нумай ачаллă амăшĕсене пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн çĕнĕрен аса илтерчĕ.

Уяв умĕн Дмитрий Медведев вĕсемпе Мускав çывăхĕнчи Барвихăра тĕл пулнă. Хĕрарăмсем, Раççейĕн пĕтĕм кĕтесĕнчен пынăскерсем, хăйсен тĕпренчĕкĕсемсĕр пуçне усрав ачасене те çитĕнтереççĕ. Тĕл пулура ытларах патшалăх паракан пĕчĕк пособипе пысăк çемьене епле тăрантармалли çинчен калаçу пынă.

Йышлă ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе патшалăх кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăрманнине палăртнă президент. Çапах та хăш-пĕр ĕç вăя кĕнĕ: амăшĕн капиталне йĕркеленĕ, ача-пăча пособийĕ ÿснĕ. Çывăх вăхăтрах нумай ачаллă çемьесене дача е çурт лартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса памалли çинчен калакан пуçару ĕçе кĕрет. Ку программа виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пырса тивет.

Çĕршыв ертÿçи çакнашкал çемьесем тĕлĕшпе патшалăх ăнланмалла мар постановленисем йышăнмĕ тесе палăртнă. Сăмахран, шкулчченхи вĕренĕве тÿлевлĕ тăвассине. Тĕрлĕ кружокпа секцисемшĕн, ăс-тăна аталантаракан центрсемшĕн ашшĕ-амăшĕ май килнĕ таран тÿлĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррисем шкулчченхи учрежденисене тÿлевсĕрех çÿрĕç.

«Кам тÿлеме пултарать, май килнĕ таран тÿлетĕр, паллах, ку пуриншĕн те мар, – тенĕ президент. – Шел пулин те, пурнăçра тĕрлĕрен пулать, тепĕр чухне укçа-тенке саккуна пăсса пухма хăтланаççĕ. Ку вăл – хырçă-марçă. Унпа вара кĕрешмелле. Факультатив, класс тулашĕнчи вĕренÿ, хушма курссем, кружоксемпе секцисем тÿлевсĕр те, тÿлевлĕ те пулма пултараççĕ».

Пысăк хуласенче пурнăç шайĕ пĕр тĕрлĕ, пĕчĕккисенче – урăхла. Регионти влаçсен çăмăллăх категорийĕсене хăйсен палăртмаллине пĕлтернĕ Медведев. Ку хыпар-хăнар хăнасене килĕшнĕ. Банксем нумай ачаллă çемьесене кредитпа тивĕçтерменнине каланă амăшĕсем. Тĕп сăлтавĕ – заемщиксем кивçене тавăрса парайманни. Кун пек лару-тăрура мĕн тумалла; Йышлă ачаллă çемьесем валли ятарлă программа кĕртме май çук-ши; Шăпах çак ыйтусем кăсăклантарнă хĕрарăмсене.

«Паллах, ку кăткăс ыйту, – тенĕ Дмитрий Медведев. – Мĕншĕн тесен кредит панă чухне банксем кивçене тÿлесе татассине шута илеççĕ. Вĕсене ку тĕлĕшпе хушу пама пултараймастпăр. Рынок экономикинче теветкеллĕх те шутра. Çапах та усрав çемьесем валли, банк чĕлхипе каласан, «ятарлă продуктсем» йĕркелеме пулать. Ку вăл – вĕсен тивĕçĕ».

Медведев Сбербанка тата пысăк тытăмлă ытти банка çакнашкал «продуктсене» йĕркелеме хушассине шантарнă. Вĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ условисем туса парасси иккĕлентерет паллах. Çапах та йышлă ачаллă çемьесене кредит илмелли çăмăллăхсем, вăл шутра ипотека тĕлĕшĕпе те, çав тери савăнтарĕ. Кунашкал ырă ĕçе пурнăçлама вара банксен вăй-хăват çителĕклех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика