АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашлаччăр ешĕл хунавсем

16 марта 2011 г.

Чăваш Енре 632,3 пин гектар «32 процент» вăрман. 596 пин гектара «95,6 процент» Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин вăрман хуçалăхĕсем пăхса тăраççĕ.

Вăрман фончĕн пысăках мар пайне ял хуçалăхĕнче, промышленноçра усă курма куçарнăран тата пĕлтĕрхи пушарсене пула мĕнпур лаптăк кăштах пĕчĕкленнĕ.

Çамрăк хунавсем чĕрĕлсен çеç вăрман фончĕ таврăнĕ. Иртнĕ çул çак енĕпе 700 гектар çинче ĕç пурнăçланă. Йывăç лартнă лаптăк 631 гектарпа «90 процент» танлашать. 2009 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр ку ĕçе 7 процент ытларах тунă.

2010 çулта 3030 гектар çинчи вăрман культурисене пăхнă, иртнĕ çулсенче лартнă 712 гектар çинчи йывăçсене хунавсемпе çăралатнă, 626 гектар çĕр хатĕрленĕ. Çак ĕçсен ытларах пайне «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх предприятийĕ пурнăçланă. Укçа-тенке вара федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

Кĕркунне инвентаризаци ирттернĕ чухне 1781 гектар çинчи çамрăк хунавсене хаклă йышши йывăç шутне кĕртнĕ.

2009 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр шăрăха пула хунавсем япăх çитĕннĕ. Вăрман хуçалăхĕсенче 10 тонна йĕкел пуçтарнă, 9,5 тонна акнă. Кунсăр пуçне вăрлăх фондне пуянлатма хыр вăрри – 276, чăрăш – 9, лиственница – 37, çăка 103 килограмм хатĕрленĕ.

1,5 гектар çине хыр вăрлăхĕ акнă. Ăна хамăр республикăри плантацире туса илеççĕ.

Пушар тĕп тунă тата хăрнă вăрмана чĕртме питомниксем кирлĕ чухлĕ хунав çитĕнтереççĕ. Çуллен вăрман хуçалăхĕсене 7,2 миллион вăрлăхран шăтарнă тĕмпе хунав кирлĕ. Пĕлтĕр нÿрĕк пулманран хыр тĕмĕпе хунавĕ хăрнă, акма-лартма çитмен. Уйрăмах кăнтăр районсенчи питомниксенче ÿсеймен вĕсем.

Шăрăх çанталăк вăрман культурисене те шар кăтартнă. Пурĕ 592 гектар вăрмана, ун шутне кĕртмен 547 гектар çĕре фондран кăларма тивнĕ. Унта 60 процент чăрăш, 29 процент ытла хыр тата 6 процент ытла лиственница пулнă.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви кăçал пушар алхаснă вăрмансене тасатса фонда тавăрас тĕллевпе 1242 гектар çине йывăç ларттарма, 3790 гектар йышăнакан хунавсене пăхма, 1100 гектара çăралатма тĕллев тытнă. Çавăн пекех хунав лартмашкăн 1050 гектар çĕр хатĕрлеме палăртнă. Вăрман хуçалăхĕсене питомниксем хунавпа туллин тивĕçтерес тĕллевлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика