АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха сиплесси хăвăртланĕ

16 марта 2011 г.

Мускаври пысăк больницăсенче чирлĕ çынсене хальчченхинчен икĕ хут сахалтарах тытасси пирки пĕлтерсен ахаль çынсем кăна мар, медицина ĕçченĕсем те пăшăрханса ÿкнĕ. Анчах та Раççейре «хăвăрт сывалса тухмалли» ăнăçлă опыт пур та ĕнтĕ. Больницăра темиçешер эрне выртасси Раççейре тахçанах йăлана кĕнĕ. Специалистсем хакланă тăрăх пирĕн çĕршывра стационарти койкăсен шучĕ те, сиплев вăхăчĕ те Европăри вăтам кăтартуран икĕ хут ытларах. Раççейре 14-15 кун сипленеççĕ пулсан, Швецире – 5,9 кун, Германире – 7,5. Сывлăха сыхлас ĕç тытăмне модернизацилемелли программа Мускав больницисене пысăк технологиллĕ чăн-чăн «сывлăх фабрики» туса хума пулăшмалла.

Стационарта выртнă хакăн çурри ытларахăшĕ «хăна çурчĕн пулăшăвĕсемшĕн» каять: çуртпа коммуналлă пулăшу тăкакĕ, ĕçшĕн тÿлесси тата ытти те. Тĕрĕссипе вара стационара талăк тăршшĕпех тухтăрпа медицина сестрисем пăхса тăмалли пациентсене çеç вырттармалла.

– Чылай чухне çынна больницăна йышăну уйрăмĕнче тÿрех диагноз лартайманран хураççĕ, – ăнлантарать Санкт-Петербургри Джанелидзе ячĕллĕ васкавлă пулăшу институчĕн директорĕ Сергей Багненко. – Çавăнпа та сывлăх сыхлавне çĕнĕлле йĕркелени кирлех.

Мускав больницисене кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхе Сергей Багненко хăйĕн институтĕнче 10 çул каяллах тума пуçăннă.

– Халĕ эпир йышăну пÿлĕмне илсе килнисен 40 процентне каялла яратпăр, – тет вăл. – Пирĕн тÿрех юна биохими анализĕ тума, кирлĕ пулсан УЗИ е КТ «компьютер домографийĕ» тума май пур. Эпир питĕ хытă ыратнине ирттеретпĕр е сывлăш çитменнинчен хăтаратпăр. Енчен те больницăна вырттарма инфаркт, инсульт, хирурги патологийĕ йышши сăлтавсем пулмасан çынна мĕн-мĕн тумаллине çырса парса каялла яратпăр.

1999 çулта, çак ĕç пуçланас умĕн, институт клиникинче 900 койка çинче çулталăкне 21 пин çын сипленнĕ. 2005 çулта вара çулталăкне 50 пин çын. Мĕнле çитнĕ-ха çакăн патне;

– Эпир хамăр ĕçе талăкĕпех ĕçлекен диагностика технологийĕ йĕркелесе янинчен пуçăнтăмăр, васкавлă пулăшу паракан уйрăм йĕркелерĕмĕр, – каласа парать Багненко. – Сиплев ĕçне хăвăртлатрăмăр. Халĕ Петербургри пысăк стационарсенчи пĕр койка пуçне çулталăкне 50 çын тивет. Ытти регионта вара 25 кăна.

Анчах та Мускаври больницăсен ĕçне улăштарма пур поликлиника ĕçне те çĕнĕлле йĕркелеме, реабилитаци центрĕсем тума тивет.

Больницăсенче чăн-чăн пулăшу памалла. Çавăн пекех реабилитаци центрĕсемпе фельдшер пулăшăвĕ кÿрекен вырăнсем, хосписсем кирлĕ. Вĕсен шăпах çакнашкал каялла яракан пациентсене йышăнмалла. Анчах та çакă реабилитаци центрĕсенче япăх оборудовани пулмалла тенине пĕлтермест. Вĕсен тĕп ĕçĕ урăхларах – çавă çеç.

Сывлăх сыхлавне модернизацилекен программа ырă улшăнусем тутарнипе пĕрлех йывăрлăха кĕртсе ÿкерме пултарнине те шута илмелле. Тĕслĕхрен, инвалид пулнине çирĕплетме пирĕн çулталăкне темиçе хут больницăна выртма тивет. Пациент хăйне лайăх туйсан та инвалид çăмăллăхне сыхласа хăварассишĕн пур пек майпа усă курса пур пĕрех больницăна выртать. Хăшĕсен инвалид хутне тăстарма çулталăкне виçĕ «!» хут та выртма тивет.

Амăшĕн капиталне парасси те çивĕчленме пултарать. Маларах çие юлнă хĕрарăма ыратнине туйсанах хăйĕн кăмăлĕ пулсан больницăна хума пултарнă. Халĕ те хума пултараççĕ. Анчах та кун пек чухне вăл амăшĕн капиталне çухатма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика