АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван енĕм - савнă ял

10 июня 2009 г.

Юхрĕ юрă таврана

Ĕмĕт-тĕллев пурнăçа кĕрсе пырсан кăмăл савăк, юрлас-ташлас килет. Хаваслă, çĕкленÿллĕ туйăмпа кĕтсе илчĕ пире Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар тăрăхĕ. Çур акине ăнăçлă ирттернĕ ял çыннисене «Коминтерн» хуçалăхăн акатуйне йыхравласа вăрман тăрăхĕнчен илемлĕ кĕвĕ янăрать.

Аслă уçланкă кĕçех капăр тумлă ĕçченсемпе тулчĕ. Уява уçнă май «Коминтерн» производство кооперативĕн ертÿçи Альбина Борисовна Новикова пухăннисене ăшшăн саламларĕ, хуçалăхăн кăçалхи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, йывăрлăхсене асăнса тухрĕ.

Предприятин усă куракан çĕрĕ 2520 гектар, унсăр пуçне ытти хуçалăхсен акăнмасăр выртнă 420 гектар лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çур акине хĕллех хатĕрленме тытăннă, çăмăллăх кредичĕ илсе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, паха вăрлăх туяннă. 700 гектар кĕрхи тĕш тырă «Коминтернăн». Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 713, пĕр çул ÿсекеннисем 360 гектар. Çĕр пулăхне ÿстерме клевер, козлятник, куккурус, рапс, суданка та чылай акса хăварнă. Хĕрÿ тапхăрта Атнар, Тарапай бригадисем пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хунă.

- Ир-ирех тытăнаççĕ те каçхине те киле васкамаççĕ, - палăртать Альбина Борисовна.

Çакă механизаторсемпе специалистсем тăрăшуллипе те çыхăннă. Атнарсем кăçал хăй евĕр рекорд тунă, ялан малта пыракан Тарапайсенчен те иртсе кайнă, кĕске хушăра 762 гектар акса хăварнă. Паллах, ÿсĕм хăватлă техникăпа ытларах усă курма тытăннинчен те килет. Уй-хирте паян энерги ресурсне перекетлекен тракторсемпе ытти техника хуçаланать. Паркра кивĕ техника асăрхаймăн. Унччен ака-сухана вун-вун агрегат, 70-80 çын хутшăннă пулсан, халĕ пысăк калăпăшлă ĕç-хĕле вунă çын пурнăçласа пырать. Кăçал каллех лизингпа чаплă «Агрос» комбайн, опрыскиватель, пресс-подборщик илесшĕн. 6 миллиона яхăн тăракан комбайн хакĕн 25 процентне тÿленĕ ĕнтĕ. Çапах темле чаплă техника та хăй тĕллĕн çитĕнÿ тăваймĕ. Атнар енче вара пултаруллă çĕр ĕçченĕсем сахал мар. Александр Абрамов, Геннадий Наумов, Владимир Трифонов, Михаил Степанов, Юрий Татаров, Михаил Мадайкин, Илья Пономарев, Николай Лаврентьев тата ыттисем те.

Пысăк тухăç çăл куçĕ - çĕр пулăхне лайăхлатса пыни те, паха вăрлăхпа усă курни те. Кăçал уй-хире 1 миллион тенкĕлĕх тислĕк кăларнă, минерал удобренийĕ те самай хывнă, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса пыраççĕ.

- Çур аки пĕтнĕ - ĕç вĕçленнĕ теме иртерех-ха, _ терĕ А. Новикова. _ Халĕ тепĕр хĕрÿ тапхăр _ выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлесси пуçланать. Эппин, çитес вăхăтрах утă çине тухма тивет. Ун хыççăн _ сенаж хатĕрлемелле. Тата акни-лартнине сăтăрçăсенчен те сыхламаллах.

Хуçалăхра строительство ĕçĕсем те хĕрсех пыраççĕ. Тарапайра 250 тына пăру вырнаçмалăх вите тума тытăннă. Кунти ĕç-хĕле те механизацилеме пăхнă.

- Стройка ывăнтарнă пулин те унсăр май çук. Халĕ акă тырă кĕлечĕ те кирлĕ, - тет вăл. _ Лаптăксем ÿсеççĕ, кивĕ тырă та чылай юлать.

«Шыв çинчи такана»

Хуçалăхăн тĕп тупăш çăл куçĕ - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ. Çĕнĕ технологипе çĕкленĕ, хăватлă оборудовани вырнаçтарнă сысна, ĕне выльăх комплексĕсем кунта. Отрасле аталантарма тăватă çулта 42 миллион тенкĕ тухса кайнă, çав шутран хуçалăх хăйĕн укçи-тенкине 19 миллион тенкĕ хывнă. Халĕ пĕр çын пин сысна пăхать. Ĕç-хĕл палăрмаллах çăмăлланнă. Таса та илемлĕ çурт-йĕртен тухас та килмест. Ахальтен-им çамрăксем те хаваспах ĕçе вырнаçаççĕ. 2323 сыснапа 1234 ĕне выльăх тытаççĕ производство кооперативĕнче. Аш-какай, сĕт туса илесси пĕлтĕрхинчен палăрмаллах ÿснĕ. Пăру, çура илессипе те лайăхрах ĕçленĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра 300 пăру, 1751 сысна çури хушăннă. Аш-какай 195 тонна ăсатнă. Сăвăм та пĕчĕк мар, çак тапхăрта 840 тонна сунă е ĕне пуçне икĕ пин килограмм. Роза Зоосимова, Оксана Федорова, Алина Сорокина дояркăсен кăтартăвĕ ытларах та. Выльăх-чĕрлĕхе ÿт хуштараслăхĕпе Елена Матвеева, Галина Сергеева, Маргарита Князева, Александр Карпов, Галина Михайлова палăрнă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 14 миллион тенкĕ тупăш кÿнĕ. Уйрăмах сысна комплексĕн тÿпи пысăк. Сĕт хакĕ чакни хуçалăха куллен тăкак кÿрет. Пĕрремĕш кварталта çеç 700 пин тенкĕ илсе çитереймен. Паян литр сĕтĕн хăй хаклăхĕ вунă тенке ларать, 6 тенкĕ те 50 пуспа сутăнать. Анчах йывăрлăха, пысăк тăкаксене пăхмасăр ĕне йышне чакарасшăн мар. 1500 пин тенкĕлĕх ăратлă тынасем туянни шăпах çакна çирĕплетет.

- Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ шыв çинчи такана пек, - тет Альбина Борисовна. - Хак хыççăн хăваласа витесене пушатса хăвараймăн.

Тĕрĕсех, ик-виçĕ çул каялла, сысна какайĕн хакĕ виçесĕр анса ларнă тапхăрта, предприяти хĕрсех çĕнĕ комплекс çĕклеме тытăнни нумайăшне тĕлĕнтернĕччĕ. Шăп çак вăхăтра республикăра сысна йышĕ палăрмаллах сахалланчĕ, тăкак кÿрекен выльăхран нумайăшĕ хăпма пикенчĕ. Чăн та, кам шутланă лару-тăру çапла çаврăнса тухасса; Ун чухне «Коминтерна» ĕне комплексĕ туртса кăларнă та. Халĕ вара, «шурă ылтăн» шыв хакĕпе танлашнă вăхăтра, сысна комплексĕ путма памасть.

- Пирĕн çу кунĕсенче сĕт хăй хаклăхне пĕчĕклетсе паха продукци илмелле, - пĕтĕмлетет А. Новикова.

Çавăнпах-и ĕнесемпе тына пăрусене ешĕл курăк çинче çÿретеççĕ. Ултă кĕтÿ уй-хирте, çуллахи лагерь те йĕркеленĕ. Талăкри сăвăм 18 литрпа танлашать.

- Патшалăх ял хуçалăхне пулăшать-ха, çăмăллăх кредичĕ, субсиди парать. Сĕт хакĕсене те интервенцилеме е кашни литршăн хушса тÿлеме шантараççĕ-ха, пурнăçа кĕрессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, - тет вăл.

Производство кооперативĕнче кадрсем хатĕрлессине те тĕпе хураççĕ. Кăçал акă Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă виçĕ çамрăка йышăннă. Зоотехник, инженер, агроном вырăнĕсем пушă пулнăран мар, çамрăксем тăван енчех тымар ярса ĕçлеме юлччăр тесе. Тата опытлă специалистсенчен те ăса хывмалли пайтах. Вĕсен шалăвне те вунă пинрен кая мар туса панă. Шалу тенĕрен, кризиса, тупăш чакнине пăхмасăр ĕç укçине кăçал 20 процента яхăн хушнă. Уйăхсерен кунта вăй хуракансене пилĕкшер килограмм тÿлевсĕр аш-какай уйăрасси, ытти енчен пулăшасси те йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çакă хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн тăрăшнине кăтартмасть-и-ха;

Мĕнле уяв вăл ташă-юрăсăр, парнесĕр, вăйăсемсĕр; Пултаруллă ĕçченсене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнă хыççăн ташă-юрă, спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Чылайччен янăрарĕç хаваслă кулă, илемлĕ кĕвĕ уçланкăра. Çĕр хуçисене, ĕçченсене, саламласа кайăк-кĕшĕк те тăрăшсах юррине шăратрĕ.

В. Филиппов

сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика