АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уй-хирте тыр-пул ÿснине курас килет...

10 июня 2009 г.

Ял ватăлса пыни паян нумайăшне шухăшлаттарать. Каччăсемпе хĕрсем алла аттестат илсенех çуралса ÿснĕ тăрăхĕпе сыв пуллашма васкаççĕ. Йывăрлăхсенчен тараççĕ тесе калас килмест. Чи малтанах ĕç çукки ура хурать.

Республикăри шкул ачисен хушшинче ирттернĕ «Эпĕ яла суйлатăп!» конкурс пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Çамрăк ăрăва ял пурнăçне урăх куçпа пăхтарас тĕллевлĕ вăл. Паянхи яш-кĕрĕм хресчен шăпине суйлама хатĕр-ши?

Иван Петров, Элĕк районĕ: «Мĕнпур пĕлĕвĕме, вăй-халăма тăван тăрăха парасси - манăн тивĕçĕм. Яла ĕлĕкхи илеме, хисепе тавăрмаллах. Йывăрлăхсенчен хăраман, тăрăшса ĕçлекен çынсене çĕр тав тума пĕлет. Тăван тăрăхрах тĕпленме хатĕр çын йышланни савăнтарать. Эпĕ, сăмахран, çуралса ÿснĕ тăрăхрах юласшăн».

Павел Козлов, Элĕк районĕ: «Ял малашлăхĕ - çамрăксенче. Çавăнпах ĕмĕт-тĕллевĕме тăван тăрăхпах çыхăнтаратăп. Пурнăç çĕнĕлле ĕçлекенсене килĕштерет, чăн-чăн çĕр хуçине кирлĕ пĕлÿ илес шухăш пур. Мăн асаттесен ĕçне, вĕсем хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, тăсма ĕмĕтленетĕп».

Екатерина Николаева, Пăрачкав районĕ: «Эпĕ агроном пуласшăн. Уй-хирте çум курăк мар, тыр-пул ярăнса ÿснине курас килет. Çĕре савса пăхсан кăна вăл пысăк тухăçлăхпа савăнтарĕ!»

Денис Тарасов, Çĕмĕрле районĕ: «Мĕн ачаран çĕр ĕçне килĕштеретĕп. Эпĕ пĕчĕк чухне атте шоферта вăй хуратчĕ, унпа уй-хире пĕрре мар çитнĕ. Техникăпа кăсăкланнăран мана мотоблок илсе пачĕç, унпа хамах ĕçлетĕп - çулатăп, сухалатăп. Çуллахи каникул вăхăтĕнче икĕ çул йĕтем çинче, пĕлтĕр комбайнер пулăшаканĕнче тăрăшрăм».

Альберт Ларионов, Вăрмар районĕ: «Кирек мĕнле професси те хисепе тивĕç, çапах та маншăн çĕр ĕçĕ уйрăмах сумлă. Эпĕ яла суйлатăп».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика