АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сабантуй-акатуй... Уяв та, чыслав та

10 июня 2009 г.

Пăла тăрăхĕнчи тикĕс аталанакан тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри шутланнă «Батыревский» совхоз 15-20 çул каялла ултă пая сапаланса кайнă хыççăн кашни ялтах тĕрлĕ предприяти çуралчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсенчен чылайăшĕ панкрута тухрĕ, темиçе миллион тенкĕ парăма кĕнĕ мĕскĕн хуçалăха çаврăнчĕ. Уйрăмах тутарсем ытларах пурăнакан Ыхраçырминчи ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ.

Юлашки çулсенче ентешĕсем асапланса пурăнни Шупашкарти паллă строителе, «Гарантстрой» тулли мар яваплă общество директорне Р. Санзяпова самай шухăшлаттарнă. Ыхраçырминчи хастар та мал ĕмĕтлĕ ял хуçалăх специалисчĕсем Р. Салихов, М. Шарипов тата вырăнти вăтам шкул директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ М. Сайдашев пуçарнипе шăп çулталăк каялла кунта «Жизнь» агрофирма йĕркелерĕç. Халăх çине тăнипе çĕнĕ предприяти директорне Рашид Шайхуллович Санзяпова çирĕплетрĕç.

«Жизнь» агрофирмăра кăçалхи ака-сухана çу уйăхĕн варринче вĕçлерĕç. Çурхи культурăсем 700 гектар ытла йышăнаççĕ. Паян Ыхраçырминчи кашни хресчен кăмăлне хура тăпраллă тикĕс уйри урпа, тулă тата ытти культура лайăх шăтса тухни палăрмаллах çĕклет. Ахальтен мар пуль ĕнтĕ «Жизнь» агрофирмăн пĕрремĕш сабантуй-акатуйне йĕркелерĕç.

Палăртнă вăхăта хăнасем таврари ялсенчен кăна мар, кÿршĕллĕ районсенчен, Шупашкартан, Хусантан, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те килсе çитрĕç. Вĕсене уяв пуçланнă ятпа çур ĕмĕр каялла Ыхраçырми шкулĕнчен вĕренсе тухнă çĕршыври паллă ăсчах, халĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. Кураков академик, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Чăваш Республикинчи мăсăль-мансен тĕн управленийĕн ертÿçи А. Крганов хазрат, тутар наци культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов, Ыхраçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А. Айбетов ăшшăн саламларĕç. М. Калмыковпа агрофирма директорĕ Р. Санзяпов çур акинче палăрнисене, çавăн пекех ялăн социаллă аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă педагогсене, культура ĕçченĕсене тата сумлă ветерансене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чыс турĕç. Вырăнти артистсемпе пĕрле Комсомольски районĕнчи «Мишар» фольклорпа эстрада халăх ансамблĕ, Шупашкарти тата Хусанти музыкçăсемпе юрăçсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсенче чи çамрăк вăйлă кĕрешекен ятне Ыхраçырми шкулĕн 2-мĕш класĕнче вĕренекен К. Вахитов тивĕçрĕ. «Куреш» наци кĕрешĕвĕнче Шăнкăр-тамри 120 килограмлă пăхаттир, çамрăксем хушшинче Пĕтĕм Раççейри турнирсен çĕнтерÿçи Ф. Зайнуллин абсолютлă чемпион пулса тăчĕ. Алă вăйне виçессипе те, кире пуканĕ йăтассипе те тупăшрĕç уявра.

С. Игнатьев сăн ÿкерчĕкĕсенче уяв саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика