АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван енĕм - савнă ял

28 мая 2009 г.

 Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлешÿ вăрлăхлăх тата çимĕçлĕх çĕр улми туса илессипе Чăваш Енре çеç мар, Атăл тăрăхĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. 2001 çулта йĕркеленнĕ хуçалăх хăйĕн ĕç-хĕлне 35 гектар çĕр улми лартса хăварнинчен пуçăннă. Çак тапхăрта вăл агрохолдинг шайне çĕкленме пултарнă, тĕлĕнмелле мар-и-ха ку! Ÿсĕм вăрттăнлăхĕпе вырăнта паллашнине мĕн çиттĕр; Хаваспах Каçал енне ĕçлĕ çул çÿреве тухрăмăр.

Пахчи-пахчи,

çĕр улми пахчи

Шалкăм çумăр хыççăн çĕр ăшă хĕвелпе пăсланса типет. Хăш-пĕр лаптăкра ура пуссанах путать. Анчах уй-хир ăстисем ир-ирех çĕр улми пуссинче, тăпра типсе пĕтессе кĕтмесĕрех хĕрÿ ĕçе тытăннă. Уяр куна мĕншĕн сая ямалла;

- Паян-ыран лартса пĕтеретпĕр ĕнтĕ, - терĕç агрофирмăн «АСК-Канаш» пĕрлешĕвĕнче. Ирхине пиллĕкрех ĕçе кÿлĕннĕ механизаторсем сывлăш çавăрса илмелле çерем çине канма ларнă. Икĕ-виçĕ сменăпа вăй хунă май унсăр май çук. Агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Александр Петрович Капитонов тÿрех ĕç-хĕлпе кăсăкланма пикенчĕ. «Чăрмавсем çук, палăртни пурнăçа кĕрсе пырать», - пĕлтерчĕç ăна. «Мана магнитола çитеймерĕ», - илтĕнчĕ сасартăк сасă. Кĕтмен ыйту Капитонова пач та тĕлĕнтермерĕ. Механизаторсене хăватлă, чаплă техника çине куçарнă май кашнинех магнитолăпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ-мĕн. Çакă çĕнĕ хыпарсемпе паллашма, илемлĕ кĕвĕсемпе киленме май парать, хавхалантарать, вăхăт иртни сисĕнмест.

«АСК-Канаш» пĕрлешĕве пĕлтĕр йĕркеленĕ. Крупская ячĕллĕ хуçалăхăн çĕрĕсене арендăна илсе 500 гектара яхăн тĕш тырă, 175 гектар çĕр улми лартнă. Вырăнта база çуккипе техникăна Канаш районне Комсомольскинченех хăвалама тивет. Ĕçлекенĕсем те унтанах. Анчах йыша вырăнта пурăнакан опытлă специалистсене те йышăнма тытăннă ĕнтĕ. Механизаторсем ешĕл курăк çинчен çĕкленнине кура вĕсемпе сыв пуллашса агрофирмăн Елчĕк енчи хуçалăхне çул тытрăмăр.

«АСК-Елчĕк» тулли мар яваплă пĕрлешÿ малтанхи утăмне 2008 çулхи кĕркунне тунă: Елчĕк районĕнчи панкрута тухнă «Мир» хуçалăха пулăшма пуçăннă. Виçĕ-тăватă çул юхăнса выртнă лаптăксене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ чылай тăкма тивнĕ. Пулăхлăха ÿстерессипе малашне те ĕçлесшĕн. Пĕлтĕр 350 гектар кĕрхисем акса хăварнă, çуртрисем тăват çĕр хĕрĕх гектара яхăн, çĕр улми - 106. Кунпах çырлахасшăн мар ертÿçĕсем, лаптăка пысăклатма, пай çĕрĕсене те арендăна илме палăртнă.

Эпир çитнĕ чухне механизаторсем кĕрхисене гербицидпа сапатчĕç. Çĕр улми те кăштах юлнă-ха, унта та техника кĕрлет.

- Кĕрхисем лайăх хĕл каçнă, - терĕ кунти участокăн ертÿçи Юрий Галкин. - Çанталăк лайăх тăрсан, хамăр тăрăшсан гектартан хĕрĕх центнера яхăн тухăç илмелле.

- Мĕншĕн хĕрĕх кăна; - пÿлчĕ ăна Александр Капитонов. - Аллă центнер патне талпăнмалла пирĕн.

Ем-ешĕл те парка шăтса тухнă калчасен тухăçĕ пысăкрах пуласси пирки эпир те иккĕленмерĕмĕр. Мĕншĕн тесен çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнма, ăна пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшаççĕ агрофирмăра. Тикĕс те таса, çум курăксăр уйсем, ашкăрса ÿсекен ÿсен-тăран культурисем те çирĕплетеççĕ çакна.

Комсомольски енче те ĕç вĕресе тăрать. Предприяти юлашки лаптăксене «иккĕмĕш çăкăр» лартса хăварать-мĕн. Пур çĕрте те тенĕ пекех хаклă та хăватлă «Джондир» трактор, энерги ресурсне перекетлекен техника хуçаланать. Çĕр улмине «Колнаг» агрегатпа, Голланди технологийĕпе лартаççĕ-мĕн. Çакă вăрлăха уй-хиртех имçамласа, удобренипе апатлантарса хăварма май парать. Ĕçченсемпе пĕрлех агрофирмăн тĕп директорне Хасият Идиатуллина, Алексей Селиванов тĕп директорăн çумне те курма тÿр килчĕ. Хĕрÿ тапхăрта мĕнле-ха пÿлĕмре ларăн; Тата хăв курнине-илтнине мĕн çиттĕр;

Голланди технологийĕпе

Агрегат çинчи шултра çĕр улмине асăрхасан самаях тĕлĕнтĕм: «Нивушлĕ çимĕçлĕх валли янтăланине лартаççĕ;»

- Куна Голландирен туянтăмăр-ха, - ман шухăша сиснĕн ăнлантарать Хасият Семигуллович. - «Ред Скарлет» вăрлăхăн килограмĕ 56 тенке кайса ларчĕ. Унсăр пуçне ют çĕршывран «Импала», «Роко» сортсене те кÿрсе килнĕ. Çапла вара кăçал уй-хире 200 тонна аякра туяннă супер элита лартса хăваратпăр.

- Хамăр республикăра та паха вăрлăх сутакан чылай. Мĕншĕн-ха хаклăпах çитмĕл çичĕ тинĕс леш енчен туянатăр;

- Çапах вырăнтин пахалăхĕ тивĕçтерсех каймасть пире. Хуçалăх хăй вăрлăх туса сутнă май чи лайăххине кăна илме тивет, хăш-пĕр чухне хакне пăхмасăр та. Çавăнпа Раççейри, Голландири институтсемпе, селекционерсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Агрофирмăн сăнав лаптăкĕ те пур, унта 41 сорт çитĕнтерсе сăнаса пăхатпăр. Тухăçлисене суйласа илсе пысăк лаптăксене куçаратпăр. Халĕ эпир «Невский», «Удача», «Романо», «Ред Скарлет», «Роко», «Импала» вăрлăхсемпе ытларах ĕçлетпĕр.

Тухăçлăх сортран кăна мар, ăна мĕнле упранинчен те килет. Агрофирма 2006 çулта пушă сысна витисене илсе хранилище тунă. Халĕ çуртри сывлăш температурине, нÿрĕклĕхе автоматика йĕркелесе тытса пырать. Кунта 8 пин тонна яхăн çĕр улми упрама май пур. Çу енне вăл пушансах юлнă темелле. Ĕçченсем юлашки вăрлăха сортласа уя ăсатаççĕ. Шултри те сутăнса пĕтнĕпе пĕрех. Тинтерех ăна туянма Архангельскранах çитнĕ. Килограмне 10 тенкĕпех хаваспах илсе кайнă. Паха, экологи енчен таса çимĕçе нумай вырттармаççĕ çав.

- Икĕ хранилище пур-ха, сахалрах. Лаптăксем ÿснĕ май пире 30 пин тонна упрамалăх хранилищĕсем кирлĕ. Хамăр укçапа вăй çитереймĕпĕр, çăмăллăх кредичĕ илме лекет, - тет А. Капитонов. Унтан вăл ÿркенмесĕрех машина кузовне тултаракан вăрлăх пахалăхĕпе кăсăкланма пикенчĕ. Касăлнисем, çĕрĕшме пуçланисем çук-и; «Кашнин яваплăха туйса ĕçлемелле, ÿсĕм пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан кăна пулĕ», - сăмахларĕ вăл ĕçченсемпе. Вăрлăха сортласа тасатнă çĕрте те «Miedema» агрегатпа усă кураççĕ.

- Хранилище кирлех, - çирĕплетет Капитонов сăмахне агрофирмăн «Комсомольски пахча çимĕçĕ» тулли мар яваплă пĕрлешÿ директорĕ Мингазым Шарафутдинов. - Мĕншĕн тесен кăçал кишĕр - 25, кăшман 12 гектар акрăмăр. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан лаптăксем ÿсрĕç. Пахча çимĕçе лайăх хĕл каçарсан çуркунне сутма та май пур.

Сăмах май, кишĕр пĕлтĕр гектар пуçне пĕр пин центнер пухса кĕртнĕ. Çакă тата хĕрлĕ кăшман сутни 1500 пин тенкĕ тупăш кÿнĕ. Тухăçа хăпартас тĕллевпе лаптăка шăварса тăнă.

- Уяр çанталăкра вăрлăх шăтса тухмасан та пултарать, йĕркеллĕ çитĕнмест. Эппин, тухăçăн 30 процентне çухататпăр, - ăнлантарать тĕп директорăн маркетинг енĕпе ĕçлекен çумĕ Олег Мартышин.

Пахча çимĕçе те Голланди технологийĕпе çитĕнтереççĕ-мĕн. Кишĕр туса илме ятарлă техника та туяннă. Ассортимента пуянлатни шанчăклă клиентсен йышне ÿстерет çеç.

«Пирĕн çул - тăвалла»

Ĕç-хĕлне 35 гектартан пуçăннă хуçалăхăн паян 2500 гектар çĕр, çав шутран «иккĕмĕш çăкăр» - 660. Ертÿçĕсем çывăх вăхăтра акакан-сухалакан лаптăксене пилĕк пине çитерме палăртнине, «Çĕр улмине мухтав» агрохолдинг» йĕркелеме ĕмĕтленнине пытармарĕç. Ÿсен-тăран отраслĕ Комсомольскисене пысăк услам кÿрет. Çĕр улми гектартан - 300-400, тĕш тырă 40 центнер пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» килограмне 7-10 тенкĕпе сутнă, хăй хаклăхĕ вара 5 тенке ларнă, вăрлăх аван кайнă.

Çĕр пулăхне пуянлатма удобренипе çителĕклĕ усă кураççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксем «рапс, люпин...» акса, çулса çĕрех вĕтетсе хывса хăвараççĕ. Улăмпа та çаплах.

Çĕр ĕçне темиçе çул ĕнтĕ Европа технологийĕпе туса пыраççĕ. Çавна валли çулсерен хаклă, энерги ресурсĕ перекетлекен техника туянаççĕ. Кăçал та «Полесье» комбайн, икĕ «Белорусь» трактор хушăннă. Çĕр улми лартмалли агрегат Голландиренех илнĕ. Техника паркне çуллен çĕнетме 20 миллион тенкĕ укçа хываççĕ. Çăмăллăх кредичĕ, лизинг, хăйсен укçи-тенки... - пур майпа та туллин усă кураççĕ. Çĕр хуçисем кăмăллакан «Джондир» кăна кунта пиллĕк таран. Нихăш хуçалăхра та ун чухлĕ çук-тăр. Çакă çĕр ĕçĕн пахалăхне ÿстерни, тăкаксене чакарни каламасăрах паллă тата ĕç условийĕсем те лайăхланаççĕ.

Çынсене ĕçлеме, канма майсем туса парасси те тĕп вырăнта. Коллективра 60 çын. Кашнине пĕлсе, тĕплĕн суйласа йышăнаççĕ. Ĕçкĕçсемпе наянсемшĕн алăк хупă. Хастарсене вара тивĕçлипе тÿлеме тăрăшаççĕ. Уйăхри вăтам шалу 18-19 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсене йÿнĕпех кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ. Пултаруллисене, 2-3 çынна, çулсерен канма яраççĕ. Коллективпа паллă вырăнсемпе хуласене экскурсие каясси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

- Ака-суха пĕтсенех Атăл е Сăр леш енне икĕ кунлăха йышпа канма каясшăн-ха, - терĕç ертÿçĕсем. Çамрăк специалистсене çул пама тăрăшни те сисĕнет. Пĕлтĕр акă Д. Камалдинов, С. Павлов инженер ĕçе вырнаçнă. Дипломлă çамрăксене тÿрех яваплă ĕçе шаннă. Юнашар опытлă çынсем тăрăшни вĕсене вăй хушать кăна. Харсăр ĕçченсем чăннипех нумай кунта. ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем çеç иккĕн: Геннадий Миронов тата Валерий Пудовкин. Ытти хастарсене асăнса та пĕтереймĕн.

«Пирĕн çул - тăвалла, - терĕç вĕсем. - Лава пĕрле туртсан кирек мĕнле тÿпеме те çĕнсе илме пулать».

В.Филиппов сăн ÿкерчĕкĕсем.

«Çĕр улмине мухтав» агрофирма ăстисемпе паллаштаракан сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ - 4 стр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика