АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавăн ури кĕске

28 мая 2009 г.

Хĕрлĕ Чутай район прокуратури граждансене харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма панă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курмалли законодательство мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă курăннă: Штанаш ялĕнче пурăнакан И. гражданин пĕлтĕрхи июлĕн 10-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн акционерлă коммерци Перекет банкĕ» пĕрлешĕвĕпе 2013 çулхи июлĕн 10-мĕшĕччен тÿлесе татмалла 14 процентлă кредит илме килĕшÿ тунă. Вăл ял хуçалăх техники туянатăп тесе шантарса Перекет банкĕнчен 260 пин тенкĕ илнĕ. Анчах та килĕшÿре çирĕплетнине пăхăнмасăр укçана урăх тĕллевпе тăкакланă.

«Асамат» тулли мар яваплă пĕрлешÿпе ял хуçалăх техники туянас пирки тунă килĕшĕве, ял хуçалăх техникин накладнойне, касса ордерне приходланин квитанцине тата унăн касса чекĕсене хăйне кирлĕ пек тÿрлетсе Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн 4438№033 номерлĕ хушма офисне официаллă документсем пек тăратнă.

Пĕлтĕрхи июлĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 13-мĕшĕччен И. ултавпа тата хăйне шаннипе усă курса, саккуна пăсса, кредит килĕшĕвĕн проценчĕшĕн тÿлекен тăкаксен 1 пайне саплаштарма паракан субсиди шучĕпе 7318 тенкĕ илнĕ. Прокурор тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрленĕ материалсене Хĕрлĕ Чутай районĕн шалти ĕçсен пайне ярса панă.

Кăçалхи мартăн 28-мĕшĕнче И. гражданина РФ Уголовнăй Кодексĕн 159 статйин 1-мĕш пайĕпе тата 327 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăплама уголовнăй ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика