АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми - 13853 гектар

28 мая 2009 г.

Республика уй-хирĕнче çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Майăн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 186824 гектар «планпа пăхнин 98,5 проценчĕ» акнă. Элĕк «87,3 процент», Çĕмĕрле «82,2», Куславкка «93,5», Сĕнтĕрвăрри «75,5» районĕсемсĕр пуçне ытти çĕрте çуртрисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ.

Чăваш Енре çĕр улми лартмалли плана ирттерсех тултарнă. Кăçал «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ 13853 гектар «101,9 процент». Патăрьел, Шăмăршă тăрăхĕсенче сахăр кăшманĕ те лартаççĕ. Хальлĕхе вăл 605 гектар е палăртнин 74,3 процентне йышăнать.

Пахча çимĕç 535 гектар акнă-лартнă «61,1 процент». Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Елчĕк районĕсенче çак ĕçе вĕçленĕпе пĕрех. Кăçал рапс, куккурус, пĕр çул ÿсекен курăксем, выльăх кăшманĕ те чылай акса хăварнă. Хăмла çакасси те малалла пырать.

Ĕç шырама - яла

Хуласенче халĕ ĕç тупма хĕн, агропромышленность комплексĕнче вара пултаруллă специалистсемпе ĕçченсене хапăлласах кĕтсе илеççĕ. Кăçал Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби урлă ял хуçалăх организацийĕсене 565 çын вырнаçма пултарнă.

Çамрăк кадрсене тата ытти специалиста, рабочисене ĕç тупма пулăшмашкăн ЧР ял хуçалăх министерстви, район администрацийĕсем ятарлă сайт та уçнă. Унта ваканси, шалу, пурăнмалли çурт-йĕр условийсем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.

Республикăри хуçалăхсем ĕçпе тивĕçтерекен службăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Учетра тăракансене хĕрÿ тапхăрта вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Майăн 26-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа 2389 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма килĕшÿ тунă. Çав шутран 782 çын АПКра вăй хума тытăннă ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара ял хуçалăх отраслĕнче 39 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ, çав шутран ял хуçалăх потребитель кооперативĕнче - 12, инвестици проектне хута кĕртнипе - 13, çĕнĕ предприяти йĕркеленипе, оборудовани вырнаçтарнипе 14.

Усă курман çĕре - пусă çаврăнăшне

Кăçалхи январь тĕлне республикăра утмăл пин гектар ытла пушă выртакан çĕр шутланнă. Çакна палăртмалла, хуçалăхсем кал-кал ĕçлесе пыракан районсенче çĕрпе туллин усă курма тăрăшни сисĕнет. Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче акă акăнман-сухаланман лаптăк çук. Муркаш, Етĕрне, Патăрьел тăрăхĕнче те вăл сахал. Çав хушăрах Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Элĕк, Канаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле енче вара чылай. Кăçал 34505 гектар пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Çав шутран Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Пăрачкав, Улатăр районĕсен кăна 3-4 пин гектар таран акса-сухаласа хăварма тивĕ. Çапах çак çивĕч ыйтăва татса пама йывăр. Мĕншĕн тесен акăнмасăр-сухаланмасăр выртакан лаптăк татах 26 пин гектар юлать. Эппин, çитес çул тата тăрăшарах ĕçлемелле. Палăртни туллин пурнăçлансан сакăр районта усă курман çĕр юлмалла мар кăçал. Çитес çул вара республикăра çум курăклă уй-хир яланлăхах çухалĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика