АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам тăкак тÿсет, кам услам илет

28 мая 2009 г.

 Çу кунĕсем çитнĕ май сĕт каллех йÿнелчĕ. Заводсем ăна туянмалли хака пĕчĕклетсех пыраççĕ. Çавна май ĕне фермисем хуçалăхсене самаях тăкак кÿреççĕ. Анчах чĕр тавар хатĕрлесе сутакансен кĕсйи çÿхелме-и - хулăнланать çеç. Мĕншĕн тесен лавккасенче хак шав çÿлелле кармашать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен сĕт юр-варăн хакне йĕркелес тÿпи 1,5 хут пĕчĕкленнĕ. Хальхи вăхăтра вăл 34,2 процентпа танлашать «унччен - 60,9 процент пулнă». Чĕр тавар хатĕрлекенсен тупăшĕ 40 процента яхăн, суту-илÿ ĕçченĕсен икĕ хут «26 процент» ÿснĕ. Çакăн пек уйрăмлăх тĕлĕнтерет те, шухăшлаттарать те.

Халĕ пысăк сортлă сĕте литрне 8 тенкĕпе, пĕрремĕш сортлине вăтамран 6 - 4 тенкĕпе туянаççĕ. Лавккара вара çăвĕ 2,5 процентлă сĕтĕн 1 литрлă пакетне 19 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Пасарти сĕт юр-варĕн хакĕ те ытлашши уйрăлса тăмасть темелле. Тавар туса илекенсемпе сутуçăсем хушшинчи хак уйрăмлăхĕ куç умĕнчех. Çак танмарлăха пĕтерме, монополилĕхе хирĕçле саккуна пăснине палăртма çăмăл мар. Ку продукци хатĕрлесе кăларакансем рынокра пуç пулса тăнипе çыхăннă темелле. Анчах вĕсем право нормипе пĕлсе усă курнипе, çак рынока хутшăнакансем улшăнса тăнипе ăна çирĕплетме йывăр. Çаклансан та капкăна уйрăм пайтаçăсем кăна лекеççĕ. Пысăк предприятисене хирĕç кĕрешме, вĕсене явап тыттарма кансĕр. Федерацин монополилĕхе хирĕçле Чăваш Енри служби çывăх вăхăтра сĕтĕн туянас хакне килĕшсе юриех пĕчĕклетнĕшĕн айăплисене явап тыттарма ĕç пуçарма шантарать-ха. Анчах ăна вĕçне çитерсе пулĕ-и?

Сĕт туянмалли тата сутмалли хаксене йĕркелесе Шупашкарта сĕт сутма ятарлă 39 вырăн уйăрни усăсăр иртмен темелле. Апрель уйăхĕн вĕçĕнче лавккари сĕт продукцийĕн хакĕ йÿнелчĕ. Çакна туянакансем тÿрех сисрĕç. Çапах çу кунĕсенче чĕр тавар хакĕ çулсеренех чакать. Сутуçăсене вара вăл пач пырса çапмасть темелле.

Çуллахи тапхăрта сутакансемпе туянакансем хушшинчи йĕркесĕрлĕхе, танмарлăха пĕтерме çĕршывра малтанхи хут типĕ сĕт туянассине интервенцилесшĕн. Май-август уйăхĕсенче, сĕт суса илесси çулталăкри калăпăшран 60 процента яхăн хăпарсан, чĕр тавара уйрăм хакпа, ытлашши чакармасăр, туянма палăртнă. Унта сĕт туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсем кăна хутшăнма пултарĕç.

Раççей ял хуçалăх министерстви те сĕт туса илекенсене сентябрь-декабрь уйăхĕсенче чĕр тавара заводсене малтанхи çулхинчен ытларах сутнăшăн патшалăх енчен пулăшассине йĕркелесшĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика