АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

28 мая 2009 г.

«Пирĕн тăрăхра лайăх аталаннă хушма хуçалăх чылай, - пĕлтерчĕç Элĕксем эпĕ мĕнле ыйтупа кăсăкланнине пĕлсен. - Сăмахран, Васильевсем питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç, фермер, хушма хуçалăхсем вара тепĕр хут ура çине тăма тытăнчĕç».

Васильевсен хуçалăхне çитме вăхăт нумай пĕтерме тивмерĕ. Район администрацийĕнчен инçех мар вырнаçнă икĕ капмар çурт аякранах курăнса ларать. Вĕсенчен пĕри шăпах Васильевсен-мĕн. «Салара, пĕчĕк çĕр лаптăкĕнче мĕнле майпа çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усраççĕ-ши?» - вĕçсе илчĕ шухăш пуçра. Пÿрте кăна-и, хуралтăсене те хĕрлĕ кирпĕчрен илемлетсе купаланă.

- Эпир вунă çул каяллах çурт-йĕр çĕклеме тытăннă, анчах халĕ те вĕçлейместпĕр-ха, - тет кил хуçи Георгий Григорьевич. - Кăçал акă кил картинче, урамра тротуар сарасшăн, çурт умĕнче пĕчĕк сад тăвасшăн...

Аслă та ирĕклĕ витесенче çамрăк выльăхсем валли уйрăм пÿлĕмсем те пулĕç. Ĕçĕ туллиех, ĕлкĕр çеç. Ĕçчен çын çумне ĕçĕ çыпçăнсах тăрать тесе ахальтен каламан иккен.

Г. Васильев хаваспах витесене кĕрсе курма чĕнчĕ. Чăн-чăн пĕчĕк ферма-çке кунта. Икĕ ĕне, ултă çамрăк пăру.

- Сăваканни виççĕччĕ, пĕрне сутрăмăр. Малашне çамрăк вăкăрсем илсе самăртма тытăнасшăн, тупăшлăрах.

Çуллахи вăхăтра 30-40 литр таран сĕт сутаççĕ. Тулли савăтсене пахча хыçĕнчех ларакан завода хăйсемех çĕклеççĕ. Вĕсене нимĕнле посредник те кирлĕ мар. Сĕт йÿнелни вĕсене ĕне йышне чакарма хистенĕ. Хак ÿссен вара пилĕк пуçа çитерме те хатĕр. Сăвăм аппарачĕ туянас ĕмĕтпе те сыв пуллашма тивнĕ. Икĕ ĕнене сума вăхăт нумай кирлĕ-им? Хальхи вăхăтра тăкаксене саплаштарма, тупăш илме пулăшаканни - выльăхсене самăртса сутни. Пĕлтĕр чĕрĕ виçепе 2,5 тонна ĕне выльăх ăсатнă, килограмĕ 125-130 тенке ларнине шута илсен укçа самай кĕнĕ. Хушма хуçалăх хушма 120 пин тенкĕ тупăш кÿнĕ. Тăкакĕсем те çук мар. Васильевсен пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 0,45 гектар. Паллах, выльăх апачĕ валли çителĕксĕр. Ирĕксĕрех утă, тырă туянма лекет. Пĕлтĕр 15 пин тенкĕ тухса кайнă. Апла пулин те вăл çăмăллăнах сапланнă. Тен, утта хăйсем çулса типĕтни те тăкаксене чакарма май панă. Кăçал 0,30 гектар çĕр арендăна илсе нумай çул ÿсекен курăк акса хăварас шутлине пĕлтерчĕ кил хуçи.

- Выльăх-чĕрлĕхе вырăнта туса илекен апатпах çителĕклĕ тивĕçтерес тесен пире 1-2 гектартан кая мар кирлĕ. Çĕр пулăхне ÿстерме тислĕк çителĕклĕ. Паллах, техника та туянмалла. Халĕ вара ытларах çынсенчен пулăшу ыйтма тивет. Каллех кредит илмелле-ши?

2006 çулта 180 пин тенкĕ çăмăллăх кредичĕпе усă курнă çемье. Ăратлă выльăх, мотоблок туяннă, вите-сарай çĕнетнĕ.

- Çăмăллăх кредичĕ аван-ха, анчах хальхи вăхăтри лару-тăру та хăратать. Выльăх-чĕрлĕх тупăш пама пăрахсан, хаксем татах чаксан мĕнпе татмалла кивçене? - ыйтуллăн пăхрĕ куçран кил хуçи. - Хальлĕхе хушма хуçалăха туртса кăлараканни - ĕне выльăх самăртса сутни. Çулталăкра 4-5 вăкăр çитĕнтерме майсем пур темелле.

Çемье хушма хуçалăхпа çеç пурăнмасть. Хушма хуçалăх вара - хушма ĕç. Георгий Григорьевич Çĕмĕрле почтампĕн Элĕкри филиалĕнче инструкторта, мăшăрĕ Римма Павловна район судĕнче секретарьте вăй хураççĕ. Виçĕ ача вĕсен. Аслисем, Олесьăпа Максим, пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Хĕрĕн хăйĕн çемйи, асламăшĕпе аслашшĕне савăнмалăх икĕ мăнук ÿсет. Кĕçĕнни Костя шкулта кăна вĕренет-ха. Кану кунĕсенче ашшĕ-амăшне çине тăрсах пулăшаççĕ.

- Пурнăçăрта мĕн кирлине туса çитернĕ ĕнтĕ эсир, хăвăршăн пурăнмалла кăна темелле. Эппин, нушаланма кирлех-ши?

- Выльăх-чĕрлĕхе юратнипе, ачасене пулăшма тăрăшнипе те çыхăннă çакă. Эпир мăшăрпа ирех тăрса выльăхсем патне тухатпăр, унтан - ĕçе, - теççĕ вĕсем. - Тата паян темле чаплă çуртра та çамрăксем аслисемпе пурăнасшăн мар, вĕсене уйрăм кĕтес кирлĕ. Апла ача-пăчана та çурт-йĕр çавăрма пулăшмалла.

Пуян çын хытă тенĕ. Тĕрĕссипе, кашни пуса перекетлĕ тытни, пĕлсе тăкаклани ура çинче çирĕп тăма, пурлăх пухма пулăшать те ăна. Васильевсем те çемье бюджетне çулталăк пуçламăшĕнчех пăхса тухса çирĕплетеççĕ, тупăшсемпе тăкаксене палăртаççĕ: «Çакă пире укçа-тенке тĕлли-паллисĕр сапалассинчен хăтарать».

Кăнтăр вăхăчĕ иртнĕ май апата таврăннă кил хуçисем каллех ĕçе кайма пуçтарăнчĕç. Ăшă кăмăллă, тараватлă, ĕçчен çемьепе сыв пуллашса эпĕ те хăтлă çуртран тухрăм.

- Эпир кăна мар, Терликовсем те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, пултаруллă кил-йыш, - кÿршисен енне пуçне сĕлтрĕ Г. Васильев.

Кермен пек çуртра ĕçчен те тăрăшуллă çемье пурăнни пирки пĕртте иккĕленмерĕм.

Сăн ÿкерчĕкре Г. Васильев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика