АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп уяв çĕнĕ тĕссемпе пуянланать

28 мая 2009 г.

 Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика кунĕн программи çĕнĕ мероприятисемпе пуянланать. Чăваш Ене Раççейпе Британин суту-илÿ палатин ĕç тăвакан директорĕ Стивен Диэл килсе çитнĕ. Кĕçех республикăна Аслă Британин политикăпа бизнес пĕрлĕх представителĕсен пысăк делегацийĕ килмелле. «Раççей регионĕсемшĕн ку çĕршыв - пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашлăхлă тата стратеги шайĕнчи ĕçтеш», - тенĕ Николай Федоров. Çавăн пекех Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота хутшăннипе мероприятисем ирттерме калаçса татăлнă. Вĕсем - Пĕтĕм тĕнчери «Раççей Федерацийĕн Правительствин кризиса хирĕçле мерăсен программине пурнăçламалли условисенчи патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн механизмĕсем» конференци тата Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи потребительсене газпа шанчăклă тивĕçтерес енĕпе йĕркелекен канашлу. Президент мĕнпур ыйтăва тĕплĕ хатĕрлеме, инвесторсемшĕн интереслĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тухăçлă сĕнÿсем палăртма хушнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, 18 районта тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварас енĕпе палăртнă кăтартусене пурнăçланă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртейменнисем - Сĕнтĕр-вăрри, Çĕмĕрле тата Элĕк районĕсенчи хуçалăхсем. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем йышăнакан лаптăксем 17 пин гектар чухлĕ пысăкланнă, çĕр улми вара - 2 пин гектар ытла. «Халĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн чи пысăк пĕлтерĕшли - калчасене пăхасси, выльăх апатне пухса кĕртмелли техникăна тĕплĕ хатĕрлесси», - тенĕ министр.

Канашлура ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухнă. Сăмахран, президент хăй Г. Рапота полпред ячĕпе акционерсен «Канашри автоагрегат завочĕ» уçă обществинчи лару-тăру пирки янă ыйту тĕлĕшпе хурав килни çинчен пĕлтернĕ. Ыйтăва тишкернĕ май «ГАЗ ушкăнĕн» ертÿçисемпе пĕрле автоагрегат заводне паракан саккассен калăпăшне 1,2 млрд тенкĕ таран ÿстерме пулăшакан мерăсем йышăннă. Çавăн пекех продукци сутассин калăпăшне 1 млрд тенкĕ чухлĕ ÿстерме май паракан хушма саккассем шыраççĕ, çакă предприятисене тулли хăватпа ĕçлеттерсе яма пулăшмалла. Тĕп уяв çĕнĕ тĕссемпе пуянланать

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика кунĕн программи çĕнĕ мероприятисемпе пуянланать. Чăваш Ене Раççейпе Британин суту-илÿ палатин ĕç тăвакан директорĕ Стивен Диэл килсе çитнĕ. Кĕçех республикăна Аслă Британин политикăпа бизнес пĕрлĕх представителĕсен пысăк делегацийĕ килмелле. «Раççей регионĕсемшĕн ку çĕршыв - пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашлăхлă тата стратеги шайĕнчи ĕçтеш», - тенĕ Николай Федоров. Çавăн пекех Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота хутшăннипе мероприятисем ирттерме калаçса татăлнă. Вĕсем - Пĕтĕм тĕнчери «Раççей Федерацийĕн Правительствин кризиса хирĕçле мерăсен программине пурнăçламалли условисенчи патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн механизмĕсем» конференци тата Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи потребительсене газпа шанчăклă тивĕçтерес енĕпе йĕркелекен канашлу. Президент мĕнпур ыйтăва тĕплĕ хатĕрлеме, инвесторсемшĕн интереслĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тухăçлă сĕнÿсем палăртма хушнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, 18 районта тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварас енĕпе палăртнă кăтартусене пурнăçланă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртейменнисем - Сĕнтĕр-вăрри, Çĕмĕрле тата Элĕк районĕсенчи хуçалăхсем. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем йышăнакан лаптăксем 17 пин гектар чухлĕ пысăкланнă, çĕр улми вара - 2 пин гектар ытла. «Халĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн чи пысăк пĕлтерĕшли _ калчасене пăхасси, выльăх апатне пухса кĕртмелли техникăна тĕплĕ хатĕрлесси», - тенĕ министр.

Канашлура ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухнă. Сăмахран, президент хăй Г. Рапота полпред ячĕпе акционерсен «Канашри автоагрегат завочĕ» уçă обществинчи лару-тăру пирки янă ыйту тĕлĕшпе хурав килни çинчен пĕлтернĕ. Ыйтăва тишкернĕ май «ГАЗ ушкăнĕн» ертÿçисемпе пĕрле автоагрегат заводне паракан саккассен калăпăшне 1,2 млрд тенкĕ таран ÿстерме пулăшакан мерăсем йышăннă. Çавăн пекех продукци сутассин калăпăшне 1 млрд тенкĕ чухлĕ ÿстерме май паракан хушма саккассем шыраççĕ, çакă предприятисене тулли хăватпа ĕçлеттерсе яма пулăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика