АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тапкă-çупкăпа

22 мая 2009 г.

Тăлăх-турат пуличчен хăрăк турат пуласчĕ тенĕ. Çывăх çыннисен юратăвĕсĕр юлнă ача-пăчана кÿрентерекенсем тупăнсах тăраççĕ çав. Шел, вĕсене хÿтĕлекенсем ытла та сахал. Час-часах курнине те асăрхаманçи тăватпăр, куçа хупатпăр. Ют пепкешĕн камăн чун ыраттăр? Акă Улатăрти ятарлă интернат шкулта 102 ача пурăнать. Çав шутран 78-ăшĕ инвалид. Кунта физкультура учителĕнче тата класс ертÿçинче тăрмашакан Михайлов «хушаматне улăштарнă» вăй-халне шутсăр вĕсем çинче тĕрĕслеме юратнă. Кăшт айăпа кĕрсенех тăлăхсене тапкă-çупкă çитернĕ. Аслин киревсĕр хăтланкаларăшĕ çинчен вĕсем интернат шкул администрацине те пĕлтернĕ. Анчах интернат пуçлăхĕшĕн ик айкки те тăвайкки-ши _ тăлăх-турата, инвалидсене хÿтĕлемен, пуçтаха чарман.

Уй _ куçлă, вăрман _ хăлхаллă. Аллисене ирĕке яма юратакан педагогăн хура ĕçĕ пирки Улатăрти районсем хушшинчи прокуратурăна та сас-хура çитнĕ. Педагог аллисене ирĕке янă ултă тĕслĕх палăртнă вăл. Михайлова РФ УК 116-мĕш статйипе айăплама уголовнăй ĕç пуçарнă, тĕпчесе суда çитернĕ. Право органĕ интернат шкул ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕ май йĕркесĕрлĕхе курмăш пулнă директорпа тĕп бухгалтера та çирĕп явап тыттарма тивнĕ. Вĕсем те саккуна пăсма ăста пулнă-мĕн. Уйрăмах укçа-тенкĕ енĕпе. Прокуратура çине тăнипе пуçлăхсене те ĕçрен кăларса çапнă.

Шкулта вĕренекен Алексей «ятне улăштарнă» хăр тăлăх мар темелле. Çапах амăшĕпе пурăнать. Анчах Александровăн пĕртен-пĕр ачине йĕркеллĕ воспитани пама вăй-халĕ çителĕксĕр пулас. Ывăлне уроксем тума пулăшас, юнашар ларса калаçас вырăнне тапкă-çупкăпа ăса вĕрентме хăтланнă. Алексее вĕренÿре уксахланăшăн çине тăрсах тавăрнă. Чышкă-муклашкă панипе «5» паллăпа вĕренме тытăнĕ тенĕ-ши? Анчах право хуралçисем пач урăхла шутланă. Ачине воспитани парайман, хĕнеме юратакан амăшне виçĕ çул тĕрĕслев вăхăчĕпе условнăй айăпланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика