АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтан хăвна ху хисепле

22 мая 2009 г.

 Никамшăн та çĕнĕлĕх мар: эпир, чăвашсем, ĕлĕк-авал чылай халăхран йышпа самай пысăк, ĕç-хĕлпе талантлă пулнă. Мăн асатте-асаннесем пурăнма пĕлнĕ, ырă йăла-йĕркене малти вырăна хурса тирпейлĕн тытса пынă. Вĕсем никĕсленĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхне тĕнчипе пĕлнĕ. Несĕлĕмĕрсем çинчен паянхи кун та паллă ăсчах-историксем ăшă сăмах калаççĕ, вĕсен кун-çулне, ăс-хакăлне, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма пĕлнине, ăна упрама нумай вăй хунине ырласа палăртаççĕ, пысăк хак параççĕ. Акă Араб халифачĕн элчи Ахмед Ибн-Фадлан Пăлхар çĕршывĕ çинчен çырса хăварнисем те çакнах çирĕплетеççĕ мар-и!

Анчах вăхăт шунă май тĕнче те, çĕр çинчи лару-тăру та улшăнсах тăрать. Халиччен никам тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман ĕçсем сике-сике тухаççĕ. Çавна май Атăлçи Пăлхар çĕршывĕн чысĕ-хисепĕ те, вăл вăхăтри чăвашсен пурнăç йăли-йĕрки те манăçа тухса пыни куçкĕрет.

Çакă та паллă, ман шутпа эпир, чăвашсем, шел те, паянхи тапхăрта йышлă, çут çанталăк пурлăхĕ енчен пуян халăхсен шутне кĕрейместпĕр. Çапах та ку пурнăçа тĕрĕс-тĕкел, чăвашлах тытса пыма нимле чăрмав та кÿмест пулĕ.

Сăмахăм манăн малалла акă мĕн çинчен. Нумай çĕршывра пулса нумай чĕлхене алла илнĕ май ют çынсем пĕр-пĕрне çав тери тимлĕн сăнанине асăрхарăм эпĕ. Эпир вырăспа тутар, ирçепе мари халăхĕсем таврашĕнче тĕпленнĕ. Çавăнпа эпир мĕнле пурăнни, кил-çуртри тирпейлĕхпе тасалăх, хамăра хамăр мĕнле тыткалани вĕсене кăсăклантаратех ĕнтĕ. Йăнăшмастăп пулĕ тетĕп: ытти халăх çыннисем пирĕн çинчен мĕн шухăшлани, пирĕн йăлана, чĕлхене, культурăна мĕнле хак пани вĕсенченех килет. Пур чухне те тĕрĕс хак параççĕ-и; Çук-тăр. Мĕншĕн тесен вырăспа тутар та, мăкшăпа çармăс та, малтан хăйсен çитменлĕхĕсене мар, ыттисен «кăлтăкĕсене» асăрхаççĕ, çавна хăйĕн хутлăхĕнчи çынсене, ĕçтешĕсене пĕлтереççĕ. Ытларах чухне ÿстерсе калаççĕ. Çук япалана шыраса тупса судри пек пĕтĕмлетеççĕ.

Пĕр-ик сăмах чыслăхпа тасалăх, тирпейлĕхпе йĕркелĕх çинчен. Мĕн пытармалли, тепĕр чухне чăваш хĕрарăмĕн ĕçне хурласа, кулса калани те пулкалать. Вĕсене хирĕç тăмалли мĕнле меслет пур; Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Хусанта пурăнакан Валентина Сильвестровна Бисякова акă мĕн каларĕ:

_ Эпĕ пĕтĕм япалана ыттисенчен ик-виç хут тасарах, лайăхрах çума хăнăхнă. Пирĕн тăхăр хутлă çуртра эпĕ чăваш иккенне нумайăшĕ пĕлет, çунă кĕпе-йĕм те çуллахи вăхăтра кил картишĕнчех çакăнса тăрать. Хăш-пĕр кÿршĕ хăйĕн ĕçне хăех хак парать. Мĕнле тетĕр-и; Аран-аран çукаланă япалисене ыттисем куриччен типсе çитичченех килне илсе кĕрет.

Ачалăха аса илетĕп. Анне кирек мĕнле ĕçе те кăмăла каймалла тăватчĕ. Камран вĕреннĕ-ши çак ăсталăха; Шкула çÿремен, алă пусма та пĕлместчĕ. Анчах пур енчен те унăн Турă пани пурччĕ. Ватлăх кунĕнче çеç пĕррехинче хăйĕн амăшĕ çинчен сăмах пуçарнăччĕ: «Асаннÿне пĕтĕм ял хисеплетчĕ. Вăл пĕçернĕ хуплуран тутлăрах апат çисе курман эпĕ. Ĕçе те шап-шурă кĕпепе çÿретчĕ».

Халĕ пурнăç йывăр тетпĕр те, анчах вăрçă хыççăнхи çулсемпе танлаштарма та кирлĕ мар. Ун чухне ялта газ çулăмĕпе усă курман, холодильник, телевизор, вентилятор мĕн иккенне те пĕлмен. Çапах та аннесем, пилĕк-ултă ачаллă хĕрарăмсем, пур ĕçе те ĕлкĕрнĕ кăна мар, çын юратмалла, чуна савăнтармалла туса пынă.

Выльăх-чĕрлĕх усракан çынна пур çĕрте те тасалăх тытса тăма хĕнрех. Вырăс е ытти халăх картишне тĕслĕх вырăнне илсе параймăп. Пурăнан пурнăçра мана ГДРта, Венгрире пулса курма тиврĕ. Нимĕçĕн пур япала та нимĕçле: йĕркеллĕ, типтерлĕ, ниçта та пĕр çÿпĕ те кураймастăн. Венгрире Балатон кÿлли хĕрринчи Литер ялĕнче пурăнакан Пирошкăпа Йожеф Варга çемйисемпе паллашнăччĕ. Литер ялĕ хитре вырăнта вырнаçнă, çурчĕсем пĕр-пĕринпе шăппăн, шăкăл-шăкăл калаçса мăнаçлăн ларнăн туйăнаççĕ. Пĕр е ик-виç хутлă çуртсем. Пирĕнни пекех нÿхреп, çуллахи кухня, çăмăл машина гаражĕ. Картишĕнчи сукмакĕсене çÿхе плитка сарнă. Ытти вырăнта вара пĕтĕмпех _ чечек. Хапхисене тимĕртен эрешлесе тунă. Ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп усраççĕ. Варгасен сад пахчипе юнашар пысăках мар кÿлĕ пур. Унта вĕсем пулă ĕрчетеççĕ. Хăнасем хăйсемех вăлтапа пулă тытаççĕ те ачи-пăчипе пĕрле шÿрпе пĕçерсе çиеççĕ.

Хуралтисем пахчан тепĕр вĕçĕнче. Выльăх-чĕрлĕхе те вĕсем кĕтĕве çавăнтан кăлараççĕ. Урамĕсене çав тери таса тытаççĕ, сысна чаваласа çÿренине асăрхаман эпĕ.

Кашни халăхăн ырă, лайăх енĕсем пур. Вĕсем ăна пуянлатаççĕ, ыттисем хушшинче хăйсене мăн кăмăллăрах тытма хевте те кÿреççĕ. Эпир вара хăш чухне ыррине вĕренес вырăнне япăххине алла илетпĕр. Тĕслĕхрен, ĕçке ересси. Нимĕç те, мадьяр та эрехе стаканпа ĕçмест. Пирĕн вара нимле ĕç те эрех-сăрасăр пулаймасть. Тата урамра çапкаланса çÿрекенсем унта питĕ сайра. Мухмăр чĕртес тесе килрен-киле алăк шаккакансем пачах çук. Авалхи чăвашсем хăйсене тирпейлĕ, сăпайлă тыткаланине пурте пĕлетпĕр. Вĕсем пысăк праçниксенче çеç кăшт çеç эрех сыпнă, стаканпа мар, пÿрнеске пек черккепе.

Электричкăпа çÿренĕ чухнехи ÿкерчĕк... Салонра ытларах суту-илÿ çыннисем кĕшĕлтетеççĕ. Вĕсем хăйсене мĕнле тыткаланине курсан аптранипе куçа çĕртен илмесĕр пыратăн. Хĕвел çаврăнăш хуппи пур çĕрте те: урайĕнче те, лармалли вырăнсенче те, сутуçăсен аллисемпе çăварĕнче те. Пăртакран тепĕр камит пуçланать. Япалисене пасарта сутса кăштах пуйнă арçынсем «хĕрарăмсем те çаплах» ĕç ăннине «çăваççĕ». Тумтирĕ çинчен калама та кирлĕ мар. Намăс. Суту-илÿ çыннисем ытларах пирĕн çынсем. Пурте кураççĕ çакна. Анчах йĕркене кĕртес текенсене пĕрре те тĕл пулман. «Уважаемые пассажиры, в вагонах соблюдайте чистоту и порядок!» Микрофонри çак сăмахсем йытă вĕрни пекех. Ăна никам та хăлхине те чикмест. Ахальтен мар Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров пире тирпейлĕхпе тасалăх сывлăш пек кирлĕ пулни пирки яланах асăрхаттарать.

Çын хăйне хăй хисеплемесен ăна ыттисем те сума сумаççĕ. Манăн никама та хурлас, ăс парас, вĕрентес килмест. Тата çак çитменлĕхсем пирки ик-виç сăмахпа çеç асăрхаттарсан та ваттисем те, çамрăксем те пăшалтан персе янă пек чĕрре кĕреççĕ:

- Сан мĕн ĕç пур? Ан вĕрент. Пĕчĕк ача мар эпĕ, хамах пĕлетĕп, - çилленсех каяççĕ вара.

Ирĕксĕрех çапла калас килет: «Ачана пĕчĕк чухне ырă йăла-йĕркене вĕрентеймесен ÿссе çитсен ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпех пурăнма тытăнать. Лайăххипе япăххине уйăрса илме кирлех те мар ăна. Çав тери шел...

П. Миров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика