АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта эсир, çамрăк специалистсем?

22 мая 2009 г.

ЧР ял хуçалăх министерствинче республикăри агропромышленность комплексне аталантарассипе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна министр çумĕ С. Енилина ертсе пычĕ.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ, ÿсĕмĕ пысăк квалификациллĕ специалистсенчен нумай килет. Шел, юлашки вăхăтра çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. «Кăçалхи январь уйăхĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсен 96 процентне кăна ертÿçĕсемпе тата ăста кадрсемпе тивĕçтернĕ, ĕç çыннисем те çитмеççĕ», - палăртрĕ министерствăн пай пуçлăхĕ Г. Таланцева. Çак отрасльте вăй хуракансен йышĕ те чаксах пырать: 2006-2008 çулсенче 25 процент сахалланнă. Ку чылай организаци арканнипе те, ресурса перекетлекен техникăпа, технологипе усă курма тытăннипе те çыхăннă, паллах.

Республикăра çамрăк специалистсене ялта çирĕплетме тăрăшаççĕ-ха. Контрактпа вĕрентсе хатĕрлессине те йĕркеленĕ. «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программипе çамрăк çемьесемпе ăста кадрсене çурт-йĕрпе тивĕçтерни, патшалăх енчен ытти пулăшу пани те çимĕç кÿрессе шанас килет.

Республикăра аслă пĕлÿллĕ ял хуçалăх специалисчĕсене Чăваш ял хуçалăх академийĕ хатĕрлет. 2006-2008 çулсенче федераци бюджечĕн укçи-тенкипе кăнтăрлахи уйрăмра 1082 специалист вĕрентсе кăларнă, çав шутран тĕллевлĕ контрактпа - 311. Шел, вĕсенчен яла 147 çын кăна таврăннă. Аграрисене Çĕрпÿри, Вăрнарти, Улатăрти техникумсем те пĕлÿ параççĕ. Юлашки икĕ çулта вĕсенче 1182 хĕрпе каччă диплом илнĕ, çав шутран контракт мелĕпе - 109 çын, 51-шĕ ĕçе вырнаçнă.

Мĕнле кĕтсе илеççĕ-ха çамрăк специалистсене районсенче; Пĕлтĕр акă Комсомольски, Шупашкар, Муркаш тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче дипломлă яш-кĕрĕме хапăлласах ĕç тупса панă. Элĕк, Вăрнар, Канаш, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче вара пĕр специалиста та йышăнман. Тен, вĕсем валли ĕç çук; Кăçалхи май уйăхĕ тĕлне республикăри АПКра 608 ваканси пуррине палăртнă. Çав шутран 172 «28 процент» специалист çителĕксĕрри палăрнă.

Каччăсемпе хĕрсем ял ĕçĕнчен пăрăнма тăрăшни пĕчĕк шалупа та çыхăннă. Хальхи вăхăтра АПКри вăтам ĕç укçи 5837 тенкĕпе танлашать. Юлашки виçĕ çулта вăл 3,3 хут ÿснĕ темелле, пурпĕр сахалрах ку. Вăрнар, Комсомольски, Канаш районĕсенче вăл ултă пинрен те иртнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç тăрăхĕсенче вара тăватă пине те çитеймест. Уйрăм организацисемпе илсен Комсомольски енчи «Çĕр улмине мухтав» агрофирма ĕçченĕсен уйăхри шалăвĕ 18784 тенке кармашнă. Патăрьелĕнчи «Труд», Елчĕк районĕнчи «Клевер» хуçалăхсем те тивĕçлипе тÿлеме тăрăшаççĕ «8787-8119 тенкĕ». Çав хушăрах Елчĕк районĕнчи «Звезда» хуçалăхра вара 766 тенкĕпех çырлахнă. Ку укçапа çынсен мĕнле пурăнмалла тет; Патăрьел районĕнчи «Жизнь» агрофирмăра «1144 тенкĕ», Йĕпреç енчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхра та шалу пĕчĕк «1028 тенкĕ» . Кун пек çĕрте камăн ĕçлес килтĕр;

ЧР ял хуçалăх министерствипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çамрăк специалистсене 2009-2011 çулсенче АПКра ĕçе вырнаçтарма, çирĕплетме мероприятисен планĕ те хатĕрленĕ. Малашне кадрсемпе тивĕçтересси мĕнле пынине куллен мониторинг тĕпчевĕ ирттерĕç, специалистсене тĕллевлĕ-контрактлă вĕрентессине, аграри вĕренÿ учрежденийĕ пĕтерекенсене ĕçе вырнаçтарассине лайăхлатма мерăсем йышăнма пăхнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика