АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çынна тÿлемелле

13 мая 2009 г.

 Финанс кризисĕ вăхăтĕнче граждансен социаллă правине хÿтĕлесси, шалу вăхăтра тÿлесси çивĕч тăрать. Муркаш район прокуратури те çакна çирĕп тĕрĕслет, йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех палăртса унăн çулне пÿлет. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăпа тачă çыхăнса ĕçлени те саккуна пăсакансене çийĕнчех палăртма пулăшать. Шел, вĕсем вара тупăнсах тăраççĕ. Акă «Свобода», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче шалупа укçан мар, кунта туса илекен продукципе татăлаççĕ.

«Моргаушагропромснаб» предприяти вара ултă ĕçчене те вăхăтра шалупа тивĕçтереймен, парăма кĕнĕ. Айăплисене çитменлĕхе пĕтерме представлени тăратнă.

Банк кĕсйи çÿхелет

Паянхи ултавçăсем чăх пек пĕчĕккĕн сăхса тăранасшăн мар, тÿрех пысăккăн хыпма хăтланаççĕ. Пыра ларасси те хăратмасть вĕсене. Акă ВТБ-24 банкăн Шупашкарти 2155 ; филиалĕн кĕсйи самантрах çичĕ миллион тенкĕ таран пушанса юлнă. Преступниксен ушкăнĕ граждансене банкран кредит илме ÿкĕтленĕ. «Парăма хамăрах тататпăр», - суеçтернĕ вĕсем çынсене. Лешсем килĕшсенех кредит илмелли суя документсем хатĕрленĕ. Анчах парăма татас пирки аса та илмен. Шăнман пăр çине ларса юлнă çынсен хăйсен тÿлеме лекнĕ. Тĕлĕнмелле те, ушкăн ĕçĕ-хĕлне çак филиалăн хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ ертсе пынă. Ултавçăсене тытса чарнă ĕнтĕ. Эппин, саваламан сак çине лекесси те инçе мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика