АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар никама та хĕрхенмест

13 мая 2009 г.

 Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинче 8 пушар шута илнĕ, 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 19-ăшне çăлма май килнĕ.

Шупашкарта кăна çав кунхине виçĕ çĕрте хĕрлĕ автан алхаснă. Университет урамĕнче пурăнакан арçын ÿсĕрле пирус туртни мĕн патне илсе çитерме пултарассине чухланах ĕнтĕ, шел, тимлĕх пирки маннă. Вутра пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Эгер бульварĕнче сиксе тухнă инкек сăлтавĕ те - ÿсĕрле тĕтĕм тĕтĕрниех. 1 çын вилнĕ, 7-шне çăлма май килнĕ. Çамрăклăх бульварĕнче вара çав каç «Хонда» автомашина çуннă. Услапсен алли тивертнĕ çулăм машина хуçине 100 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнине пула пушар тухнă.

Çак кунсенче Шупашкарти Васнецов урамĕнче те вут-çулăм ташланă. Сăлтавĕ - кăмака юсавсăрлăхĕнче. Инкек кил хуçисене 10 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 554 пушар шута илнĕ, вĕсенче 19805,3 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Çулăмра 50 çын пурнăçĕ татăлнă «вĕсенчен 3-шĕ - ачасем», 29-ăн суранланнă, 344 çынна çăлма май килнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика